Аслашшĕпе асламăшĕ патĕнче

Луч Григорий Васильевич

    

Астăвать-ха Вася: Атăл хĕрринче, юхăнса çершĕнне пристаньте, халăх хĕвĕшет. Шăтăк-шатăк çивиттиллĕ лупас айĕнче хĕвелтен пытанма çеç мар, ларса тăма та вырăн çитмест. Ăçта ан пăх, унта — чухăн тумлă çынсем, вĕсен хатĕр-хĕтĕрĕсем... Янкăр тăрă тÿпери хĕрÿ хĕвел пĕр шелсĕррĕн хĕртет. Çу пуçланнăранпах çумăр çук: çĕр типсе çуркаланнă, ÿсентăран сарăхнă...

Ачисене ертнĕ Иван Степановичпа Екатерина Семеновна, тулли кутамккисене Будайкăран пристане çити çĕклесе пырса, лачкам тарларĕç. Иван Степанович ывăннине палăртмарĕ, Екатерина Семеновнăпа ачасем Атăл хĕррине çитиччен самай пашкакан пулчĕç. Мĕн тăвăн, вăй çитнĕ таран пурте ăна-кăна йăтнă-çке-ха.

Ак çакăнта чарăнăпăр,— терĕ Иван Степанович, аллиичи çыххипе кутамккине пĕрене купин сулхăнне вырнаçтарса. Ăна кура ыттисем те тулли çыххисемпе кутамккисене, хутаçĕсемпе карçинккисене ашшĕ кăтартнă çĕре хума тытăнчĕç. Иван Степанович, арăмне çак пĕрене купи патĕнчех кĕтсе ларма хушса, пристане утрĕ. Арăмĕ, ывăннăскер, пĕрене çине лăк ларса, тарланă пит-куçне шăлса тасатма, çÿçне тирпейлеме пуçăнчĕ. Хутаçсемпе кутамккасенчен хăтăлнă ачасем ывăнннне самантрах манчĕç. Вĕсем, сиккелесе-çуйхашса, ашшĕ хыççăн пристань патнелле чупрĕç. Анчах ашшĕ вĕсене çийĕнчех каялла хăваласа ячĕ: шыв хĕрринче асăрхануллă пулма, амăшĕ çывăхĕнчех çÿреме хушрĕ.

Пристань çывăхĕнче пасар пекки те пур-мĕн. Саваламан хăмасенчен майлаштарнă вăрăм сĕтелсем çинче тĕрлĕрен апат-çимĕç тем чухлех. Кунта пуянсем херсе кайсах сутă тăваççĕ. Хакĕ вара — пырса ан çулăх!

Ачасем, ашшĕ ун-кун çÿреме чарчĕ пулин те, чи малтан çавăнта çитрĕç, сĕлекисене лăнкăрт-лăнкăрт çăтса, рет хĕррипе чĕмсĕррĕн пăхса тухрĕç. Анчах сутуçăсем ытла та кăмăлсăррăн пăхнине пула вĕсем унта нумай тытăнса тăмарĕç, шăнкăртатса юхакан çăлкуç еннелле çул тытрĕç. Килте чылайранпа тутлăхлă апат çимен ĕнтĕ ачасем. Анчах пасарти апат-çимĕçе туянма вĕсен пĕр пус та çук. Валакри шыва вара укçасăрах ĕçме пулать.

Будайкăра Чапаевсен килйышĕ çеç-и, пурте выçăллă-тутăллă пурăнаççĕ. Икĕ çул умлă-хыçлă типĕ çанталăк тăнă пирки çĕр çыннин пурнăçĕ хĕсĕнсех çитрĕ. Чухăнлăхпа выçлăх нуши кашни килте тенĕ пекех хуçаланать. Çынсем çăкăр вырăнне çĕрулми çеç çиеççĕ. Вăл та пулин пурин те çук. Вăйпитти арçынсем çемьене тăрантарса усрамалăх укçа тупас ĕмĕтпе, çĕр ĕçне пăрахса, тахçанах аякка тухса кайнă. Акă Будайкăри вăтăр килтен пĕринче те вăйпитти арçын юлман.

Иван Степанович, Атăл тăрăх анаталла кайнăскер, темиçе кун каярах çеç-ха килне таврăннăччĕ. Йышлă çемье (ачисем кăна тăххăрăн!) валли вăл кучченеçсĕр пуçне нимĕнех те илсе килейменччĕ. Екатерина Семеновнăна, кăштах ĕçлесе тупнă укçине кăтартса, çапла çеç каларĕ: «Кĕтерин,— терĕ шухăшлăн,— çĕнĕ çĕре куçса кайма тивет пуль, унсăрăн нушаран хăтăлассăн туйăнмасть...»

