АХ, КӲЛЛИ ТĂРĂЧЧĔ!

Ижендей Николай Петрович

Чуманкка иркӳлĕм яланхи йĕркепе ĕçе кайма хатĕрленчĕ. Вăл çултан юлас марччĕ-ха тесе ыраш улăмĕ хăпăл-хапăл çикелерĕ те ял варринчи Çавра кӳлĕ хĕррине кăмăл туличчен шыв ĕçме анчĕ. Анчах мĕн ку?.. Кӳлĕ çук. Такам ăна вăрласа кайнă. Астăвать-ха Чуманкка тиха чухнехине: амă-шĕпе пĕрле пĕррехинче ешĕл курăк çиме тухнăччĕ, кӳлĕ урлă чĕкеçсем вĕçнине сăнанăччĕ. Ах, кӳлли пысăкчĕ, аслă урам анлăшчĕ. Чĕкеç ун урлă вĕçнĕ чух шывне чăпăрт сыпатчĕ. Ах, кӳлли тăрăччĕ!.. Чĕкеç пĕчĕк чĕппине чăпăл туса илетчĕ, вĕтĕ-вĕтĕ хумсем кĕмĕл ункă хыватчĕç. Такам çавăн пек чаплă кӳлле вăрласа кайнă, пăтранчăк шыв кӳлленчĕкĕ çеç хăварнă.

Чуманкка мĕн тумаллине хăвăрт тавçăрса илчĕ – кӳлĕ çухални çинчен йĕрке хуралçине каласа памалла. Вăл çапла турĕ те.

Автан Çавра кӳлле шырама пуçларĕ. Аçта кăна çитмерĕ, камран кăна ыйтмарĕ пуль вăл хăйĕн таса тивĕçне пурнăçлас тесе. Анчах усси пулмарĕ – Çавра кӳлĕ тупăнмарĕ. Вара Автан ял хушшинче пуçне чиксе çӳрекен пулчĕ: намăсланчĕ, тарьюхтарсене куçран пăхма именчĕ. Хăйне çак инкекшĕн айăплăн туйрĕ. Кам та пулин ятлинччĕ хуть – çăмăлрах пулнă пулĕччĕ. Çук вĕт. Ăна пурте шанаççĕ. Вăл вара шанăçа тӳрре кăлараймарĕ – урам сарлакăш кӳлле тупаймарĕ. Ку намăса курнă хыççăн Автан йĕрке хуралçинче ĕçлеме пултараймасть. Вăл, çуначĕсене уснăскер, картишĕнчи чи тĕттĕм кĕтесе лăпчăнчĕ те шухăша путрĕ.

Çак кунран пуçласа тарьюхтарсем шăршлă кӳлленчĕкри пăтранчăк шыва ĕçсе кун кунларĕç, пурнăçа сыпăнтарчĕç, вĕсен туслăх карти те аркана пуçларĕ.