Арăслан

Галкин Александр Алексеевич
Пыск-пысăк читлĕхре
Арăслан иккен çӳрет...
Ҫав тери хӑй харкашать, –
Урӑм-сурӑм тулашать…

Нимӗн тӑвайманнипе
Читлӗхе вӑл чӗрнипе
Кӑчӑр-качӑр тутарать, –
Çĕмĕресшĕн талпăнать.

Ҫук-ха, читлĕх парăнмасть, –
Тимĕртен çав.
Аптрамасть!