Аннепе кукамай

Уйп Михаил Данилович

    

Анне пир тĕртсе ларать. Аллинче якалса, çуталса кайнă ăса вылять унăн. Урисене ылмаштарса ура пускăчисем çине пуснă май кĕрĕсем шăлт-шалт! шăлт-шалт! туса хăпара-хăпара анаççĕ. Вăр-вар куçкалакан аллисемпе вăл йĕркипе карăнса тăракан çип пĕрчисем хушшинчен ăсана пĕр еннелле ярса кăларать те хĕççе хăй çинелле туртса илет. Тепĕр еннелле ярать те каллех хĕçе туртать. Ун умĕнче карăнса туртăнан пир анĕ, пĕрер çип пĕрчин хушăнса, тĕртĕнсе пырать. Пирĕн валли кĕпелĕх, йĕмлĕх пулать.

Хăй ăшталанса ĕçлесе ларнă хушăрах анне эпир мĕн хăтланнисене те асăрхама ĕлкĕрет:

Урине, ирех ан юрла! — астутарса илет Уринене.— Ир юрлакан каçхине макăрать, теççĕ.

Ах, анне сăмахĕ! Чĕренех кĕрсе вырнаçать-çке вăл, ĕмĕрлĕхе асра тăрса юлать. Паян кун та эпĕ ирхине кирек кам юрланине илтсен анне сăмахĕсене аса илетĕп. Ирех юрлакан çын каçхине чăнах та макăрассăн туйăнать мана. Е тата анне:

Уруна сулласа ан лар, Мишша! — тесе асăрхаттарнине илтетĕн.— Ларнă чухне урана сулламаççĕ. Амăшĕ вилет, теççĕ...

Эпĕ çав самантрах урана суллама чарăнатăп. Анне те вĕлерес килмест манăн.

Пирĕн анне тĕлĕнмелле лайăх хĕрарăм. Пур ача та хăйĕн амăшĕ пирки çакăн пек шутлать-тăр. Ун пек хаклă, ун пек юратнă çын тĕнчипе те урăх çук. Ырă кăмăллă вăл, ырă чунлă. Хĕвел çинче ытларах пулнă çыннăнни пек сăнĕ тĕксĕм сарарах унăн, хăйне евĕрлĕ чипер. Сăмси вĕçĕ кăштах каçăрăлса тăрать. Тарăн хура куçĕсем çын çине ăшшăн та йăвашшăн пăхаççĕ. Хура йăлтăркка çÿçне вăл, тÿп-тÿрĕ çÿç çулĕ туса, ик еннелле тураса уçать те, пĕр тачка вăрăм çивĕт явса, çурăм хыçнелле ярать. Пуçне шурă тутăр çыхать. Шурă кĕпепе, саппунпа çÿрет. Çипуç тĕлĕшпе ытлашши мухтанмалли нимех те çук унăн, анчах мĕн пурри пурте анне çийĕнче вăхăтлă, тирпейлĕ, таса. Пире те вăл çипуçран тирпейлĕ пулма вĕрентет.

Анне чухăн кнлйышра ÿснĕ. Аслашшĕ чухăнах пулман унăн. Хăй вăхăтĕнче стрелокра тăнă, хысна вăрманне хуралланă. Çĕрсем те тара илсе аккаланă пулать. Аннен асламăшĕ çинчен вара эпир нимĕн те илтмен, пĕлместпĕр.

Кукаçие, аннен ашшĕне, килйышра темшĕн юратман. Çитăрпа аслашшĕ пĕр шутлă пулса, ăна килтен хăваласа кăларса янă. Çакăн хыççăн кукаçи хăй валли пĕр пĕчĕкçеç пÿрт лартнă та кукамайпа унта пурăнма.куçнă. Часах вăл вилнĕ. Кукамайсен пĕчĕк пÿртне эпĕ лайăх астăватăп, унта сахал мар кайса çÿренĕ.

Анне çав пÿртре, чухăнлăхра, килти тиркешÿ-харкашăва курса,  тÿссе пурăннă.

Укçаран питĕ хĕсĕк пурăннипе аннÿ чипер хĕр пулнă вăхăтра пĕрре те пулин сăн ÿкерттерсĕ юлман,— каласа парать атте.

Анне вунтăватă çула çитсен, кукамай ăна Хусана ĕçлеме леçсе янă. Унта Иккассинчен, Вачалкассинчен, Кÿкеçрен пынă ытти чăваш хĕрĕсем те пулнă. Вĕсем прачечнăй тытакан пĕр нимĕç хуçа патĕнче тăватă çул хушши кĕпе çуса пурăннă.

