ЧĔКЕÇ ЙǍВИ

Азамат Светлана Васильевна

        Чăн пулни

                  1

Пĕчĕккĕ чухне каяттăм

Улăха та вăрмана.

Юмана - юман çинчен,

Çăкана - çăка çинчен,


Чечеке - чечек çинчен,

Юрă юрласа параттăм -

Чун саван тавралăха

Пĕчĕкçĕ парне тăваттăм.


Пуçăм çаврăнса каятчĕ,

Ĕмĕт - тÿпене туртатчĕ.

Кайăкăн вĕçес килетчĕ,

Кайăкăн юрлас килетчĕ.


Çулçăсем - шăпăртатса,

Чечексем - шăнкăртатса

Манпала пĕрле юрланăн

Илтĕнетчĕ хăлхара.


Сарă кайăк юррине,

Шăпчăк шăрантарнине

Ĕнтрĕкпе вăрман хĕрне

Тăнлама тухса тăраттăм:


«Шăнкăрч çунатне çапса

Ташша ярса такмаклать.

Вăрман кайăкĕ мĕн-ма-ши

Вăрттăн, пытанса юрлать?"


Шăпчăк çунатти çинче

Пÿрне çук-ши? Унсăрăн -

Шăхличе мĕнпе пусать-ха,

Еплерех шăхăрттарать-ха?


Сарă кайăк турат çинче

Саркаланса ларать-ши,

Селĕм сăвви-кĕввисенче

Мĕскер çинчен калать-ши?»


                   2


Пирĕн пÿрт çамки çинче

Пĕр чĕкеç çемйи пурнатчĕ,

Çулсерен йăва тăватчĕ,

Ик-виç чĕпĕ кăларатчĕ.


Çепăççĕн чĕвĕлтететчĕç

Тем çинчен пĕр-пĕринпе.

Тем пĕлсе пĕкĕлтететтĕм

Вĕсемпе мĕн çăвĕпе.


Пĕр çулхине кÿршĕ ачи,

Илле пиччен Кенати,

Вĕсене хытах хăратнă,

Чулпала персе шуйхатнă.


Пÿрт умĕнчи чие çырли

Пахчи урлă пере-пере

Йăвине тĕл тивеймен,

Çĕмĕрме ĕлкĕреймен.


Тарăхрăм, чулпах тĕллерĕм,

Çамкинчен тÿрех лектертĕм.

Чулĕ пысăках та марччĕ,

Лекрĕ те-ха, юн кăларчĕ.


Сиксе тухрĕç урама

Юна-юна ятлама

Марье инке - туяпа,

Илле пичче - пушăпа:


- Турттарса çатлаттарап -

Лайăхрах ыраттарап!

Шаплаттарнă! - çамкаран,

Куçĕ аманас пулсан?!.


Йĕрес мар, хÿтĕленес,

Ак çапларах евитлес:

- Чĕвĕл чĕкеç йăвине

Тĕкĕнме, тивме хушман.


Вут тухать тет ăнсăртран.

Ак пушар тухас пулсан?..

Мĕншĕн эсир ачуна

Çакăн çинчен каламан?


Юрать пирĕн чÿрече

Кантăкĕсем ванайман.

Чанкăртатса ÿкнĕ пулсан?

Атте-анне ĕçрен килсен

Хăвăрăн кантăксене

Панă пулăттăр пире.


Чĕкеçсем вĕçсе çÿрерĕç

Пирĕн çийĕн вĕркешсе,

Ǎнланаççĕ мар-ши терĕм

Кайăксем çын чĕлхине?..


Ах, шеллерĕм Генăна,

Ашшĕ-амăш хĕнесрен

Питĕ хытă хăраса

Ўле-ÿле макăрса,

Вăрăм кĕпе çаннипе

Сăмсине шăла-шăла

Вирхĕнтерчĕ çырмана.


Хĕл ларсан, чĕкеç йăви

Татăлса çĕре ÿксен,

Хăйĕн аллипе тытса

Курас килнĕ йăвана

Кайса патăм Генăна...


Çуркунне çитсен чĕкеç

Пÿрт умне мар, пÿрт хыçне

Турĕ хăйĕн йăвине.

Çав тери савăннипе

Сивĕнменшĕн тав туса

Ывăс çине хурса патăм

Тулă кĕрпи, вир кĕрпи,

Вĕçсе ан та, лар та çи...

Çук, чĕкеç çĕре лармарĕ,

Хăналас тени пулмарĕ.


                   3


Ĕмĕтпе çунатланса

Чăн та, тĕлĕкре вĕçеттĕм.

Талпăнса чупса каяттăм,

Алсене сарса ярса

Авăсаттам-авăсаттам...


Çĕкленеттĕм-çĕкленеттĕм

Пĕлĕтпе тĕл пуличчен,

Тĕлĕнеттĕм-тĕлĕнеттĕм

Пĕлĕтпе туслашнинчен...


Кайăк хăйĕн чĕппине

Вĕçтерме вĕрентнĕ евĕр,

Шур çунатлă çăмăл пĕлĕт

Çуммăн ярăнса пыратчĕ.

Уçăлатчĕç тинĕссем,

Чул тусем, юхан шывсем,

Пуш хирсем, çеçен хирсем...


Пысăклантăм, çитсе куртăм,

Куçа-куçăн сывлăх сунтăм

Тĕлĕкре тĕлленнине:

Аякри çĕршывсене,

Шукăль çурт-керменсене,

Ял-хула çыннисене -

Çĕр-аннемĕр илемне...