Чĕрĕп

Галкин Александр Алексеевич
Хамӑр пахчарах
Тупрӑм чӑмӑртак:
Йӗплӗ хӑй йӑлтах,
Калӑн, куршанак.

– Кам эс, ма сан йӗп
Туллиех, кала?
– Чӗрӗп эп, чӗр йӗп, –
Терӗ вӑл – чухла!