Авалхи туссем

Ыдарай (Васильев) Николай Васильевич

    

ТУПМАЛЛИ

 

Автан

Сарă чăх

Чăх чĕпписем

Хурсем

Хур чĕпписем

Кăвакал

Кăвакал чĕппи

Кăркка

Пирĕн кушак

Йытă

Ула йытă

Лаша

Ĕне

Вăкăр

Качака

Сурăхсем

Такасем

Путек

Сысна

Тихасем

Анчăкпа тилĕ

Хураçка

Ĕнепе така

 

АВТАН

 

Автан, вăхăт пĕлтерсе,

Сасă парать:

Ки-ки-рук!

Хĕвел тухсан хĕрелсе,

Паппа туни илем çук!

 

САРĂ ЧĂХ

 

Сарайĕнчи сарă чăх

Саркаланса какалать.

Какаласа сарă чăх

Кил хуçине мĕн калать?

 

Кил хуçи, – тет, – пул ырă,

Пĕрчĕ пултăр çăварта,

Пушă пулсан вар-хырăм

Тăваймастăп çăмарта!

 

ЧĂХ ЧĔППИСЕМ

 

Чăх чĕпписем кунĕпе

Шимпи-шимпи тăваççĕ,

Хăйсен çепĕç чĕлхипе

Çиме апат ыйтаççĕ.

 

Шимпи-шимпи чĕпсене

Хĕрхенетĕп чĕререн:

Ĕçме-çиме вĕсене

Хам паратăп ирсерен.

 

ХУРСЕМ

 

Хур тăвас мар хурсене –

Хур тунине пĕлет хур:

Хур тусассăн хăйсене

Хурсен сăхас йăли пур.

 

ХУР ЧĔППИСЕМ

 

Хур чĕпписем урамра

Курăк пуçне сăхаççĕ.

Ашшĕ-амăш хуралта

Ялан сыхă тăраççĕ.

 

Эп каларăм: «Ман енне

Мăйна ан тăс, шурă хур:

Чĕппÿсенчен пĕрине

Тытса пăхас кăмăл пур».

 

Хур каларĕ кулăшла,

Вырăслапа хутăшла:

«Ка-ка-ка, ка-ка-как,

Юрамасть тытма никак!»

 

Сехри хăпнă, мăнтарăн,

Сар чĕппине тытасран!

Эп çывăха пымарăм –

Пăхса тăтăм катаран.

 

КĂВАКАЛ

 

Нарти-нарти Кăвакал,

Сана валли мĕн сахал?

Çамрăк хуçа пит кахал –

Картишĕнче шыв сахал!

 

Нарти-нарти Кăвакал,

Кил хушшинче шыв сахал.

Кахал мар та сан хуçу –

Чавса кÿлĕ тума çук!

 

КĂВАКАЛ ЧĔППИ

 

Шывра ишет сар çăмха –

Сÿтĕлмест çиппи.

Çăмха мар вăл, чимĕр-ха,

Кăвакал чĕппи!

 

КĂРККА

 

Кăркка тус, Кăркка тус,

Капăр туму миçе пус?

 

Кăркка мăйне тăсрĕ те:

Кăлтăр-кăлтăр-кăлтăр! – тет

 

Те вăл манпа калаçать,

Те хăй тĕллĕн ятлаçать.

 

ПИРĔН КУШАК

 

Пирĕн килти кушакăн

Хура пустав пиншакĕ,

Сарă тиртен кĕрĕкĕ,

Кăвак пурçăн çĕлĕкĕ,

Мăйĕ тавра мăй çыххи,

Пилĕкĕнче пиçиххи,

Пиçиххийĕ çыруллă –

Хăй вара пит хăюллă.

Кăнтăрла та, каçпа та

Шавах çÿрет сунарта:

Вĕт кайăка хăратать,

Шăшисене тустарать.

 

ЙЫТĂ

 

Каласа парсамччĕ, Йытă,

Ма вĕретĕн питĕ хытă?

 

Хăрататăп кашкăра!

 

Каласа парсамччĕ, Йытă,

Ма чĕтретĕн питĕ хытă?

 

Хам хăратăп кашкăртан.

 

УЛА ЙЫТĂ

 

Ула йытă: «Хам! – терĕ. –

Манпа вылять кам?» – терĕ.

