Чакак

Семендер Юрий Семенович

Чак-чак-чакакак,

Чак-чак-чакакак!

Чакак пӗр ҫул тултарчӗ,

Хӑна-вӗрле пуҫтарчӗ.

 

Ӑсан сӑра ӑсасшӑн,

Курак кукӑль касасшӑн,

Пӑчӑр парне парасшӑн,

Шӑпчӑк шӑпӑр каласшӑн,

Тӑри ташша тухасшӑн,

Тӑхран такмак пуҫласшӑн -

Чак-чакак чарӑнаймасть,

Ҫынна сӑмах параймасть.

 

Чакак йӑви ҫаврака, унта кайӑк айккинче ятарласа хӑварнӑ шӑтӑкран кӗрет. Тӑрри йӗплӗ. Ҫӑмартисене никам та ан туптӑр тесе чакак темиҫе йӑва хатӗрлет, пӗрне ҫеҫ йышӑнать.