Авӑтайман автан. Тĕрленчĕк

Карягина (Степанова) Марина Фёдоровна

Альтук аппасен Автанĕ апат анманнипе аптӑранӑ. Аран-аран авӑтнӑ – ах, анчах! Алхас Анчӑк Автана анратмаллипех анратнӑ. Айван! Айван анчах-и – апшур! Апата авӑртать анчах. Альтук аппа анкартинче аппаланать, Автан авӑтаймасӑр асапланать, Анчӑк Автана асӑрхамасӑр аш авӑрать. Айкашать анчах Анчӑк, Автанӑн ав апат анмасть. Ах, артак-ҫке, ах, ачашлаҫҫĕ-ҫке Анчӑка. Ашапатман! Ашак!

(Апчху! астумасӑр апчухлататъ Альтук аппа.)

Ам-ам-ам!

Автан алки – авӑнчӑк,

Алкум алӑкĕ амантнӑ.

Алӑк айӑплӑ-и, алки-и?

Ам! Автанах айӑплӑ: Асӑрханман, апӑрша! –

ашкӑнса амлатнӑ Анчӑк.

Аванмарланнӑ Автан. Алки аманни – амантнӑрин, авӑтайманни - ай-тур-тур... Ах, алки авӑнчӑкчĕ, атти аванччĕ, аҫамĕ аркӑ-аркӑллӑччĕ...

Автан асӑрхаман, Айташ Акӑш аннӑ-мĕн ампар айне, аллинче – азбука.

А к ӑ ш (алхапӑллӑн). Автан, акӑ азбука. Асӑнмалӑх Айташ Акӑшран. Азбукӑра – алфавит.

А в т а н. Алфавит? Азбука? Акӑш акамӑм, апат анмасть-ҫке... Азбука апат-им аптӑранӑскершĕн? Авӑтаймастӑп.

А к ӑ ш. Асӑрха-ха, Автанӑм, азбукӑра акӑ а-пель-син, а-лыча, а-рахис, а-нис, а-рпус...

А в т а н. Арахис? Арпус?

Астивесчĕ Автанӑн! Аппетичĕ – арӑсланӑннилле! Аван! Акӑ алфавичĕ. Ансат-и? Ансат-иҫ! А! А! Автан анасласшӑнччĕ ахӑр, анасланмарĕ – авӑтӑнчĕ! Ак ача!

– А-а-а-а! – авӑтрĕ Автан. Азбука-тӑк азбука! Алфавит-тӑк алфавит!