ÇАМРǍК ТЕХНИКСЕМ

Ижендей Николай Петрович

    Тимур, Якур тата Атнер - туссем. Вӗсем уроксем хыҫҫӑн ҫамрӑк конструкторсен кружокне юлчӗҫ, юратна ӗҫе кӳлӗнчӗҫ. Пӗри мӑлатукпа шӑк-шак! шаккать, тепри ӑйӑпа кӑпӑртик-кӑпӑртик! вылятать, виҫҫӗмӗшӗ станока кӑлтӑр-калтӑр! ҫавӑрттарать.
    Нумай-и, сахал-и тӑрӑшрӗҫ, виҫҫӗшӗ виҫӗ тӗрлӗ карап моделӗ ӑсталарӗҫ те.
    - Тинӗс карапӗ, - савӑнса пӗлтерче Тимур. - Тӗнче картти ҫинче Тутар проливӗ пур. Манӑн, тутар ачин, унта ҫитсе курмаллах.
    - Эпӗ космос карапӗ ӑсталатӑп, мӗншӗн тесен уҫлӑха чи малтан ҫӗкленекенӗ вырӑс ҫынни пулнӑ. Манӑн пичче те пилот, - хӑй ӗҫне кӑтартрӗ Якур, вырӑс ачи.
    Атнер те тавлашӑва хутшӑнчӗ. Чӑваш ачи ыттисенчен мӗнрен кая!
    - Чӑваш ҫынни те уҫлӑха вӗҫнӗ. Анчах эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчех ҫӗнӗ ҫул уҫасшӑн. Хир карапӗ пуринчен те кирлӗреххи. Моряк та, пилот та ҫӑкӑрсӑр пурӑнаймӗҫ. Чӑвашсем сӗм авалтанпах ҫӗр ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ. Манан атте те ял хуҫалӑхӗнче вӑй хурать. Çавӑнпа эпӗ комбайн модельне ӑсталарӑм, - терӗ вӑл хастарланса.
    Тавлашу хӗрӳленчӗ. Ачасем виҫҫӗн тан ӑмӑртмалла камӑн карапӗ лайӑхраххине ӗнентерме пикенчӗҫ.
- Тинӗс карапӗн кашни деталӗ шанчӑклӑ пулмалла, унсӑрӑн тинӗсре ишеймӗн, - палӑртрӗ Тимур.
    - Чи вичкӗн ӑсл конструкторсем ҫеҫ вӗҫев аппаратне тума пултараҫҫӗ, - асӑрхаттарчӗ Якур.
    - Пӗрчӗшерӗн тырӑ пухакан механизмӑн та кашни хусканӑвӗ вырӑнлӑ пулмалла, - парӑнмасть Атнер.
    Тавлашакансем патне кружок ертӳҫи пычӗ.
    - Пӗлетӗр-и, туссем, тӗнчере пуринчен те ӑста конструктор - ҫут ҫанталӑк. Тем тӗрлӗ тӗлӗнтермӗш те кӑтартма пултарать вӑл пире, - ӑнлантарчӗ Юрий Иванович. Çӗрпе тӳпе хушши хӗвеллӗ те, ҫумарлӑ та, тӗтреллӗ те, тапхӑр-тапхӑр тӑвӑллӑ та... Ура пусмассерен пуҫ ватмӑш - вӗҫне-хӗрне тухма ҫук. Çут ҫанталӑкра пурӑнма юрӑхлӑ вырӑн тупас тесен ҫыннӑн вун-вун тӗрлӗ карап, ҫӗр-ҫӗр тӗрлӗ ҫӳрев аппарачӗ хатӗрлеме тивет. Çӗр ҫинче те, тӳпере те, шывра та шанчӑклӑ ҫул хывсан кӑна этемлӗх аслӑ тӗнчепе килӗшӳ тупма пултарӗ.
    Вӗрентекене итленӗ май ачасем ӑнланчӗҫ: кашнин моделӗ пурнӑҫра кирлӗ. Виҫӗ карапӑн пӗр тӗллеве пӗрлешсе тӗрлӗ халӑх ачисене аслӑ ҫула илсе тухмалла. Чӑвашӗ те, вырӑсӗ те, тутарӗ те, ыттисем те пӗр-пӗрне ялан ӑнланччӑр тата туслӑ пурӑнччӑр.