Арăмĕ, упăшки çинелле пăхса, хаш сывласа илчĕ те кулянчăк йăваш сасăпа: «Нуши вăл пирĕнтен юлмасть пуль, хыçранах хăвалать пуль...»— терĕ. «Ан кулян,— йăпатрĕ ăна упăшки,— пурпĕр хальхинчен начартарах пурăнмăпăр. Вăй-халăм пур чухне выçă лартмăп...»

Екатерина Семеновна, упăшкин кăмăлĕнчен иртме çуккине туйса, инçе çула пуçтарăнма тытăнчĕ. Тăван килтен уйрăличченех куçĕ типме пĕлмерĕ унăн. Вăл, пÿртрен туха-туха, упăшкипе ачисенчен вăрттăн хурланса йĕчĕ, кÿршĕ хĕрарăмĕсемпе сывпуллашнă чухне вара тÿссе тăраймарё — ÿлесех макăрчĕ.

Ачисем вăл макăрнине шăпăрт итлесе тăчĕç. Çĕнĕ вырăн пирки нимĕн те пĕлменскерсем, мĕн каласа лăплантарма пултарччăр-ха амăшне?

Ачасем, чăн та, пристань таврашĕнче нумай çÿремерĕç, амăшĕ патне таврăнчĕç. Вĕсене курсан, пĕрене çинче тарăн шухăша путса ларакан Екатерина Семеновна, пуçне вăйсăррăн çĕклесе, йăл куланçи пулчĕ. Лешсем самантрах юратнă амăшне сырăнчĕç.

Иван Степанович нумай кĕттермерĕ. Авă вăл, пристаньре хĕвĕшекен çынсене тĕреклĕ аллипе сирсе, халăх хушшинчен утса тухрĕ. Çăра çÿçлĕ те кĕреçе сухаллăскер, тапчам та сарлака хул-çурăмлăскер, пĕвĕпе ытла çÿллĕ мар пулин те, юмахри Улăп паттăр пек туйăнчĕ вăл. Паçăр унăн сăнĕ тĕксĕм те шухăшлăн курăнатчĕ, халĕ ав йăл-йăл çиçсе тăрать. Ачасем асăрхарĕç те çакна — тÿрех ашшĕне хирĕç чупрĕç.

Пăрахут кĕçех çитмелле,— пĕлтерчĕ вăл  Екатерина Семеновнăна.— Ĕнтĕ каятпăр. Телей пур-ха пирĕн...

Тем çав, тем...—ассăн сывларĕ Екатерина Семеновна. Ачасем, ашшĕн хыпарне илтсен, савăнсах кайрĕç: шавлама, сиккелеме тытăнчĕç. Çĕнĕ çĕр илĕртет-çке-ха. Ашшĕ каланă тăрăх, унта, вăй хурса ĕçлесен, тулă кулачи  те çиме пулать-мĕн!..

Анчах кĕç çитмелли пăрахут часах килмерĕ. Атăл хĕрринче чылайччен ăшша пиçсе ларма тиврĕ. Хĕвел анăçалла сулăнчĕ, вĕри сывлăш пурпĕр тамалмарĕ. Ачасем пĕр-икĕ хут шыва кĕрсе уçăлчĕç. Ашшĕпе амăшĕ çав-çавах шăрăха тÿссе лараççĕ-ха, темĕн калаçаççĕ.

 - Пĕртте каяс килмест тăван вырăнтан,— тет арăмĕ.— Ырри пулассăн туйăнмасть...

 - Мĕн тăвас-ха, Кĕтерин, мĕн тăвас?— куçĕнчен  ыйтуллăн пăхать упăшки.— Кунта та пире ырри кĕтмест-çке. Ав, мĕн чухлĕ хресчен Çĕпĕре куçать... Самани çапла, пурнăçĕ çавнашкал. Нуша пурне те аякка «телей шырама» хăвалать.

 - Тен, эп çуралса ÿснĕ яла куçмаллаччĕ? Вăл аякра мар,— ыйтуллăн пăхрĕ упăшки çине Екатерина Семеновна.

 - Ыйткаласа çÿреме-и?— кăмăлсăрланчĕ Иван  Степанович.— Куç-пуç сывă чух, вăй пур чух ĕçлесех тăранасчĕ-ха. Ачасене те кĕлмĕçе кăларас марччĕ.

- Тем çав, тем...

 - Авă, кур-ха, Вася мĕнлерех правур, ăстай, хытанка пулин те, ал-ури çирĕп. Ăна платнике вĕрентетĕп...

 - Ачисем пĕри те хамăртан иртмеççĕ-ха, итлеççĕ, хура ĕçпе пиçĕхеççĕ, анчах...

