Чǎх чĕпписем

Растворцев Андрей Васильевич

Чăпар чăхăн пĕр пуслăх чĕп тухнă. Сап-сарă чĕрĕ чăмаккасем. Хальлĕхе вĕсем ним тума та пĕлмеççĕ-ха. Вĕсен пĕр ĕç кăна: пĕрмай амăш хыççăн тĕлли-паллисĕр чупасси те чарăна пĕлми шиплетесси. Чăххин вара – вĕсене çимелли тупма вĕрентесси. Вăл кил хушшинчи çĕре е çӳп-çап купине урипе чавать те унта ăман е хурт-кăпшанкă тупать. Вĕсемпе чĕпписене тăрантарать. Лешсем амăшĕ мĕн те пулин тупсан тӳрех ун патне чупса пыраççĕ те мĕн панине илсе тĕрлĕ еннелле саланаççĕ.

Анчах ăмансемпе хуртсем пурин валли те çитеймеççĕ, çавăнпа та маттуртарах чĕпписем хăйсем тĕллĕнех апат тупма хăтланаççĕ. Вĕсем пĕчĕк урисемпе çĕре амăшĕ пек чавкалаççĕ те, çимелли пек туйăнакан япаласене йăлтах хыпаççĕ. Анчах чĕпсен çăварĕсене пĕчĕк турпас татăкĕсемпе типĕ курăксем кăна лекеççĕ. Вĕсем кӳреннипе амăшĕ патне чупса каяççĕ те ăна хăйсен ĕçĕ тухманни çинчен калаççĕ.

Чăпар чăх вĕсене чăтăмлăн çине тăрсах вĕрентет. Анчах чĕпсен пурпĕр ĕç ăнмасть: тупăннă хурчĕсем те хăйсен йăвисене хăвăрт çеç кĕрсе пытанаççĕ. Çакă чĕпсене килĕшмест. Чăнах та, хурт-кăпшанкă вĕсен амăшĕнчен мĕншĕн ниçта та хăтăлаймасть-ха, вĕсенчен вара тӳрех трса пы-танать?

Тупсăмĕ ытлашши кăткăсах та мар иккен: кирек мĕнле ансат ăçе тума та вĕренмелле, хăнăхмалла. Вара йăлтах йĕркеллĕ пулать.