АСАТТЕ ЯЛĔНЧЕ
Тупмалли
Б. Тихонов. |
Асатте ялне кайсан |
П. Çăлкуç.
|
Çуркунне Вăтанчăк автан |
Б. Тихонов.
|
Чакак |
Шимппи-шимппи чăх чĕппи |
|
Кăвакал |
|
Шăнкăрч |
|
Чĕкеç |
|
П. Çăлкуç. |
Кушакпа шăши |
Б. Тихонов. |
Кушак |
Кушака вăрçас килет |
|
Йытă çури |
|
П. Çăлкуç. |
Качака |
Утмăл турат |
|
Б. Тихонов. |
Йĕп вăрри |
Тĕкĕлтура |
|
П.Çăлкуç. |
Кăткă |
Ĕмĕт |
|
Лавçăсем |
|
Б. Тихонов. |
Ват çынна пулăшмалла |
П. Çăлкуç. |
Парне |
Хурăн |
|
Б. Тихонов. |
Куршанак |
Чие |
|
Шурă хурлăхан |
|
Мулкач |
|
Чĕрĕп |
|
Хурăна хуçасшăн тăвăл |
|
Аслати |
|
П. Çăлкуç. |
Çумăр умĕн |
Çумăр |
|
Б. Тихонов. |
Кăмпара |
Мĕн-ши вăл çĕмел? |
|
П. Çăлкуç. |
Хама çеç, тен, хăналас? |
Б. Тихонов. |
Пултарать çав |
Хветура |
|
Кĕтÿре |
|
Çур аки |
|
П. Çăлкуç. |
Асанне е кукамай |
Б. Тихонов. |
Çÿпçе |
Иксĕмĕр юрлар-и, асанне! |
|
П. Çăлкуç. |
Чуччу |
Кĕр кунĕ |
|
Шкула |
|
Б. Тихонов. |
Ик чĕлхе вăл ик тĕнче |
П. Çăлкуç. |
Сăмах вăййи |
Пулмасла ÿкерчĕксем |
|
Тупсăмне туп |
|
Тата тăххăр пур |
|
Пÿрнеске |
|
Буратино йыхравĕ |
|
Пукане |
|
Каçхине |
|
Хĕл илемĕ |
|
Çывăр, уйăх |
|
Ут |
|
Хĕл Мучи килет |
|
Б. Тихонов. |
Кам мĕн сутрĕ? |
Тĕрĕ |
|
П. Çăлкуç. |
Хĕл Мучи юрри |
Б. Тихонов. |
Менелник |
П. Çăлкуç. |
Чун уççи |
Ачалăх |
|
Б. Тихонов. |
Ан хăрат, пакша |
П. Çăлкуç. |
Парнеле çĕн телей. |
ÇУРКУННЕ
Килчĕ, çитрĕ çуркунне
Ашă-ăшă кăнтăртан.
Хăйĕн пĕтĕм çутине
Пачĕ валеçсе чунтан.
Çут тумла юрла-юрла
Шăтарать сив хĕл тумне.
Çерçисем тăнла-тăнла
Тасатаççĕ çунатне.
Улшăнать майĕпенех
Шурă çĕлĕклĕ тĕнче.
Çуркунне! Килех, килех!
Эсĕ пирĕн чунсенче.
Сапнă май ĕлккен шевле,
Хĕрÿрех пăхать хĕвел.
Шел-ши, тусăмсем, хĕле?
Тен, кăштах, чăнах та, ше;
Пурпĕр кăмăлăм аван,
Хыттăнрах тапать чĕре:
Пин те пĕр хавас самант
Малашне кĕтет пире.
Кунсерен илемлĕрех
Курăнать чăпар тĕнче.
Çуркунне! Килех, килех!
Эсĕ пирĕн чунсенче.
ВĂТАНЧĂК АВТАН
Сар автан-куккареккук
Авăтма пĕлет ăста.
Ун пекки халь урăх çук
Чаплă юрăçă ниçта.
Уçă, шухă сассипе
Вăратать яла куллен,
Вăхăта чухлассипе
Ирттерет-тĕр сехетрен
Анчах темĕншĕн манна
Вăл çилленнĕ пулмалла:
Вăратма ялан манать
Е манран пит вăтанать?
Çывăратăп тепĕр чух
Эпĕ кăнтăрлачченех:
Сар сăмса-куккареккук
Мăшкăллать çав териех.
Ак паян картишĕнче
Эп ятлатăп автана:
— Мĕншĕн,— тетĕп,— ир çинче
Вăратмастăн эс мана?
Вăл йĕплет: «Ăш вырăнна
Эс ытла та юратан,
Çавăнпа-çке вăрăма
Тăсăлать ыйху та сан».
Ячĕ мар-и шухăша
Сăмахху сан, сар автан.
Эп тÿрлетĕп йăнăша-
Эсĕ çеç тек ан вăтан
ХУР АÇИ
Шурă хура хур аçи,
Йышлă çемйин хуралçи,
Шав хăрах ури çинче
Вăл тăрать картишĕнче.
Хур аçи, хăрах уран,
Тен, аманнипе тăран?
Еплерех сана сиплес?
Тухтăра, тен, чĕнтерес?
Ка-ка-как,— сас пачĕ хур.-
Сып-сывах эп, акă, кур:
Ик ури те манăн пур,
Пултарап утма маттур!
Санăн ыйтăвна вара
Хуравлатăп çапларах:
Çĕре йывăр пуласран
Эп тăрап хăрах уран.