 - Мĕн анчаххи унта?! Ан кулян эсĕ, Кĕтерин, пуç сывă пулсан, алă ĕçе тиркемесен, çын вилмест...

Упăшкин сăмахне пăрахут вăрăммăн кăшкăртни хупларĕ. Шыв хĕрринчи ачасем, аллисене сула-сула: «Килет! Килет!»—тесе кăшкăраша пуçларĕç. Ашшĕпе амăшĕ вĕсене хăйсем патне чĕнсе илчĕç.

Пристаньри халăх хĕвĕшме тытăнчĕ. Тĕркĕшÿ, тавлашу, кÿрентерÿ — тем те пур. Мăн çынсене ача ăсĕ кĕчĕ тейĕн — нихăшĕ те йĕркене пăхăнмасть. Кашниех пăрахут çнне маларах ларасшăн тĕркĕшет.

—  Манран пĕр шит те ан юлăр!— асăрхаттарчĕ Иван Степанович хăйĕн çемйине, савăл çапса хĕснĕ пек тăракан çынсем хушшипе малалла хирĕнсе.

Аран-аран хĕсĕнсе кĕчĕç вĕсем пăрахут çине. Унта та пулин çÿле, уçă вырăна мар, тĕпсакайне тенĕ пек, аяла, хĕвел çути лекмен çĕре, вырнаçма тиврĕ. Кунта çынсем урайĕнчех лараççĕ иккен, хăшĕ-пĕри миххисем çумне таяннă та харлаттарсах çывăрать. Сăмсана тăкăскă шăршă хуплать.

Иван Степанович ун-кун  пăхкаларĕ те, пушă вырăн çуккине кура, сентре çине тăсăлса выртнă ÿсĕр арçын патне пычĕ:

—  Тăрса лар-ха, курмастăн-им, ачасем...— теме кăна ĕлкĕрчĕ, лешĕ, ĕнĕрешсе выртаканскер, урчĕ кайрĕ, тÿрех киревсĕр сăмахсемпе ятлаçа пуçларĕ.

Иван Степанович тек чăтса тăраймарĕ, ÿсĕр çынна пиншак çухинчен ярса тытса çĕклерĕ те çĕре антарса тăратрĕ. Лешĕ, енчен енне сулăнса, аллипе хăмсарма хăтланчĕ, анчах патвар арçынна курсан, урăх чĕрре кĕме шутламарĕ, темĕн мăкăртатса, картлашкапа çÿлелле хăпарса кайрĕ.

—  Вырнаçăр,— çилли иртменнипе хыттăнах хушрĕ Иван Степанович.

Пристаньре пĕчĕк чан сасси илтĕнчĕ. Пăрахут, чунĕ хурланнă евĕр ÿлесе, вырăнтан хускалчĕ. «Сывă юл, тăван вырăн»,— пăшăлтатрĕ Екатерина Семеновна.

  1. Сывпуллашма, тен, çÿлеуçă вырăна хăпаратăн?— арăмĕн хурлă кăмăлне çĕклесшĕн пулчĕ Иван Степанович.

  2. Çук ĕнтĕ, сывпуллашрăм, çитĕ,— терĕ арăмĕ йăвашшăн.— Ачасене илсе хăпар.

  3. Атьăр, атьăр!— хавхаланчĕ Вася.

Атăл шывĕ çийĕн тимĕр шапа пек мёшĕлтетсе ишекен пăрахут карлăкĕнчен чавсаланса, Чапаевсем мĕн каç пуличченех çыраналла пăхса пычĕç. Пирвайхи хут пăрахутпа çула тухнă ачасем малтанлăха савăннăччĕ, ашшĕ каланă хайхи «тулă кулачиллĕ салана» çитиех çыраналла пăхса пыма ĕмĕтленнĕччĕ. Анчах пăрахутри лару-тăру вĕсене иккĕмĕш куннех йăлăхтарчĕ.

Миçе кун, миçе каç иртрĕ — ăна нихăшĕ те шутламарĕ. Пĕр ирхине пăрахут хĕвелпе пĕрлех Балаково пристанне çитсе чарăнчĕ. Ашшĕ хаваслантарнипе вăраннă ачасем çийĕнчех хăйсен кутамккисене ярса тытрĕç.

Анчах «тулă кулачиллĕ сала» Чапаевсене ăшшăнах кĕтсе илмерĕ. Малтанлăха вĕсен çемйи Будайкăринчен те япăхрах çурта вырнаçрĕ. Ашшĕпе ачисене ĕç тупма çăмăл пулмарĕ, мĕншĕн тесен Балаковăна пур енчен те халăх пырса тулнă-мĕн — выçлăхран тарса хăтăлас шутпа, ĕç шырама килнĕ.

