Анне

Яккусен Петр Яковлевич

    Паян анне килет. Килетех пуль. Кăнтăрла та çитрĕ. Ашă. Чăхсем пÿрт çумĕнчи тусан çин-че чăпăл кĕреççĕĕ Манăн машинпа та выляс килмест. Юлташ ачасем Шурхурăна çырла татма кайрĕç. Мана та чĕнчĕç, анчах эпĕ килтех юлтăм.
Кумаляк та тухмарĕ паян. Шăрăхран хăранă пуль. Ыйтса пĕлес пулать унран: вĕсем шăрăх чух шыва кĕме ăçта каяççĕ?
Шухăшласа ларнă çĕртех сисмен те, тĕлĕрсе кайнă.
Мана ачашшăн вăратрĕç. Туятăп: кун пек вăратма анне çеç пĕлет. Питĕ савăнса кайрăм. Анне! Вăл пуринчен те лайăххи! Мана ыталаса илчĕ, мĕнле пурăннине ыйтать, ăшшăн-ăшшăн кулать. Эпĕ ăна васкасах Кумаляк çинчен каласа патăм.
— Эй, ачам, — тет анне, — кумаляк вăл икерчĕ лăканă чух пулать, чустари хутшăнман çăнăх муклашкине çавăн пек калаççĕ. Эсĕ ăна пĕтĕмпех ху шухăшласа кăларнă, пĕчĕкскерĕм. Кумаляк ăçтан кăткă пултăр вăл? Кăткăсем çынпа калаçмаççĕ, вĕсем этем чĕлхине те пĕл-меççĕ. Манса каях ун çинчен, атя пÿрте кĕрер, эпĕ сана валли шăп та лăп аçунни пек трактор илсе килтĕм, вылямаллине.
Ку ĕç тахçанах, пĕчĕк чухнех пулса иртнĕччĕ. Халĕç эпĕ виççĕмĕш класа каятăп ĕнтĕ.
Кумаляк — кăткă вăл. Пирĕн пÿрт çумĕнчи пахчара пурăнать. «Кил, кил, Кумаляк!» — тесе виçĕ хутчен карлăка шаккасан вăл тухать.