Ал татмалла

Народное творчество

Ачасем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ. Ушкăнсем пĕр-пĕрне хи-рĕç тăраççĕ. Икĕ ушкăнЗнчи ачасем те хăйсен хушшинче ал-ран-алла тытăннă.

Пĕр ушкăнĕ юрă пуçлать:

Чечи-чечи чеччерина Минерук-синерук! Ах, тантăшăм Нинук, Кил-ха кунта выляма!

Юрланă май, хирĕç тăракан ушкăн умме утса çывхарать. Юрласа пĕтерсен, каялла чакса, хăйĕн малтанхи вырăннёх йышăнать..

Чĕннĕ хĕрача е арçын ача, хăй ушкăнĕнчен тухса, хыта чупса, чĕнекен ушкăнрисен картине пĕр тĕлтен татма тăрă-шать. Татсан, татнă тĕлти пĕр ачине хăйпе пĕрле хăйсен уш-кăнне илсе каять; татаймасан, хăй çак ушкăна юлать.

Унтан тепĕр ушкăнĕ кама та пулин чĕнсе юрлать. Çапла. икĕ ушкăнтан пĕринче пĕччен ача тăрса юличченех выляççĕ.