Асамат кĕперĕ


Николаева Людмила Петровна
Кӗпер хыврӗ пӗр самант! –
Улӑп паттӑр – асамат.
Ҫичӗ тӗс ав, ҫичӗ рет –
Кашнинех тӗлӗнтерет.

Ун ҫине чуччу ҫакасчӗ,
Ярӑнасчӗ, савӑнасчӗ!
Эх! те эх! Ух! та ух!
Петюк тусӑм, курма тух!