Çарăк

Хузангай Петр Петрович

Çарăк

 

Пурăнаççĕ тĕнчере

Карчăкпа старик пĕрре

Пурăнаççĕ-пурăнаççĕ,

Кантăк витĕр курăнаççĕ.

Шухăшлаççĕ çакскерсем

Кăшт пуйса пăхас тесе.

Шухăшлаççĕ-шухăшлаççĕ,

Шур ука пек шуралаççĕ.

Ак хайхи тăпрас çине

Çарăк акрĕç маччине.

Вăхăт çитрĕ: çарăк пулчĕ,

Тăпраса тулли вăл тулчĕ.

Çурăк витĕр урайне

Çарăк тăсрĕ хӳрине;

Унтан ун хӳри-тымарĕ

Тĕпсакай тĕпнех вырнаçрĕ.

«Ку тата мĕн тамаша?

Карчăк, кил-ха канаша.

Кун пек çарăк эп курманччĕ

Ырлăха-ши тымарланчĕ?»

Улăхса пăхать старик,

Тĕлĕнет вăл çав тери:

Çарăк ашкăрнă та кайнă,

Пӳртçи витĕр тухнă тарнă;

Пĕлĕтех вăл çӳлелле

Кармашать çулçипеле.

Чикмекпе старик хăпарчĕ,

Урине усса вăл ларчĕ,

Пăхрĕ, курчĕ: витĕрех

Çарăк тухнă пĕлĕтрен.

 

Çын тата пăртак çĕкленчĕ,

Те чăнах ку, те тĕлленчĕ:

Иккĕмĕш те виççĕмĕш,

Тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш,

Улттăмĕш пĕлĕт те пур-мĕн,

Çарăк шав пырать. «Çĕр курмĕ

Кунашкал тамашана»,

Тет старик, хăй хавшанать,

Юлашки вăйне вăл пухрĕ, −

Çичĕ пĕлĕт витĕр тухрĕ.

Çарăк пӳлĕх пахчине

Ертрĕ кĕчĕ хайхине:

Саралса ларать капмаррăн,

Епле-ха ăна кăларан?

Кăларса хăтланиччен

Çăтмахрах пурнас-и, тен.

Анчах карчăк аялта-çке,

Карчăка та хăпартасчĕ.

Анчĕ хай старик калла,

Карчăкне хыпар калать...

«Улăхарччĕ, улăхарччĕ,

Хăвăртрах, старик!» тет карчăк.

Ак хайхи старик миххе

Карчăкне персе чикет;

Шăлĕпе çыртса йăтать те

Чикмекпе тапаçланать те!

Карчăкки ялан ватта

Йӳтетсе пырать шалта:

«Час çитетпĕр-и, старик?» тет.

«Çăтмаха кĕретпĕр-и?» − тет.

Старикки темскер мăрлать,

Çăварне уçма хăрать.

Карчăккин, хăпарнăçемĕн,

Пĕрех юрă, çав пĕр çемĕ:

«Аякра-и-ха çăтмах?

Улăхасчĕ-çке часрах!»

Старикки, сăмах чĕнмесĕр

Мăшлатать челхесĕр евĕр.

Ултă пĕлĕт витĕр ак

Тухрĕ вăл çапла ырах.

Юлашки пĕлĕт çывхарчĕ,

Минретет пушшех хай карчăк:

«Çăтмаха нихçан капла

Çитес çук эп санпала.

Темле пӳтсĕр çарăк тупнă,

Хăвăртрах хăпар, ватсупнă!»

Старикки, çиллипелен,

Улăхса çитнĕ-çитмен

(Пĕрех пусăм пусмаллаччĕ)

Тӳсеймесĕр печĕ ячĕ:

«Е, усал ашапатман!

Ĕнтĕ çитрĕмĕр, лăплан».

И! унчен те пулаймарĕ,

Вăл курса та юлаймарĕ −

Карчăкки миххипеле

Печĕ анчĕ çĕрелле.

Çичĕ пĕлĕт витĕр крĕ,

Укичченех чунĕ тухрĕ.

Старикки пĕлĕт çинче,

Пӳлĕх аслă пахчинче

Карчăкне юпа чысларĕ,

Асăнса пичке пуçларĕ.

Эп те пултăм юпинче,

Çичĕ пĕлĕт тӳпинче.

Ăсату юрри юрларăм.

Сухала çыртса ташларăм.

Алтăрпа ĕçрĕм сăра,

Тав туса мĕнпурсăра.