Чӑх-и е автан?

Кадкин Лев Кириллович

Пулнă тăнă шурă хăмпă
Кукша пуç чечек.
Лĕп çилпех саланĕ хăвăрт –
Çав тери черчен.
Мамăк хăмпăна тататăп:
Чăх-и е автан?
Пĕр вĕретĕп – салататăп,
Хăмпă çук та ман.
Татăлмасăр тăрса юлнă
Мамăк тĕпеке,
Çавăнпа та курăнать пуль
Вăл автан пекех.
Чăх пулать, енчен те хăмпă
Салансан йăлтах.
Тен, вĕрсе пăхатăн хăв та:
Чӑх-и е автан?