Майра кĕписене çума çăмăл мар,— тет анне.—Майрасем питĕ çÿхе çипуç тăхăнса çÿреççĕ. Пурçăнĕсем, шăтăклисем ытла та ачаш. Тем тĕрлĕ хутламсем, хуçланчăксем, пĕрмечесем туса тултарнă. Çавсене  çума пĕлмелле. Пĕлсе ухас пулать, чÿхес пулать, питĕ таса тăвас пулать. Якатма та пĕлмелле тата. Таса çăваймасан е утюгпа якатнă чухне çунтарсан-тусан — пĕтрĕ пуç! Сана пĕр кун та ĕçре тытмаççе. Пăснă çипуç хакне тÿлеттереççĕ-ха çитменни çине. Çавăнпа та ĕçе эпĕ чунтанах тăрăшса, тирпейлĕ тăваттăмччĕ. Хуçа та мана яланах мухтатчĕ.

Анне Хусанти пурнăç çинчен, нимĕç хуçа çинчен каласа пама юратать. Питĕ таса пурăнаççĕ иккен нимĕçсем. Чăваш хĕрĕсене те таса пулма хушаççĕ, тирпейлĕхе вĕрентеççĕ. Анчах укçине çав тери сахал тÿлеççĕ. Хырăм тăрантарма кăна çитет. Нимĕçĕ калама çук хытă этем-мĕн. Çавăн патĕнче ĕçлесе пурăннă хушăра анне хăшпĕр сăмахсене нимĕçле калама та вĕренкеленĕ. Вырăсла калаçма вара вăл самаях лайăх вĕренсе çитнĕ пулнă.

Анне юрлама питĕ юратать. Нумай юрă пĕлет. Килте кĕпе çĕлесе е тĕрĕ туса ларнă чухне, хăй те сисмесĕрех пулмалла, кĕçех юрласа ярать. Хăнана-мĕн кайсан, çынсем ун юррисене итлесе савăнаççĕ. Киле таврăнсан та вăл çаплах юрлать:

Чĕресси, чĕресси, чĕресси, чĕресси

Хăмла çырли,

Чĕресси, чĕресси, чĕресси, чĕресси

Хăмла çырли,

Хăмла çырли, хăмла çырли пулас марччĕ,

Çын шăл айне, çын шăл айне кĕрес марччĕ...

Вырăсла юрăсене эпир ăна аптратсах юрлаттаратпăр. Анне вара çинçе сассине илемлĕн янăратса юрласа ярать:

Сама садик я садила,

Сама буду поливать;

Сама милого любила,

Сама буду забывать...

Сăмахĕсене ăнланмастпăр эпир, анчах юрри илемлине туятпăр. Киленсе итлетпĕр. Тепĕр чухне аттепе иккĕшĕ вĕсем «Хаз-Булат удалой» юрра е «Шумел, горел пожар московский» юрра юрлама тытăнаççĕ. Аттен сасси хулăннăн, янăравлăн тухать. Анне ун хыççăн çинçен янкăштарать. Вĕсем çапла вырăсла юрлама пĕлнишĕн эпир тем пекех савăнатпăр. Хула пурнăçне курнăскер, пирĕн анне ялти ытти хĕрарăмсем хушшинче палăрмал-лах уйрăлса тăрать. Тасалăха, тирпейлĕхе юратать вăл. Апат-çимĕçе хăй евĕрлĕ тутлă пĕçерме пĕлет. Кĕпе-йĕме таса çăвать. Анне çапла пултаруллă пулнинчен çынсем тĕлĕнеççĕ. Апла пулсан, пирĕн унпа епле мухтанас мар-ха? Епле вăл хăшĕ-пĕрисем кил-çурта, пÿрт ăшчиккине таса мар тытнине, çипуçран тирпейсĕр çÿренине тиркет. Çынсем, хĕрарăмсем ĕнтĕ, апата тутлă пĕçерме пĕлмен-ни пирки те тиркесе калаçать.

Хусанта чухне анне лайăх ĕçленине нимĕç хуçа кайран та манман. Чулхула ярмăрккисем вăхăтĕнче вăл ярмăрккăра çулленех прачечнăй уçнă. Пĕр хут кăна мар унта аннене ялтан чĕне-чĕне илнĕ. Анне вара Чул-хулана кайса ĕçленĕ.

Ачасене пăхма аннене кукамай пулăшать. Вăл Платкаран килсех тăрать. Питĕ юратать пире. Килнĕ чухне пурин валли те мĕн те пулин тутли илсе килет.

