Чĕрĕлĕх

Ыдарай (Васильев) Николай Васильевич

    

ТУПМАЛЛИ

 

Айпике

Ăслай

Вăрхуç

Йăвача

Кăмпайпа Кăмпик

Муллă Мулкач

Çилвĕр

Телей тĕвви

Хăла Хăват

Чеелĕх

Чĕмлĕх

Шăпчăк

Ялухха

 

ĂСЛАЙ

 

Ăс çитейми кунсенче, тăн çитейми çулсенче ăсчах Кушакпа пуçтах йытă пурăннă. Кушак пур енчен те пултаруллă пулнă, йытă вара пур енчен те пултарса пĕтереймен. Ăсчах Кушакĕ урипе те çемçереххĕн пускаланă, чĕлхипе те çуллăраххăн мăрăлтатнă. Пуçтахăн йăли-йĕрки пачах урăхла пулнă: вăл урипе те кăнттам пускаланă, чĕлхипе те усаллăн хамлатнă. Çавăнпа та Кушакăн пурнăçĕ аванрах та, çăмăлтарах та пулнă. Йыттин пурнăçĕ асаплăрах та, йывăртарах та пулнă.

Пĕррехинче йывăрпа пурăнакан йытă çăмăлпа пурăнакан Кушак патне ăс ыйтма пырать. Вĕсен хушшинче çакăн пек калаçу пулса иртет:

Аван-и, Кушак тус?

Аванах пек, йытă тус.

Аванлăхне мĕнле майпа йÿнеçтеретĕн?

Аслай пулăшнипе.

Аслай тени нумаях-и вара сан?

Нумаях мар та, пурăнмалăх çиткелет.

Мана та вĕрентмĕн-ши çав ăслайсене?

Вĕрентессе вĕрентĕп те, анчах...

Мĕн анчахĕ тата?

Анчах та пĕр ăслайне сана каламăп, хама валли хăварăп.

Ун пек те юрать.

Юрать пулсан, юрать: кайран-малтан кĕвĕçмелле-хирĕçмелле ан пултăр.

Çапла калаçса татăлаççĕ те Кушакпа Йытă çав кунах ĕçе кÿлĕнеççĕ – ăслайсем вĕренме пикенеççĕ. Кушак вĕрентекенĕ пулать, Йытă вĕренекенĕ пулать.

Кун иртет те çĕр иртет – куç пек кĕтнĕ кун çитет. Пĕлме кĕрĕшнĕ Йытă пултаруллă Кушак ăслайĕсене пурне те вĕренсе çитет. Вара: «Мана урăх вĕренмесен те юрать пулĕ», – тесе тĕв тăвать.

Йытă кăштах тирпейленет те Кушак патне вĕренÿ çулне вĕçлеме каять.

Кушакпа Йытă хушшинче йĕклĕ калаçу пулса иртет:

Вĕрентсе пĕтертĕн-и, Кушак тус?

Вĕрентсе пĕтертĕм.

Йăлтах вĕрентсе пĕтертĕн-и?

Йăлтах вĕрентрĕм.

Пĕрне те сиктерсе хăвармарăн-и?

Пĕр ăслайне сиктерсе хăвартăм.

Мĕнле ăслайне?

Кушакла мăрлатассине.

Ма ăна та вĕрентмерĕн?

Кушакла мăрлатма вĕрентсен, йытăлла хамлатма манса каясран шиклентĕм.

Унсăр пуçне ыттисене йăлтах вĕрентсе пĕтертĕн-и?

Йăлтах вĕрентрĕм темелле.

Апла пулсан, хам вĕренсе мĕн пĕлекен пулнине чăн малтанах сан çинче тĕрĕслесе пăхмалла пулать пулĕ.

Çапла калать те йытă умĕнче тăракан Кушак çине сиксе ÿкет. Кушакĕ, çапла пулассине малтанах пĕлнĕскер, варт! кăна пăрăнса тăма ĕлкĕрет. Пуçтах йытă çĕнĕрен тапăнать. Ăсчах Кушак тарма тытăнать. Йытă, вăрăм ураллăскер, çывхарнăçем çывхарса пырать. Кушак ниçта кайса кĕреймен енне йывăç патне чупса çитет те йăпăрт кăна ун тăррине хăпарса каять. Йытă та йывăç патне чупса çитет, уртăнса та пăхать, чăрмаласа та пăхать, анчах та йывăç çине улăхма пултараймасть. Кушак ăна кун пек ăслай вĕрентмен иккен. Çакă вара пуçтах Йытта тÿсме çук тарăхтарса ярать. Вăл вара, çиллине шăнараймасăр, харкашма тытăнать.

Ах, куштан Кушак! – харлатса илет йытă.

Мĕн калама шутлатăн, йăваш йытă? – сас парать Кушак.

