Автан

Растворцев Андрей Васильевич

Пĕлетĕп эпĕ пит аван:

Кил хушшинче асли – автан.

Ирех пурне те вăратать,

Кирлех пулсассăн – хăратать.

 

Салтак пек çут çи-пуçпалан

Утса çӳренĕ чух автан

Унтан Барбос та шикленет,

Хăй йăвине тарса кĕрет.

 

Тарать кушак та автанран,

Хăрать хăлат та автанран.

Кил хушшинчи çак патшаран.

Аппа та пăрăнать ялан.