Чĕпсем

Азамат Светлана Васильевна

Çăмартана ватса тухнă

Кайăк-кĕшĕк чĕпписем

Сарă – сарă чечек пек,

Çемçе – кушак çăмĕ пек.

Пĕр-ик уйăх иртсе кайсан,

Шимп-шимп! тума пăрахсан –

Хуралаççĕ, шуралаççĕ,

Хĕрлĕ, симĕс тĕк хушаççě,

Тем пĕлсе чăпăрланаççě...