АВТАН ТУС, ПУÇНА АН УС

Ижендей Николай Петрович

Сарă Чăх сарай çунатти айĕнче ăшă йăвара пĕр хускалмасăр ларать. Ĕнтĕ паянхипе миçемĕш талăк шыв ĕçме те, пĕрчĕ сăхма та анмасть. Вăл шухăшлать. Шухăшлать-шухăшлать те кирлĕ шухăш – чунне лăплантараканни – тупăнман пирки çак хаяр тĕнчене курас мар тесе куçне хупать. Хăйĕн ĕç-хĕлне хак пама хăтланать. Вăл шут ĕçне тăрăшса турĕ пулсан та тарьюхтарсен пурнăçĕ çăмăлланмарĕ. Апла унăн пĕтĕм ĕçĕ – харам. Сарă Чăх хăйĕнчен хăй вăтаннипе пуçне çуначĕ айне чикет – юлашки вăхăтра пулса иртнĕ ĕçсем куç умне шуса тухаççĕ.

Пĕррехинче унăн пысăк инкек пулнăччĕ: мăйĕнчи çичĕ йăлтăркка мерчен шăрçаран пĕри ӳксе çухалнăччĕ. Автан самантрах таса тивĕçне пурнăçларĕ: çухалнă шăрçана улăм ăшĕнчен шыраса тупрĕ те ăна чыслăн тавăрса пачĕ. Халĕ çавăн пек маттур йĕрке хуралçи урам сарлакăш кӳлле шыраса тупаймасть. Кунта темĕнле вăрттăнлăх пурах. Мĕнпе пулăшмалла-ши мăшăрне?

Тепрехинче Чуманккапа пăтăрмахлă ĕç пулса иртрĕ. Ĕç лаши çурхи ака ĕçĕсене вĕçлесе килчĕ. Кĕлет хуçи Сарă Чăх ăна савăнăçлăн кĕтсе илчĕ. Епле савăнмăн-ха, ĕçчен лаша ĕçе вăхăтра тунăран Тарьюхтар ялĕнче пурăнакансем çулталăкĕпех кăпăшка та техĕмлĕ çӳхӳ е кулачă, кĕлентĕр е пӳремеч – мĕн кăмăла каять, çавна çисе пурăнĕç. Анчах таçтан çил хăвалакан Йытă тупăнса килчĕ.

– Хам-хам! Суха турăм хам! – терĕ Йытă Чуманкка еннелле аякранах çилĕллĕн шăл йĕрсе. Юрать йĕрке хуралçи Автан вăхăтра çитрĕ, вăл çилхăвана намăслантарчĕ, тăрă шыв çине кăларчĕ. Ку çеç те мар, Автан:

– Ĕçчен Чуманкка чапĕ тĕнче хĕррине çитме тивĕç, – терĕ. Анчах Чуманккан чапланас шухăш-и?

– Мана нимĕнле чап та – тĕнче хĕрринчи те, Çавра кӳлĕ таврашĕнчи те – кирлĕ мар. Тăраниччен ĕçмелĕх тăрă шыв çеç кирлĕ. Тата... вунă çул ĕçленĕшĕн тивекен шалупа ăшă çурт лартма май килсен тем пекехчĕ... – çапла каларĕ ĕç лаши çурма сасăпа. Çапах та ун сасси пурне те шарт сиктерчĕ.

– Намăс пире, намăс! – кускаларĕ Сарă Чăх. – Вунă çул хушши пуринчен те тимлĕрех, тăрашуллăрах ĕçленĕшĕн Чуманккан çил хапхаллă картара мар, чаплă керменте пурăнмалла. Унăн шăршлă шыв мар, шерпет ĕçсе рехетленмелле.

Йĕрке хуралçи Автан ку йĕркесĕрлĕхе пĕтерме хушрĕ: 

– Укçа-тенкĕ çитеймесен шалу шучĕпе тырă шутласа памалла, – терĕ. Сарă Чăх кĕттермерĕ.

– Эпĕ халех. Пĕлтĕрхи тырă та кĕлетре çителĕклех-ха, – тесе хушнине пурнăçлама пуçларĕ. Чуманкка умне кăшăла тĕштырă купаланма тытăнчĕ. Шут ăсти ĕçлет, ĕç лашипе калаçать: – Хĕле кĕриччен ăшă çурт кĕрлеттерсе ларт-ха пĕрре. Вăт ку аван пулать. – Акă Сарă Чăх хăй ĕçне вĕçлерĕ. – Пулчĕ, – терĕ вăл юлашки пĕрче илсе хурса. – Ку тулла авăртса çӳхӳ пĕçерсен пĕр пӳртлĕх вăрман туянма пулать. Урай сарма, калай витме çитеймест-ха. Хамăн тырра кивçен парăп...

– Кивçен илсен тавăрса парасси. Эх, часрах мĕн пур мулăмпа вăрман туянас та çурт çавăрас. Çине хам çиес улăма та витме пулĕ. Урай çуккишĕн те аптăрамăттăм – юрпа çумăр кăна ан кĕтĕр, – ĕмĕтленчĕ Чуманкка.

Сарă Чăхпа Чуманкка кăмăллăн калаçса ĕç лашине тивĕçекен тырра урапа çине тиеме пуçланăччĕ. Çав вăхăтра вĕсем патне пуçлăх тайкаланса килни курăнчĕ. Мĕн тăвăн, пуçлăха тĕл пулсан пуç таймах тивет. Йĕрки çапла.

Мĕн ĕçлетĕр? – ыйтрĕ пуçлăх пуç таякансем çине çӳлтен пăхса. Сарă Чăх евĕклĕн калаçрĕ:

– Кăçал та сивĕ хĕл килет пуль терĕмĕр. Çавăнпа Чуманкка çил картаран тухасшăн, ăшă çурт çавăрасшăн. Çурт тăвасси çатан авасси мар. Ана пĕчĕккĕн тума тытăнмасанĕç лашин каллех шартлама сивĕре хытăркамалла пулать. Вăт çавăнпа ăна шалу шутласа патăм.

– Аван, – терĕ Хушсалар мăйне ыйту палли пек авса хурса. Пуçлăхăн çак хусканăвĕ темĕн ырă марра систерчĕ. – Сарă Чăх, эпĕ сана канма ярас тетĕп, – тепĕр хут çăвар уçса каларĕ Хушсалар. Унăн кукăр мăйĕ тӳрленчĕ, сăмси каçăрăлчĕ.