Чĕрĕ ёлка

Галкин Александр Алексеевич
Чӑрӑш хыр касса хӑртмастпӑр
Ӗлкӑшӑн эпир текех.
Ҫутçанталӑка пӑсмастпӑр –
Хыр ӳсет картишӗнчех.

Курӑр-ха, епле илемлӗ
Капӑрлатрӑмӑр ӑна.
Пурте халь эпир телейлӗ.
Ҫӗнӗ çул, салам сана!