Питĕ меллĕ улталарăн эс мана! – вĕчĕхет Йытă.

Мĕнле майпа улталарăм? – тĕлĕнет Кушак.

Йывăç тăррине улăхма мĕншĕн вĕрентмерĕн?

Пĕр ăслайне хам валли хăваратăп тесе, малтанах каларăм вĕт эп сана.

Унсăр пуçнех улталарăн!

Тата мĕнле улталарăм?

Юлашки ăслай – мăрлатасси, тесе суйрăн.

Пĕрре те суйман: мăрлатасси ăслай мар, йăхран йăха куçса пыракан авалхи йăла çех.

Пурпĕрех улталанă пулать!

Улталанă пулмасть.

Пурпĕр тавăратăп ултав тунăшăн!

Тав тăвас вырăнне-и?

Уншăн та, куншăн та – пуриншĕн те тавăратăп! Хамăн ĕçе хам пĕлетĕп! Хам-хам-хам!..

Шалкăм çумăр килсе тухни кăна уйăрса ярать вĕсене.

Çакăн пек калаçу хыççăн ăсчах Кушакпа пуçтах йытă хушшинчи туслăх пĕтсе ларать. Вĕренекенпе вĕрентекен хушшинче сивĕ çил вĕркĕшме тытăнагь. Курăмлă туссем курайми тăшмансем пулса тăраççĕ. Халь те пулин малалла тăсăлать çак киревсĕр йăла. Халь те пулин Кушакпа Йытă, пĕрне-пĕри тĕл пулсан, харкашма-тулашма тытăнаççĕ. Юрать-ха Кушакăн упранмалăх ăслай пур. Енчен те вĕрентме кĕрĕшнĕ Кушак юлашки ăслайне хăй валли хăварман пулсан, вăл тахçанах Йытă кулли пулатчĕ пуль, тен, вĕсен йăхĕ-йышĕ те халиччен пĕтмеллипех пĕтсе ларатчĕ пуль.

Çук, ун пек пурнăç унайлă мар. Пурнан пурнăç вăл туслăхпа юрату çинче тытăнса тăрать. Туслăх пĕтсен пурнăç та тусăнма тапратать. Тăшман пулма ăслай кирлĕ мар, туслă пулма ăслай кирлĕ!

Аслай тенĕрен, туслăха тустармалли сăлтав питĕ нумай, анчах та тусăннă туслăха çĕнетмелли ăслай ăçта-ши?

 

ВĂРХУÇ

 

Вăрăм кунсен пуçĕнче, вăрăм çулсен умĕнче, тапăр таппи тĕлĕнче, хура вăрман варринче, пĕчĕк кăна çĕрпÿртре икĕ ватă пурăннă – пĕр Карчăкпа пĕр Старик.

Ватăлсах çитсен вĕсене ача çукки канлĕх памасть. Вара вĕсем ал айĕнче мĕн пуррипе ача кĕлетки тума пикенеççĕ. Ана вĕсем Вăрхуç тесе ят параççĕ.

Вăрхуç кăсăкла пулса тухать. Кĕлетки унăн – ăвă кăмпи, пуçĕ – вăрман улми, аллисемпе урисем – йÿплĕ тымарсем, пиçиххийĕ – пилеш хуппи, калпакĕпе хутаççи – сăран татăкĕ. Вăрман улми çине çичĕ шăтăк шăтараççĕ – вĕсем пуç пайĕсем пулаççĕ.

Карчăкпа Старик савăнсах каяççĕ. Вăрхуç çине пăхса чунĕсене йăпатаççĕ. Пĕр кун пăхаççĕ, икĕ кун пăхаççĕ, виçĕ кун пăхаççĕ – çаплах пăхса тăранаймаççĕ.

Пĕррехинче Карчăк калать:

Старик, – тет, – чун парасчĕ çак ачана?

Çаплине çаплаччĕ те, чунне ăçтан тупăпăр? –тет Старик.

Икĕ ватă имлĕ курăксем шырама тытăнаççĕ. Шырасан-шырасан кирлĕ курăк шыраса та тупаççĕ. Вара çав имлĕ курăкăн чĕрĕ сĕткенне, асамлă сăмахсем каласа, Вăрхуçа ĕçтереççĕ. Çавна ĕçсенех Вăрхуç кĕлеткине чун кĕрет. Чун кĕрсенех Вăрхуç чĕтренсе илет. Çав самантрах куçĕсем куракан пулаççĕ, хăлхисем илтекен пулаççĕ, сăмси шăршă туякан пулать, сухалĕпе çÿçĕ шăтса тухать, çăварĕ калаçакан пулать.

Вăрхуç, калаçакан пулсанах, Карчăкпа Старик умĕнче пуç таять:

Тавах сире, ватăсем! – тет вăл. – Халĕ мана вăрман хуçи пулма пиллĕх парăр.

