Ан ман, пионер!

Афанасьев Алексей Андриянович

Çÿлте-çÿлте,
Пĕр-ик тĕлте,
Куратăп шурă пĕлĕте:
Пĕри — тĕве, тепри — путек —
Тăраççĕ хытнă кăпăк пек.

Анкартинче шавла-шавла
Эпир вылятпăр вăрçăлла.
Ваçук — Чапай,
Ванюк — салтак,
Урапаран тăватпăр танк.

Лаша утланнисем — хĕçпе
Çÿреççĕ шавлă, сиккипе.
Пуç тăрринче вĕсен хупах,
Будённăй çĕлĕкĕ майлах.

Çав вăхăтра йĕтем енчен
Атте пире чĕнет иккен.
Кĕç çуйхашу лăпланчĕ те,
Мăн сассипе калать атте:

— Эсир вылятăр вăрçăлла.
Вăййи вăл лайăх япала...
Анчах пĕлет-и-ха Ваçук —
Кунта кĕрленĕ çапăçу.—

Тăпраллă шĕвĕр япала
Атте кăларчĕ пахчаран:
— Хăйăрпала тасатмалла.
Ан лартăр ун çине тусан.
Чăн-чăн винтовка штыкĕ çак.
Унпа çÿренĕ-çке салтак!

Тасатрăмăр эпир штыка.
Вăл пулчĕ çивĕч, йăлтăркка!
Илсе çитертĕмĕр шкула,
Вара шутларăмăр çапла:

Ваттисенчен ыйта-ыйта
Çав çапăçу çинчен пĕлер.
Вут-хĕмлĕ иртнĕ вăхăта
Ан мантăр çамрăк пионер!