Алуккапа тусĕсем

Ыдарай (Васильев) Николай Васильевич

    

Алуккапа тусĕсем

     Алукка пĕр пĕчченех пурăннă. Амăшĕ те ун пулман, ашшĕ те пулман, пĕр сăмахпа каласан – сĕм тăлăх ача. Ку кăна мар-ха: анчăкĕ те çук унăн, пиçукки те çук. Пĕртен-пĕр качакине кашкăрсем йăкăртса кайнă.

     Мĕнле пурăнмалла капла? Пуплеме пĕлĕш çук, тавлашма тăван çук. «Пĕччен пурнăç – пĕтнĕ пурнăç» тенине аса илет те Алукка тус-юлташ тупас тесе вăрăм çула тухать. Пĕр-пĕчченех утать. Кайсан-кайсан тăпах чарăнать.

     – Чим-ха, – тет хайхискер хăйне хăй, – йĕм кĕсйинче мĕн те пулин çук-ши ман? – Самантрах аллине йĕм кĕсйине чиксе ярать те чăмăр туртса кăларать. – Чăмăр тусăм, эсех-и ку? – тĕлĕненçи пулать Алукка.

     – Эп пулмасан кам пултăр? – текелет лешĕ. – Анчах та эпĕ пĕччен мар, манпа пĕрле пĕлĕшсем пур.

     – Мĕнле пĕлĕшсем тата?

     – Чипер пĕлĕшсемех – чăмăрти пӳрнесем.

     – Пит аван, пурте пĕрле утăпăр – çывăх туссем пулăпăр.

     Малалла утать Алукка. Кайсан-кайсан каллех чарăнать.

      – Чим-ха, – тет хайхискер хăйне хăй. – Манăн тата тепĕр кĕсье пур вĕт. Мĕн те пулин тупăнмĕ-ши унта? – Çавăнтах аллине тепĕр кĕсйине чиксе ярать те чышкă туртса кăларать. – Чышкă тусăм, эсех-и ку? – тĕлĕненçи пулать хăй.

     – Эп пулмасан кам пултăр? – текелет лешĕ. – Анчах та эпĕ пĕччен мар, манпа пĕрле пĕлĕшсем пур.

     – Мĕнле пĕлĕшсем тата?

     – Чипер пĕлĕшсемех – чăмăрти пӳрнесем.

     – Пит аван, пурте пĕрле утăпăр – çывăх туссем пулăпăр.

     Çапла майпа сĕм тăлăх Алукка хăй тавра пысăк йыш пуçтарать. Акă вĕсем: икĕ алă тата вунă пӳрне. Пурĕ – вун икĕ тус. «Çакăн чухлĕ йышпа çавра тĕнчене те тепĕр майлă çавăрса хума пулать-иç, – тавçăрса илет Алукка. – Анчах та чи малтанах çак вун икĕ туса ĕçе хăнăхтармалла».

     Хайхисем çав кунах ĕçе хăнăхма тытăнаççĕ. Куллен-кун çĕнĕрен те çĕнĕ ĕçе вĕренеççĕ. Камăн мĕн те пулин тумалла – вун икĕ тус пулăшма пыраççĕ, камăн мĕн те пулин пăсăлать – вун икĕ тус тӳрлетсе параççĕ. Алуккан чапĕ кунсерен сарăлсах пырать. Ăна пурте Ылтăн алă тесе ят параççĕ.

     Чăнласа каласан, Алукка ман пата та килсе кайрĕ. Çак юмахсене çырма самаях пулăшрĕ.