Карчăкпа Старик Вăрхуçа куç умне лартаççĕ те пиллĕх параççĕ.

Ах, ачамăр Вăрхуç, – теççĕ вĕсем, – эсĕ асамлă вăй пулăшнипе çуралнă. Эпир сана Вăрхуç тесе ят патăмăр, вăл ĕнтĕ «Вăрман хуçи» тенине пĕлтерет – çавăн çинчен эсĕ нихçан та ан маннă пул. Вăрман хуçалăхне куç пек сыхласа пурăн. Пĕрреллĕ хисепре çуралтăн пулсан та, нумайлă хисепре пурăнмалла пултăр, пĕр çĕрте куçран çĕтсенех, тепĕр çĕрте сиксе тухмалла пултăр. Усал куçа ан курăн, ырă куçран ан пăрăн. Вĕçленейми пурнăç пил сана!

Ваттисем калани вырăна килтĕр! – тет Вăрхуç. Вара вăл, Карчăкпа Старик умне чĕркуçленсе, вăрман хуçалăхне куç пек сыхласа, чун пек упраса пурăнма ант тăвать.

Ант туса пĕтерсенех Карчăкпа Старик куçĕсене хупаççĕ. Ватăсене Вăрхуç вырăнтан хускатмасть, вĕсем пурăнса ирттернĕ çĕрпÿрте çĕрпе хупласа хурать, кĕрсе çÿремелĕх шăтăк анчах хăварать.

Вăрхуç, Карчăкпа Старик пилленĕ пек, вăрман хуçи пулса тăрать. Вăл хутшăнмасăр вăрман хуçалăхĕнче нимле ĕç те пулса иртмест. Ирхине те, каçхине те хуçалăхне тĕрĕсле-тĕрĕсле тухать. Аçта та пулин йĕркесĕрлĕх курсан – майлаштарма е сиплеме тăрăшать. Аманнă курăка кам çĕклет пулĕ – Вăрхуç çĕклет, аманнă турат вырăнне кам сиплет пулĕ – Вăрхуç сиплет. Пур сиене вăл курать, пур сиплĕхе вăл тăвать.

Акă вăл вăрманпа пырать. Пĕр йывăç туратти ытларах вăрăмланса кайнă, ыттисене ÿсме кансĕрлет. Вăрхуç çав турат патне сĕткен çитмелле мар туса хăварать – йывăçăн ытлашши туратти хăй тĕллĕнех хăрса ÿкет.

Акă вăл йăмра патне çитсе тухать. Йăмра çинче курак йăви. Курак йăвинче шур чĕпĕ пур. Кун пек пулни курак чĕппишĕн сиенлĕ. Вăрхуç ăна хура им ĕçтерсе хăварать – курак чĕппин тĕкĕ хăй тĕллĕнех хуралма тытăнать.

Акă вăл кăмпа карти патне çитсе тухать. Кăмпасен çиплĕхне такам çĕмĕрсе хăварнă. Вăрхуç çав çиплĕхе майласа хăварать – çав вырăнта кăмпасем татах шăтса тухаççĕ.

Çапларах пурăнать Вăрхуç. Хăйĕн хуçалăхне вăл çивчĕ куçпа сăнаса тăрать, мĕнле те пулин йĕркесĕрлĕх тĕл пулсан – çийĕнчех пĕтерме тăрăшать. Çавăнпа та вăл хăйпе пĕрле яланах сăран хутаç çакса çÿрет. Çав асамлă хутаçра унăн кирлĕ пек имлĕхсем пурте пур.

Вăрхуç пĕр вăхăтрах пурне те курать, пурне те илтет, пурне те пĕлет, пур çĕре те çитме ĕлкĕрет. Ку вырăнта çухалать кăна – тепĕр çĕрте сиксе те тухать. Мĕн тăвасса хăй пĕлет.

Астунă пулăр: вăрмана кĕрес пулсан, лăпкăн çÿрĕр, усал ĕçсем ан тăвăр, унсăрăн Вăрхуç умĕнче айăпа кĕме пултарăр. Ун пек çынсене Вăрхуç нихăçан та каçармасть: е аташтарса ярать, е такăнтарса ÿкерет, е турат çине пырса тăрăнмалла та туса хурать.

Тата тепĕр хут тĕплесе калатăп: вăрмана кĕнĕ чух Вăрхуç çинчен нихçан та ан манăр!

 

ЙĂВАЧА

 

Авалхи ĕмерсенче аслă вăрман хĕрринче пĕр карчăкпа пĕр старик хуллен кăна кăштăртатса пурăннă. Çăва хирĕç çаксен çимелли пĕтсе çитет. Пĕр кун выçă лараççĕ, икĕ кун выçă лараççĕ, виççĕмĕш кун ирхине старик тÿссе тăраймасть – çимелли çинчен юмахлама тытăнать.

