Атăлпа Сĕвĕмĕр хушшинче

Алга Александр Егорович

 

                      * * *

Атăлпала Сĕвемĕр хушшинче

Хитре иккен хир ешĕл вăхăтра!

Шупка çуралнă шуçăм питĕнче

Тăван тавралăх курăнать кăтра.

 

Вара вăраххăн вăранать вăрман,

Çырма шăнкăртатать сĕм варпалан,

Çил каччисем çитсе хускатнăран

Тек çӳçенсе илет çинçе палан.

 

Ак тин хĕвел! Ĕçчен тухать ĕçе.

Саламласа-шим авăтать куккук,

Тăри юрлать, умран чĕкеç вĕçет –

Ĕнтĕ ниçта та чунсăр вырăн çук.

 

Кун шăрăх пултăр, çамрăк чун – вĕри.

Пĕр Пурнăç хăватне ĕç парăнать.

Çанталăк, Çын, Çĕршыв пĕрне-пĕри

Мухтав юрри юрланăн туйăнать.

 

Илсем, сăввăм, çанталăк хăватне,

Çĕр сĕткенне, этем чун-хавалне,

Вара вĕçсемччĕ тăвансем патне патне –

Атăлпа Сĕвĕмĕр тăрăхне.