Ватă кукамай табак тусанĕ шăршлама юратать. Шупăр кĕсйинчен çуталса кайнă ĕне мăйраки туртса кăларать. Шĕвĕр вĕçлĕ мăйракара табак тусанĕ тытать вăл. Пăккине уçса çав тусана типсе пĕркеленнĕ ывăç тупанĕ çине кăштах юхтарса кăларать те ăна, пÿрне вĕçĕпе чĕпĕтсе илсе, сăмса витĕр туртать. Пĕр-икĕ хутчен хыттăн апчхулатса илет. Унтан пĕркеленчĕк пичĕ-куçĕ, йăл кулса, çуталса каять:

Ах, чун уçăлсах кайрĕ-çке!— тесе ярать вара кукамай, ăшне кантарса.— Кил-ха кунтарах, Мишша,—чĕнет мана.— Кукамун табакне шăршласа пăх-ха.

Кула-кулах мана табак тусанĕ шăршлаттарать. Эпĕ çавăнтах чыхăнса каятăп. Куççуль тухиччен апчхулататăп. Вăл лехлетсе кулса кăна ларать.

Кукамай пире тĕтĕрме питĕ юратать. Хăшĕн те пулин пуçĕ ыратнă тĕле пулать-и вăл, варĕ ыратни çинчен пĕлет-и е урăх амак çакланнине курать — унăн яланах пĕр сăмах:

Куç ÿкнĕ санăн ачуна, Алтатти. Хаяр куç ÿкнĕ. Тĕтĕрсе ярас пулать. Вăштах иртсе каять.

Кĕçех хайхиçкер кăмакаран кĕл-кăвар кăлармалли шăвăç савука тытать. Ун çине амаланса тăракан кăвар, йывăç кăмпи татăкĕсем хурать. Çÿп шăтăкĕнчен çÿп-çап илет, таса мар шăпăр тăррине татать, темĕн те пĕр хурса тултарать. Савук çинчи пĕтĕм йăх-ях йăсăрланса çунма тытăнать те, калама çук усал шăршлă тĕтĕм мăкăрланса тухать. Кунпа пĕрлех кукамай куркапа шыв ăсать. Çав шывпа алăк хăлăпне, кантăк куçне чÿхесе илет тата темскер тăвать, унтан пĕр аллине урай шăпри, уçса хунă хачă тытать. Чирлĕ ачана савукран йăсăрланса тухакан шăршлă тĕтĕм çине тăратать. Лешĕ чыхăна-чыхăна каять. Çавах тÿсес пулать. Кукамай кур-кари хайхи таса мар шыва сыпса илет те сана шăпăр витĕр, хачă витĕр питрен пĕрĕхсе тĕтĕрме пуçлать:

Атăл леш енчен, çичĕ тинĕс леш енчен çак ачана тĕтĕрме усал карчăк килнĕ. Вĕрет, сурать, тĕтĕрет вăл, пур усал-тĕселе хăвалать, чир-чĕртен, усал амакран хăтарать, хаяр куç ÿкнине сирет. Çак ача çине хăмăр куç, кăвак куç, чакăр куç, хура куç, çырă куç, хăнчăр куç, хĕрарăм куç, арçын куç, килти куç, тулти куç, ялйыш куç, килен-каян куç, вырăс куç, тутар куç, чăваш куç ÿкнĕ пулсан, шăм варрипе, сăс варрипе тухса кайтăр, тухса кайтăр! Тьфу! Тьфу! Тьфу!— аяккалла виçĕ хутчен сурать кукамай, унтан каллех   темле-темле сăмахсем те каласа мăкăртатма тытăнать.

Акă, тинех тĕтĕрсе пĕтерчĕ. Савук çинчи йăсăрланчăк йăх-яха лаххана тăкрĕ. Лешĕ чăшăлтатса сÿнет. Эй, асаплă та иккен хăвна тĕтĕрттересси! Кукамай мана та, ыттисене те пĕрре кăна мар тĕтĕм сывлаттарса сипленĕ çапла, пĕрре кăна мар терт кăтартнă...

Тĕтĕрсе пĕтернĕ хыççăн анне пырса пуçран шăлать:

Халĕ ĕнтĕ ирĕксĕрленни вăштах иртсе каять, — тесе лăплантарать.— Тĕтĕрнĕшĕн нимĕн те пулмасть. Ахалех турткаланатăн.

Пире те ача чух çаплах тĕтĕрнĕ,— мăкăртатать кукамай, мала пĕксерех çыхнă кăвак тутăрне тÿрлетсе.— Ача-пăча тенине часах куç ÿкет.