Балаково пристанĕ — паллă пристань. Вăл Атăлăн сулахай çыранĕнче ларать, çавăнпа ун патне вăрман е тырă турттарса пымашкăн питĕ меллĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Балаковăна «тулă сали» тенĕ. Унта тулăпа тата вăрманпа сутă тăвасси, вăйлансах пынă. Çавна май Балаковăра суту-илÿпе промышленность та хăвăрт аталаннă. Унта ĕç вăйĕ çитмен — рабочисем йьшлă кирлĕ пулнă.

Иван Степанович аслăрах ачисене ĕçе аран вырнаçтарма пултарчĕ. Вася Чапаев, çемьери улттăмĕш ача, чиркÿ çумĕнчи тăватă çул вĕренмелли прихут шкулне çÿре пуçларĕ. Икĕ çул вĕреннĕ хыççăн малалла каяймарĕ. Çитмен пурнăç ун вĕренĕвне татрĕ. Ирĕксĕрех ашшĕпе пĕрле платнике кĕрĕшрĕ.

Вунпилĕк çул тултарсан, Вася Чапаев Балаковăри Лопатин хушаматлă алăсти мастерскойне ĕçе вырнаçрĕ. Малтанхи хĕл вăл унта тÿлевсĕрех, татăк çăкăршăн тенĕ пек çÿрерĕ. Тепĕр икĕ çултан Балаковăри Иван Григорьевич Зудин текен столяр патне куçрĕ. Зудин — купца. Анчах ун пирки халăхра: «Патша правительствине хирĕç тăрать, турра ĕненмест»,— тесе калаçкалаççĕ.

Чылайăшĕ çав хуçана килĕштермест. Анчах Вася Чапаев ăна кăмăллать. Зудинпа, нимĕн шикленмесĕр, темĕн çинчен те калаçма пулать. Шанчăклă хуçа, сăмаха вĕçтерме юратмасть.

Çулсем иртнĕçем Вася Чапаев платнике çеç мар, столяр ĕçне те вĕренсе çитрĕ. Ашшĕпе тата пиччĕшĕсемпе пĕрле Атăл тăрăхĕнчи ялсемпе хуласенче çуртсем турĕ, Николаев уесĕнчи Клинцовка; ялĕнче тата чиркÿ лартнă çĕре те хутшăнчĕ. Кунта вăл, чылай çÿлтен ÿксе, чутах «леш тĕнчене» ăсанмарĕ. Кайран, çавна аса илсе, Вася час-час: «Турă хăйĕн çуртне лартакана та шеллемерĕ вĕт»,— тесе кулкаласа çÿрерĕ. Юлташĕсем ăна Ермак ят пачĕç. Çав ят унран вăрахчен хăпма пĕлмерĕ.

.Вася Чапаев хĕрÿ кăмăллă, тĕрĕслĕхе кăна юратакан, уншăн хытă тăракан çын пулса ÿсрĕ. Вăл, йышлă çемьере çитĕннĕскер, йыша хăнăхнăскер, ялан, халăхпа пĕрле пулма тăрăшрĕ.

1908 çулхи ноябрь уйăхĕ, çар служби. Салтакран таврăнсан, каллех платникре, столярта ĕçлерĕ Вася. Кĕçех 1909 çул çитрĕ. Савăнăçлă июль кунĕ уншăн нихăçан асран кайми кун пулса тăчĕ. Çирĕм икĕ çулхи Вася Чапаев, кондитер фабрикинче ĕçлекен Пелагея ятлă хĕре килĕштерсе, туйпах авланчĕ. Пелагея — хитре те çивĕч хĕр. Çĕнĕ мăшăр çемьеллĕ пурнăçа ашшĕ килĕнче тытăнчĕ.

1910 çулта вĕсен — Саша, 1912 çулта — Клава, 1914 çулта вара Аркаша çуралчĕç. Ытараймасăр, юратса пăхрĕ ашшĕ хăйĕн ачисене. Вĕсене лайăх пурнăç туса парас тесе, çĕрĕн-кунĕн, хĕлĕн-çăвĕн тара кĕрĕшсе ĕçлерĕ. Чĕмпĕре, Мелекеса çитрĕ. Анчах патша саманинчи нуша хыçранах  хăваларĕ  ăна — ниçта та ыррине тупаймарĕ.

Акă 1914 çул. Кĕтмен çĕртен империализм вăрçи сиксе тухрĕВасилий Иванович арăмĕпе ачисене ашшĕ килне — Балаковăна — ăсатрĕ те вăрçа тухса кайрĕ.