Выляма тус çуккипе

Выляс терĕ хÿрипе.

 

Акă ĕнтĕ, кур ĕнтĕ,

Йытă вăййи çак ĕнтĕ:

Вăйран кайса кунĕпе

Вылять хăйĕн хÿрипе.

 

ЛАША

 

Ак халь мĕнле тамаша:

Ака тумасть тур лаша.

Уншăн халĕ ку ĕç ют,

Ун вырăнне – хурçă ут.

 

ĔНЕ

 

Тĕлĕнмелле ĕнерен:

Ĕне кавлет вĕçĕмрен.

Кавленĕрен вĕçĕмрен

Сĕтне парать кунсерен.

 

Ĕне сĕчĕ шурăскер,

Калама çук сиплĕскер,

Калама çук тутлăскер,

Пире çиме кирлĕскер.

 

Ĕне сĕтне çиекен

Пархатарлă пулмалла:

Сĕт паракан ĕнене

Куллен апат памалла.

 

ВĂКĂР

 

Пирĕн ялăн ферма пур,

Унта хĕрлĕ вăкăр пур.

Хĕрлĕ вăкăр мĕкĕрет:

Çывăха ан килĕр! – тет.

 

Хĕрлĕ вăкăр, питех те

Хăрататăн халь мана, –

Кăштах ÿссе çитĕп те

Хам хăратăп-ха сана!

 

КАЧАКА

 

Качăр-качăр Качака,

Ан çÿре пит аякка,

Ан кĕр ешĕл пахчана,

Ан тарăхтар эс мана!

 

Качăр-качăр Качака,

Çÿрес пулсан аякка,

Кĕрес пулсан пахчана –

Вĕренлетĕп эп сана!

 

СУРĂХСЕМ

 

Шурă-шурă пĕлĕтсем

Карталанса иртеççĕ –

Шур пĕлĕт пек сурăхсем

Çаранлăхра çÿреççĕ.

 

Мĕтĕрккесем кĕтÿре

Çаран ути çиеççĕ,

Çаран ути çинĕрен

Самăрланса ÿсеççĕ.

 

Эй, сурăхсем, сурăхсем,

Вăрăм çăмлă ÿсĕрех,

Алсасемпе чăлхасем

Пире кирлĕ сивĕре!

 

ТАКАСЕМ

 

Кăтра пуçлă такасен

Урисенче такансем.

Такан сырсан урана

Утма лайăх урамра.

 

Утма лайăх урамра,

Утма лайăх улăхра, –

Çавăнпа та такасен

Урисенче такансем.

ПУТЕК

 

Мĕтĕр-мĕтĕр путекĕн

Шав кĕçĕтет тĕпекĕ:

Пуç тĕпекне хăйрам-ха –

Тухать пулĕ мăйрака!

 

СЫСНА

 

Сысна йăли темерĕн,

Нăйкăшать пĕр вĕçĕмрен:

 – Нăрăх-нăрăх! Чирлерĕм

Апат çиес килнĕрен!..

 

Сысна, выçă пулсассăн,

Пултарать çав чирлеме, –

Апат тулăх пулсассăн

Часах пуçлать чĕрĕлме.

 

ТИХАСЕМ

 

Тихана курсан Тиха

Калама çук хĕпĕртет:

Тусăм, иккĕн атя-ха

Ăмăртмалла чупар, – тет.

 

Тиха вăййи – чупасси,

Тиха чупса çитĕнет.

Лайăх лаша пуласси

Тихаранах пĕлĕнет.

 

АНЧĂКПА ТИЛĔ

 

Тилĕ:

 

Хура йытă, ан вĕр эс,

Хуçа хутне ан кĕр эс,

Маншăн ан пул начар эс,

Хурах пусма ан чар эс.

 

Анчăк:

 

Хам ĕçе хам пĕлетĕп,

Пĕр хушă та манмастăп:

Юта курсан вĕретĕп –

Хурах пусма памастăп!

 

ХУРАÇКА

 

Эй, Хураçка, Хураçка,

Эс ытла та хура-çке?

 

Çĕрле хурал тăнă чух

Хура тумăм питĕ чух!

 

ĔНЕПЕ ТАКА

 

Така ыйтать Ĕнерен:

Ĕне, мĕскер ĕнĕрлен?

 

Ĕне калать Такана:

Умра пушă такана!..