Алă чамăртани

Бурнаевский Валентин Григорьевич

    Чапаевпа Фурманов аэродрома çитсе çаврăнма шут тытрĕç.
— Ну, кайрăмăр, комиссар! — терĕ начдив.
Аэродромра вĕсене хайхи Степанов кĕтсе илчĕ. Вăл кĕске рапорт парсан, Чапаев ăна алă тытса саламларĕ. Василий Иванович летчик аллине, вăйсене виçнĕ пек, хытă-хытă чăмăртарĕ. Хăшĕ вăйлă? Летчик тÿпе çынни вĕт. Чапаев вара çĕр çынни çеç.
Акă летчиксен командирĕ шăнăрлă аллине, ăнсăртран вĕри шыва чиксе пĕçертнĕ пек, кăрт туртса илчĕ.
— Уф!.. Алă мар сирĕн — хĕскĕч! Хытă чăмăртатăр!— ал лаппине, вĕрсе илсе, вĕттĕн-вĕттĕн чĕтрентерсе силлерĕ вăл.
Начдив летчика хулпуççинчен юлташла çапса илчĕ:
—Тÿрленет, сывлăш хуçи! Ан тив, алă вăл чăмăртанипе кăна ыраттăр, çапăçура суранланнипе мар! — терĕ.