Андриян килсен

Семендер Юрий Семенович

    Ҫӳлте ҫӳретпӗр пурте халӗ, -
Курнаҫҫӗ ҫывӑх ҫӑлтӑрсем,
Мухтавлӑ космос генералӗ
Унти ҫинчен каланӑҫем.

Ак антӑмӑр. Ҫупатпӑр алӑ,
Эпир каллех - ялта, клубра.
Йӑл-йӑл кулса тӑрать сӑпайлӑн
Тӗнчешӗн паллӑ ҫын умра.

Мӗскер кӑна ыйтса пӗлмеҫҫӗ
Ентешӗмсем паян унран.
Тӳлеккӗн хуравлать вӗҫевҫӗ,
Кашни сӑмах тухать чунран.

Пӗр кинеми пырсах тӗсерӗ
Кӑкӑр ҫинчи ик ҫӑлтӑра.
- Кусем ҫӳлтисемех-и? - терӗ,
Куҫран пӑхса вӑл паттӑра.