Алфавит – асăма вит

Ыдарай (Васильев) Николай Васильевич

    

ТУПМАЛЛИ

 

Алфавит тата унпа усă курасси

 

Сасă паллисем:

 

А

Ă

Б

В

Г

Д

Е

Ё

Ĕ

Ж

3

И

Й

К

Л

М

Н

О

П

Р

С

Ç

Т

У

Ÿ

Ф

Х

Ц

Ч

Ш

Щ

Ъ

Ы

Ь

Э

Ю

Я

 

Явăш çынни – Николай Ыдарай

 

Ĕ

 

Алфавитри тăххăрмĕш сасă палли – Ĕ.

Ăна çĕнĕ çырулăха 1873 çулта кĕртнĕ, унччен Ĕ сасă палли вырăнне çемçетÿ паллипе (ь) усă курнă.

Вăл çапла вуланать: ĕĕ.

Вăл çапла çырăнать: (çырса кăтартмалла).

Ĕ çак вырăнсенче тĕл пулать:

сăмах пуçламăшĕнче: ĕлек, ĕмĕр, ĕмĕт, ĕне, ĕнер, ĕç, ĕçлев, ĕшенни, ĕшенÿ...

сăмах варринче: кĕве, кĕл, лĕпĕш, пĕлĕш, сĕт, çĕнни, çĕр, тĕс, тĕслĕх, хĕр, тĕтре, тĕрĕслев...

сăмах вĕçĕнче: вĕчĕ, пĕрчĕ, çĕрĕ, тĕрĕ, хĕрлĕ, хĕçĕ, чĕрĕ, чĕрнеллĕ, шĕшкĕ, шĕшлĕ...

Шÿтлевсем:

Ĕр-ĕр-ĕр, ĕрлетсе ан вĕр.

Ĕç-ĕç-ĕç, ĕç манса ан вĕç.

Çĕ-çĕ-çĕ, çĕр çĕмĕрсе ĕçлеççĕ.

Ытарлăхсем:

1. Ĕне хăçан вăхăта пĕлтерет? («Р» сас палли хушсан.

2. Ут хатĕрĕнче мĕнле выльăх ячĕ упранать? («Йĕнер» сăмахра «ĕне» сăмах упранать.)

3. Мĕнле сăмахра икĕ выльăх ячĕ юнашар пулĕ? («Якут» сăмахра ут (лаша) тата як (вăкăр) ячĕ юнашар.)

Ятарлăхсем:

Е пĕччен мар, ун хыçĕнче Ё тата Ĕ пур.

Ĕмĕрлĕх япала ĕмĕтре çеç пулма пултарать.

Ĕнерхи – ĕне хырăмĕнче, паянхи – патша аллинче, ыранхи – ырçа тĕпĕнче.

 

ĔЛĔКРЕХ

 

Ĕненĕш

 

Ĕлĕкрех

Ĕне пулнă сĕтлĕрех,

Хальтерех

Ĕнесем те чирлĕрех.

 

Ĕлĕкрех

Ĕнсе пулнă çирĕпрех,

Хальтерех

Ĕнсесем те çÿхерех.

 

Ĕлĕкрех

Курăк пулнă симĕсрех,

Хальтерех

Курăксем те тĕксĕмрех.

 

Ĕлĕкрех

Сывлăм пулнă сиплĕрех,

Хальтерех

Сывлăмсем те сивĕрех...

 

Ĕлĕкрех

Хĕвел пăхнă савăкрах,

Хальтерех

Хĕвел пăхать салхурах.

 

Ĕлĕкрех

Сăмах пулнă сумлăрах,

Хальтерех

Сăмахсем те сутлăхра.

 

ĔЛĔКЧĔ

 

Шÿтлев

 

Ĕлĕк чухне ĕлĕкчĕ –

Ĕнсе çинче çĕлĕкчĕ,

Ĕнсе çинче çĕлĕкчĕ –

Ĕненме çук çĕтĕкчĕ.

 

Ĕлĕк чухне ĕлĕкчĕ –

Ĕсĕклеме ирĕкчĕ,

Ĕсĕклеме ирĕкчĕ –

Ĕçкелеме хĕсĕкчĕ.

 

ĔНЕ

 

Йăлхав

 

Мухтанчăк Ĕне

Мунча кĕчĕ ĕнер,

Мунчаран тухсан

Пур вăйне пухса

Пуçларĕ ĕçме:

Ĕçет те ĕçет,

Ĕçет те ĕçет...

Чарăнчĕ ĕçме –

Пуçларĕ вĕçме.

Вĕçет те вĕçет,

Вĕçет те вĕçет...

Чарăнчĕ вĕçме –

Пуçларĕ ĕçме.

Ĕçет те ĕçет,

Ĕçет те ĕçет...

 

(Вĕçĕмсĕр)

 

ĔНЕ ĔÇĔ

 

Ĕнер тесе ĕнер мар,

Ĕнентерме çăмăл мар,

Ĕнчĕ куçлă пĕр ĕне

Ĕçпе кайнă ĕшнене.

 

Ачасем, халь ман сире

Пĕр ыйту парас шут пур.

Ĕне тусăн ĕшнере,

Калăр-халĕ, мĕн ĕç пур?

 

(Ĕне тусăн ĕшнере ешĕл курăк е çулçă çиес кăмăл пур.)

 

ĔШПĔЛ

 

Ĕшпĕл ятлă кайăк пур,

Ĕçлĕх çинчен юрри пур:

Ĕçле-ĕçле-ĕçлеçи,

Ĕçлемесен ан та çи!..

 

Ж

 

Алфавитри вуннăмĕш сасă палли — Ж.

Ăна чăваш çырулăхне 1933 çулта кĕртнĕ, унпа урăх чĕлхерен кĕнĕ сăмахсенче кăна усă кураççĕ.

