Аслă çĕршывăм

Эктель Василий Петрович

    

Чăшăл-чăшăл,

Ту-ту-тут!

 

Ку — Аркашка, салтак паттăр,

Пăшалпа чупса çÿрет.

Владик тытнă экскаватор,

Кирпĕч татăкне çĕклет.

 

Света килчĕ,

Света çивчĕ —

Çĕнĕ çурт вăл купалать.

Парăр виççĕ,

Парăр çиччĕ! —

Тăм та кирпĕч вăл ыйтать.

 

Тĕм хыçне пытаннă Оля —

Мулкач пек вăл пăхкалать.

Хăшкăлса шырать ав Толя —

Ниепле те тупаймасть.

 

Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тваттă,

Эсĕ пиллĕкмĕш пулан, —

Пилĕк пÿрнипе шутлать те

Çĕнĕрен пуçлать Иван.

 

Шăкăр-шакăр

Вĕтĕ шакă

Йăтса килчĕ Кĕтерук:

Ман çума эс лар-ха акă,

Иккĕн выльăпăр, Марук.

 

Упапа вылять ав Слава,

Тракторпа чупать Гришша.

Пукане çĕкленĕ Клава,

Ÿкерет картин Мишша.

 

Валя, Галя

Пит тирпейлĕн

Ту çĕклеççĕ хăйăртан.

Космодром хайлаççĕ меллĕн

Петĕр,

Хветĕр иккĕн тан.

 

Пурте кăмăллă, хаваслă,

Пурте сывă та маттур.

Савăнса ÿсмешкĕн аслă

Ман Тăван çĕршывăм пур.