АВТАН

      Пирĕн пĕр пысăк хĕрлĕ автан пур. Вăл тăр кăнтăрла урапа çине хăпарать те: «Кики-рик-ку!» – тесе авăтать. Сасси аван, хӳри илемлĕ, авăна-авăна тăрать. Кикирикки пысăк, тĕклĕ ураллă, качи вăрăм.
      Сирĕн автан çапла-и?