ЧĂВАШ СĂВВИ

Полорусов-Шелеби Николай Иванович

Авал, патша пур чухне

Пирĕн чăваш ялĕнче,

Вăрттăн çĕрте, пытанса,

Йăвашланса, вăтанса,

Пĕр саркайăк пурăннă—

Вăл имшерккен курăннă.

Ăна чăваш ваттисем,

Çĕрне-кунне пĕлмесĕр,

Хĕлĕн-çăвĕн ĕçлесе,

Хырçă-марçă тÿлесе,

Хĕрÿ ĕçре, туйсенче,

Уявсенче, уйсенче,

Ачашласа усранă.

Юнлă патша тарçисем,

Ăна сума сумасăр,

Çÿреме çул памасăр,

Хуласене ямасăр,

Ним вырăнне хумасăр,

Кулса тăнă хурласа.

Халĕ ĕнтĕ çав кайăк

Хулара та пурăнать,

Таçти çĕршывсенче те

Вутăн-хĕмĕн курăнать.

Сасси чипер юрлама,

Юрри лайăх итлеме;

Революци ырлăхне

Хăй тытăнчĕ ĕнерме.

Юрла, юрла, саркайăк,

Шăпчăк сас пек сассупа?

Санăн юнна ĕçекен

Тăшман сăнни хуçăлчĕ!

Сана ирĕк янрама,—

Аслă тĕнче уçăлчĕ!