Ак мĕнле эп пысăккă!

Волкова Мария Андреевна


    Ирхине ир вăранатăп,
Хăвăрт-хăвăрт тумланатăп,
Аттепе пĕрле тухатăп,
Физзарядка эп тăватăп,
Музыка янранă майăн
Атте утать сулăмлăн.
Эп унран тăрса юлма-и?
– Ярса пусăп çăмăллăн.
Хам сывлатăп вăрăммăн,
Сарăлать ман кăкăрăм.
Ак мĕнле эп пысăккă!

Эп, анне ĕçе кайсассăн,
Пÿлĕмре йăлт пуçтаратăп:
Чашăк-тирĕке хавассăн
Ăшă шывпала çăватăп,
Сакка шăлса тасатса,
Кавир тухса силлетĕп.
Унтан çăкăр тураса,
Чăх-чĕпсене чĕнетĕп.
Хăвалатăп автанне –
Вăл ан сăхтăр чĕпсене.
Ак мĕнле эп пысăккă!

Каçхине, апат çаксассăн,
Пахчаран пултран тататăп.
Пултăран шăрши тухсассăн,
Эпĕ питĕ юрататăп.
Шурă сĕт кăштах ярсассăн,
Çăмарта та лăкасан,
Ытларах хăйма юрсассăн,
Яшка пулать пит аван.
Çинĕ чух эп шавламастăп,
Янах тăрăх та тăкмастăп.
Ак мĕнле эп пысăккă!