Асанне е кукамай?

Сялгусь Петр Николаевич

    Кайрăм асанне патне
Пĕринче эп хăнана.
- Асанне, - теп, - асанне,
Пĕрре вăрç-ха Динăна.
Мĕншĕн вăл сана ялан
Кукамай тесе чĕнет?
Çак мана мĕнпур чунтан
Кулленех кӳрентерет.
- Çук, - тет, - Дина, - эсĕ ху
Йăнăшатăн яланах.
Кукамай, тархасшăн, хуш,
Тĕрĕс чĕнтĕр вăл сана.
Асанне йăл кулнă май:
- Шутлăр,- терĕ, -
иксĕрех...
Асанне е кукамай?
Хăшĕ пулĕ тĕрĕсрех?