Карчăк, – тет вăл, – кĕлете тухса пăхаймăн-ши, мĕн те пулин тупаймăн-ши?

Карчăк кĕлете тухать. Ырçа тĕпне хур тĕкĕпе шăлкаласа пĕр ывăç пек çăнăх тупкалать. Çав çăнăхран чуста çăрать, çав чустаран унаса çавра кăна чăмăркка тăвать те çатма çине хурса пĕçерет. Чустаран тунă чăмăрккана Йăвача тесе ят парать. Пиçсе çитнĕ Йăвачине чÿрече çине сивĕнме хурать.

Çут тĕнче курма çуралнă Йăвачана чÿрече çинче йăваланса выртма шутсăр кичем пулса каять. Вара вăл урамалла йăкăлт! кăна сиксе анать. Ун-кун пăхкаласа илет те утма çул курать. Мĕн пулать те мĕн килет текелесе, утма çул йĕрĕпе ута парать малалла.

Утсан-утсан сĕм вăрмана çитсе тухать. Сĕм вăрмана кĕрес умĕн мăн калпаклă кÿпчек Кăмпапа паллашать. Кÿпчек ăна сĕм вăрманта сĕмсĕрсем пурри çинчен каласа парать.

Йăваш чунлă йăвача, сĕмсĕрсен çимĕçĕ пулас мар тесе, чееленме шут тытать. Çавăнтах вăл хыр вуллинчен юхакан сухăрпа сĕртĕнкелет те хыр йĕпписем çине выртса йăваланать. Вара чĕрĕ йĕплĕ чăмăркка пулса тăрать. Капла хăрушах мар, кун пек меслетпе сĕмсĕрсене хăйсене те аванах хăратмă пулать.

Йăвача вăрманалла кĕрсе каять. Утсан-утсан мулсăр Мулкачпа тĕл пулать.

Эй, йăвача, çиетĕп сана! – тет Мулкач.

Хырăму пит выçă пулсан, хыр йĕппине тутанса пăхсамччĕ, – тет йăвача, хăй çав хушăра мулсăр Мулкач тутинчен йĕпписемпе чак! кăна тăрăнтарать.

Мулкач çухăрса ярать те çунан муртан хăраса тарнă пекех тарса çухалать.

Йăвача малалла утать. Утсан-утсан типшĕм Тилле тĕл пулать.

Эй, йăвача, çиетĕп сана! –тет Тилĕ.

Тилĕ тусăм, хырăму пит выçă пулсан, хыр йĕппине тутанса пăхсамччĕ, – тет йăвача, хăй çав хушăра типшĕм Тилле сăмсинчен йĕпсемпе чак! кăна тăрăнтарать. Тилĕ çухăрса ярать те тир сĕвекен çумĕнчен тарнă пекех тарса çухалать.

Йăвача малалла утать. Утсан-утсан кавсăк Кашкăра тĕл пулать.

Эй, Йăвача, çиетĕп сана! – тет Кашкăр.

Кашкăр тусăм, хырăму пит выçă пулсан, хыр йĕппине тутанса пăхсамччĕ, – тет Йăвача, хăй çав хушăра Кашкăр сăмсинчен йĕпписемпе чак! кăна тăрăнтарать. Кашкăр çухăрса ярать те кашта урлă çакасран хăтăлса тарнă пек тарса пытанать.

Йăвача малалла утать. Утсан-утсан услап Упана тĕл пулать.

Эй, йăвача, çиетĕп сана! –тет Упа.

Упа тусăм, хырăму пит выçă пулсан, хыр йĕппине тутанса пăхсамччĕ, – тет йăвача, хăй çав яхăнта услап Упа сăмсинчен йĕпписемпе чак! кăна тăрăнтарать. Упа çухăрса ярать те усал аллинчен хăтăлса тарнă пек тарса çухалать.

Çапла майпа йăваш кăна Йăвача сĕм вăрманти сĕмсĕрсене пурне те хăратса тухать. Хайхи-майхи сĕмсĕрсем, Йăвачана курсанах, пăрăна-пăрăна иртме пикенеççĕ. Чееленме пĕлни йăваш чунлă Йăвачана вăрман кулли пуласран хăтарса хăварать.

Халь те пулин пурăнать çав йăваш чунлă Йăвача сĕм вăрман варринче. Анчах та вăл, карчăкпа старик шыраса тупасран, ялти ятне тахçанах улăштарнă, хăйне майлă хитре хушамат тупса янă. Яланах чĕрĕ йĕп пĕркенсе çÿренĕрен, Чĕрĕп тет вăл хăйне.

Чĕрĕп чĕрĕ йĕп тени пулать. Çакă тĕрĕсех те пулĕ.