ЧĔКЕÇ

Иванов Константин Васильевич

Чĕкеç, чĕкеç, чĕкеçĕ,

Пĕртте канма пĕлмерĕ:

Кунĕпе вĕçсе çÿрерĕ,

Улăм пĕрчи пуçтарчĕ,

Тăмне шăлса çыпăçтарчĕ,

Хăйне йăва çавăрчĕ,

Çăмарта тума тытăнчĕ,

Çăмартасем турĕ те

Йăви çинчен анмасть те —

Чĕп тухасса кĕтет вăл.

Акă, чĕпĕ кăларчĕ.

Чĕпписем чăйăлтатаççĕ,

Çиме апат ыйтаççĕ.

Чĕкеç, чĕкеç, чĕкеçĕ,

Кунĕпе вĕçсе çÿрет вăл,

Пĕртте канма пĕлмест вă

Шăна-пăван пуçтарать,

Чĕпписене тăрантать.