Асамат кĕперĕ

Кадкин Лев Кириллович

Çук пыл хурчĕ те сӑпса
Ӑшӑ ҫумӑр хыҫҫӑн.
Çупӑрлать хĕвел савса,
Сывламашкӑн уҫӑ.
Чӳхĕнме е шыв ĕҫме
Асамат кĕперĕ
Кӳлепийĕн пĕр вĕҫне
Пĕвене ӳкернĕ.
Тĕкĕр пек, кӳлленчĕксем
Хĕвелпе ҫиҫеҫҫĕ.
Сӑнӑ янӑн, вĕршĕнсем
Вирхĕнсе вĕҫеҫҫĕ.