АТЬӐР ТУХАР, ТАНТӐШСЕМ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Атьăр тухар, тантăшсем
Пурте аслă урама!
Лартар симĕс йывăçсем:
Хурăн, йăмра, хурама…

Пирĕн ешĕл йывăçсем:
Ӳсчĕр хăвăрт кашласа.
Вĕсем çинче кайăксем
Ларччӑр юрă юрласа.

Пирĕн аслă урамсем
Капăрланччăр çулсерен.
Çавăнпа та, ачасем,
Тăрăшăр-ха кунсерен.

Атьăр тухар, тантăшсем
Пурте аслă урама.
Лартар симĕс йывăçсем:
Хурăн, йăмра, хурама.