Анне уявĕ

Николаева Людмила Петровна

Пичче арча эрешленӗ,

Аппа ал шӑлли тӗрленӗ.

Чечек ҫыххи – аттере,

Питӗ шӑп-ҫке пӳлӗмре.

Алӑк сасси илтӗнет –

Пӳлӗме анне кӗрет.

Вӑл паян хитре те капӑр –

Пурте тӑчӗҫ йӑпӑр-япӑр.

Аннене парне параҫҫӗ,

Саламлаҫҫӗ, чуптӑваҫҫӗ.

Эп ҫеҫ айккинче тӑратӑп –

Парне ҫук ман, хурланатӑп.

Ывӑл юратмасть тет пуль –

Шӑпӑртатрӗ ман куҫҫуль.

Ҫакна курчӗ те анне

Илчӗ хӑйӗн ытамне.

Ачашлать мана пуҫран,

Юратса пӑхать куҫран:

– Сахалрах-ха сан ҫулу,

Парне пултӑр йӑл куллу.