Ахрǎм

Кадкин Лев Кириллович

Тупаймăн чăтлăхра сана,
Уçланкăра кураймăн.
Чĕнетĕн илĕртсе кăна,
Хăваласа тытаймăн.
Камран таратăн эс таçта?
Килсем часрах! Килсемччĕ!
Эс хуравлан мана: «Ǎçта?
Килсем асрах, илтсемччĕ!»
Уя пымастăн, вăрманта
Санпа ман тĕл пуласчĕ.
Тухмастăн тăк ан чăрмантар,
Кăмпа-çырла пухасчĕ.
Чĕне-чĕне çĕтсессĕн сас
Тин шырама пăрахрăм.
Сан хыççăн мĕн тесе утас?
Сыв пул, пытанчăк Ахрăм!