Чĕрĕп инке

Сарине Лидия Михайловна

Чĕрĕп инке, шăши юс

Темшĕн питĕ шавлаççĕ...

Чее тилĕ, упа тус

Апат кĕтсе лараççĕ.

 

Упа пичче – мăкăрти,

Пыл пек пылак çиесшĕн.

Чее тилĕ – йăпăлти,

Çу пек çуллă çиесшĕн.

 

– Ах, çав чĕрĕп пит наян! –

Тилĕ лăпкăн лараймасть.

– Хырăм выçрĕ-çке паян, –

Утаман унран юлмасть.

 

– Каяр киле, упа тус, –

Вĕткеленет шăши юс. –

Чĕрĕп инке – хыт кукар,

Выçса вилсен тем курар! –

 

Чĕрĕп инке пит вăр-вар

Апат çакса пĕçерет.

– Кăмпа яшки тутлă мар! –

Тилĕ кутăна перет.

 

Чĕрĕп инке йĕкĕлтет,

Вĕлтрен яшки вĕретет.

Вăрттăн кулать: «Тăхтăр!» – тет,

Йĕплĕ хулă хатĕрлет.