Асамат хулин урамĕсем

Васильева Наталья Александровна

Сулхăн урамра сивĕ тĕссем пурăннă, çавăнпа кунта чи шăрăх кун та сывлăш уçă тăнă. Ку урамра пурăнакан сăрăсем хăйсен тĕсĕпе пăра, юра, аслатиллĕ çумăр пĕлĕтне, тинĕсе аса илтернĕ, вĕсем паркра ÿсекен йывăçсен вăрăм ĕмĕлкисем пек, каçхи тÿпе пек тĕксĕммĕн курăннă. Вĕсене аса илсенех шăм-шак çÿçеннĕ, ăшăрах тăхăнас килсе кайнă. Çак урамра мĕнле тĕссем пурăннине тавçăрса илтĕн пулĕ ĕнтĕ. Хĕрлĕ кăвак (фиолетовый) тĕс кунĕ-кунĕпе пахчара чакаланнă: баклажан лартнă, балкон çинче иçĕм çырли пуçтарнă. Сенкерри пир çине хумлă тинĕс, парăслă карапсем тĕрленĕ. Кăвакки сăвăсем хайланă. Изумруд тĕсли, ювелир пулса ĕçлекенскер, хаклă чулсенчен ăсталанă япаласен коллекцийĕсене йĕркеленĕ. Симĕсси симĕс лейка йăтса купăста шăварнă.

Тепĕр урамĕ тĕп лапамран Художник пурăнакан çурт еннелле тăсăлнă. Хĕвеллĕ урам тенĕ ăна. Çак урамри çул тĕсĕпе ăшă хăйăра аса илтернĕ. Сулхăн кÿрес мар тесе тирексем турачĕсене аяккалла мар, çÿлелле ÿстернĕ. Вĕсен айĕнче çутă симĕс тĕслĕ черчен курăк ешернĕ. Курăк ăшĕнче сап-сарă хăлха çакки чечекĕсем, варринче сар çаврашкаллă шап-шурă салтак тÿмисем, хĕп-хĕрлĕ мăкăньсем пытаннă.

Хĕвел пайăркисенчен вара никам та ниçта та пытанайман. Хĕвеллĕ урамра пурăнакансене ку нимĕн чухлĕ те чăрмантарман. Сарă чĕпĕ урамра чупса çÿренĕ, пахчара сарă хĕрлĕ кавăн аякне ăшăтса выртнă, хĕрлĕ мăкăньсем иртен-çÿрене пуç тайса ăсатнă. Хĕвелпе пиçсе хăмăрланнă ача яркăчпа ярăнса çÿренĕ. Ун аслашшĕ мăнукĕ валли тунă тăм шăхличе илемлетсе ларнă. Вĕрипе пиçĕхтернĕ хыççăн сивĕннĕ шăхлич хĕрлĕ хăмăр тĕслĕ курăннă.

Сăмсана пиçсе çитнă хăмла çырли шăрши кăтăклать. Эпĕ Хĕрлĕ сарă тĕс патне кĕтĕм те, иксĕмĕр каçченех пуплесе лартăмăр.

Ку сăрă хулара тахçантанпах пурăнать. Унăн çурчĕ хĕрлĕ тата сарă тĕссен çурчĕсем хушшинче вырнаçнă. Апельсин тĕслĕ пулнăранах ăна Хĕрлĕ сарă сăрă тенĕ. Нимĕç тата акăлчан чĕлхисенче те ку сăмах çавнах пĕлтерет.

Хĕрлĕ сарă тĕс пурнăçа питĕ юратакан хастар сăрă шутланать. Çавăнпа унăн килĕнче яланах ăшă та хăтлă. Хăйĕн патне те чун туртать. Çакăн сăлтавĕ мĕнре-ши? Хĕрлĕ сарă сăрă кресло çине меллĕрех вырнаçса ларчĕ те калама пуçларĕ.