Асамат кĕперĕ

Азамат Светлана Васильевна

Çара уран çатлаттарса

Урам варне чупса тухнă

Ачасемпе Кирук Анни

Селĕм юмах юптарать:


– Пĕлĕт çинчи пĕр-пěр ялта

Мунча хутса янă пуль те,

Шывне тăкса янă пуль –

Ăшă çумăр чашлатать,

Çичĕ тĕслĕ, ай тур-тур-тур,

Ал шăлли те курăнать,

Йăлтăр-йăлтăр хĕвел шевли,

Ай тур-тур-тур, тĕр тĕрлет,

Çумăр – ахах шăрçисемпе

Шăтăклине чĕнтĕрлет.

– Асамат кĕперĕ у-у!..

– Сайра курăнать çав у-у!..

– Пирĕн кӳллех анчĕ пуль,

Чӳхенесси килчě пуль...

– Алпа тытса курасчĕ,

Шăлăнса та пăхасчě...

– Кам маларах? Айтăр чупас,

Кӳл хĕрне çитсе кура-ас!..


Ыткăнтарчĕç шĕвĕрсем,

Вĕлтлетеççĕ урисем...