Вăл çапла вуланать: жă.

Вăл çапла çырăнать: (çырса кăтартмалла).

Ж çак самантсенче тĕл пулать:

сăмах пуçламăшĕнче: жакет, Жанна, жилет, жираф, журнал...

сăмах варринче: абажур, боржоми, гражданин, дирижабль, бюджет, коржет, солъфеджио..

сăмах вĕçĕнче: ажиотаж, вернисаж, гараж, морж, Париж, саботаж, чертёж, монтаж, шантаж, этаж...

Шÿтлевсем:

Жа-жа-жа, Жанна кайрĕ гаража.

Же-же-же, Женя илчĕ протеже.

Жи-жи-жи, жилет кирлĕ терĕ Джим.

Жу-жу-жу, журнал çинче абажур.

Ытарлăхсем:

1. «Ж» çумне ахаль сăмах хушсан мĕн пулать? (Ятарлă комисси пулать. Ж + юри = жюри.)

2. Иван французла кам пулать? (Жан пулатъ.)

3. Якку французла мĕн ятлă? (Жак ятлă.)

Ятарлăхсем:

Жан-Жак Жаниковский – манăн тус.

Жозефина – Наполеон Бонапарт мăшăрĕ.

Жухрай – Н. Островский çырнă романти арçын ячĕ.

Жукин сын мĕн тени? (Нăрă ывăлĕ.)

 

ЖИРАФ

 

Жираф-жираф тенĕрен

Жираф паллă ĕлĕкрен.

Жираф вăрăм мăйлăскер,

Жираф питĕ çÿллĕскер.

 

Жираф (жирафа) – жирафсен йышне кĕрекен сĕтпе çăвăр çитĕнтерекен вăрăм кĕлеткеллĕ чĕр чун. Кÿлепи кĕске, мăйĕ вăрăм, мăй шăмми пур пĕрех çичĕ сыпăклă. Çÿллĕшĕ 5,5 метр, йывăрăшĕ 1000 кило таран. Урисем вăрăм пулнипе питĕ хăвăрт чупма пултарать. Амин те, аçин те пуç тÿпинче мăйракасем пур. Африкăра, саваннăра, пурăнаççĕ. Йывăç çулçи, уйрăммăнах акаци çулçине юратса çиеççĕ. Мăшăрпа пурăнаççĕ, пĕрер çура анчах ÿстереççĕ.

Жирафсем тĕсне пăхсан сарă хăмăр тĕслĕрех курăнаççĕ. Тирĕ саплăксенчен çыпăçтарса тунă пек курăнать.

 

ЖУРНАЛ

 

«Жу» çумĕнче «Р» пулсан –

Жур тесе çеç вулатпăр,

«Жур» хыçĕнче «нал» пулсан –

Журнал тесе вулатпăр

Журнал алла тытатăп,

Журнал çине куçлатăп.

Журнал çине çырнине

Жу-жу тесе вулатăп.

 

Журнал – вăхăтран вăхăт пичетленсе пыракан çыруллă ĕçсен пуххи. «Çилçунат» – шкул çулне çитнĕ чăваш ачисен журналĕ. «Тетте» – кĕçĕн çулхи чăваш ачисен выляса вĕренмелли журналĕ. «Тăван Атăл» – чăваш çыравçисен илемлĕ литература журналĕ. «Ялав» – чăваш çыравçисен илемлĕ хайлавĕсене пичетлекен журнал.

Журнал тесе ачасем мĕнле вĕреннине паллă туса пымалли ĕç кĕнекине те калаççĕ. Алă вĕççĕн çырса хатĕрленĕ сăвă-юрăсен пуххине те журнал теме пулать. Ун пек журналсене эсир хăвăр та вĕрентекенсем пулăшнипе çырса хатĕрлеме пултаратăр.

 

З

 

Алфавитри вунпĕрмĕш сасă палли – З.

Ăна чăваш çырулăхне 1933 çулта кĕртнĕ, унпа урăх чĕлхе рен кĕнĕ сăмахсенче кăна усă куратпăр.

Вăл çапла вуланать: зă.

Вăл çапла çырăнать: (çырса кăтартмалла).

З çак вырăнсенче тĕл пулать:

сăмах пуçламăшĕнче: завод, задача, зал, заметка, зебра, зубр, зубровка, зуммер...

сăмах варринче: азбуки, грузовик, резина, бензин, вокзал, мазут, озон, горизонт...

сăмах вĕçĕнче: газ, джаз, колхоз, совхоз...

Шÿтлевсем:

За-за-за, завхоз кайрĕ Кавказа.

Зе-зе-зе, Зеландире пур музей.

Зи-зи-зи, Зинуксен пур лимузин.

Зу-зу-зу, зубр ячĕ мар Мăрзук.

Ытарлăхсем:

Зебра хыçĕнче мĕн пур? (Икĕ тĕрле хурав: 1 – зебра хыçĕнче хÿри пур. 2 – «Зебра» сăмах вĕçĕнче «а» пур.)

Йăрăм тирлĕ лаша мĕн ятлă-ши? (Зебр е зебра.)

Шăлламас вăкăр мĕн ятлă? (Зубр.)

Ятарлăхсем:

Зубр – зуб (шăл) сăмахран пулса кайнă чĕр чун. (Шÿтле этимологи.)

Лимузин – çăмăл автомашина ячĕ.

Мăрзук – вырăслатса каланă кушак ячĕ.

 

ЗАВОД САССИ

 

Шÿт

 

Зав. калать:

Мĕн каласси,

Заводăн та пур сасси!

Зам. ыйтать кулса ытарлăн:

Завод сасси мĕн ятлă?

 

Шÿт явапĕ: Завод сасси – гудок.