Агитатор

Бурнаевский Валентин Григорьевич


    Чапаев авиаотряд командирне чĕнсе илсе ĕç хушрĕ.

— Васкавлă ĕç пур, Александр Михайлович,— терĕ вăл Степанова.— Кил-ха кунтарах.

Василий Иванович, çамки çине пĕрчĕн-пĕрчĕн лăп выртакан сайра çÿçлĕ пуçне пĕшкĕртсе, йĕп пек шĕвĕртнĕ кăранташĕпе карттă çине кăтартрĕ:

— Шуррисем çак вырăнта каçă тунă. Аркатас пулать ăна! Пĕр-ик бомба çитет.— Чапаев сĕтел çине пĕтĕм кĕлеткипе тĕренсе тăнă çĕртен пуçне ялт! каçăртрĕ.

— Ыйту пур-и?

— Бомбăсем çук, Василь Иваныч!.. Шăхрантан та пулин хуть сирпĕтмелли хатĕрсем çаплах илсе килеймерĕç!

— Эх, эсир!..— кăранташне сĕтел çине печĕ начдив.— Бензин мурĕсем!..

Чапаев, кĕтмен хыпара илтнипе тарăхса кайнăскер, авиаотряд командирĕ çине шăтарас пек пăхрĕ. Пăсăрлантарма пуçларĕ.

— Бомба çук пулсан, мĕн тума кирлĕ эсир мана?! Бомбăсем çук пулсан... разведкăна кайăр! Çавăнта хуть усси пултăр!

Сасартăк Демьян Бедный килсе кĕчĕ. Сăран пиншак тăхăннă. Пуçĕнче сăран карттус. Çумĕнче — сăран сумка. Мĕн каласси пур: чăн-чăн политкомиссар! Сăмси айĕнче, пÿрне пусмалăх хăварнă пĕчĕк лаптăк çинче, пролетари поэтне танлă сăн кĕртекен мăйăх хуралса тăрать. Пĕр шутласан, ăна хырса пăрахма юри манса кайнă пекех туйăиать.

Начдивпа паллă юптаруçă-сăвăç пĕрне-пĕри алă тытса саламларĕç. Пĕр-пĕрне вĕсем, юри ăмăртнă пек, хытă-хытă чăмăртарĕç.

— Поэт алли мар. Тимĕрçĕ алли!—терĕ Чапаев, сывлăш çавăрса янă май çиллине аранах ирттерсе.

— Алăран пăшал вĕçертмен пирки вăл!— кăкăр çумĕнчи кĕсйинчен кăранташ кăларса кăтартрĕ Бедный.

— Ну, мĕнле хыпар? — ыйтрĕ Чапаев, тÿрех кирлĕ ĕççине куçса.

— Хыпар?.. Ан васкат, ан васкат! Пирĕн ĕçре васкатни усă кÿмест. Тăхта! — хаклă минутсене юри çухатма тăрăшнă пек, сăран сумкине хырăмĕ çинерех шутарчĕ те чĕнне хывмасăрах сĕтел çине тĕрентерчĕ, аллине шала чиксе ярса, пăтрата пуçларĕ.

— Мĕн унта сан? — поэт темскер шахвăртнине сисрĕ начдив.

Демьян Бедный чĕнмерĕ. Сумкинчи хучĕсене çаплах айăн-çийĕн çавăрттарчĕ, урлă-пирлĕ ухтарчĕ. Хитре мар сăмахсем каласа вăрçанçи турĕ.

— «Хут мурĕ!.. Митяй хăраххи! Ку тата пĕртте салтак пек мар! Пулать те-çке çын» — шухăшларĕ Чапаев Демьян Бедный çинчен. Юлашкинчен тÿсеймерĕ, сасăпах: «Хăвăртрах!» — терĕ.

—Тупăнчĕ! Акă! —поэт вăшт туртса кăларчĕ пĕр фотоÿкерчĕк.— Паçăрах команда памаллаччĕ. Эс те çав!..

—Мĕн ку? — Чапаев сăн ÿкерчĕкне туртса илчĕ те тĕлĕнсех кайрĕ. Пăхать: унта икĕ начдив тăраççĕ. Пĕри, картузли,— Сергей Захаров, тепри, пуçĕ çине папаха лартни,— Чапаев хăй. Вĕсен хыçĕнче — вагон картлашкинчен анакан Демьян Бедный поэт.

— Аçта ÿкернĕ?.. Кам? — кăсăкланчĕ начдив, тÿрех çемçелсе.

— Ун пирки ан ыйт.

— Апла-тăк куна мана пар!

— Халь мар, кайран. Кÿр, кÿр!..— Чапаев «тăна» кĕрсе çитиччен поэт ÿкерчĕке илчĕ те каялла сумка ăшне персе чикрĕ.

—Халь ĕнтĕ ĕç пирки калаçма пултарăпăр. Эпĕ Тăваттамĕш Çар политотделĕнчен утмăл килограмм листовка илсе килтĕм. Пурĕ — çирĕм çыхă. Вĕсенче, вырăсла çырнисенче, кашнинчех ман сăвăсем пур. Листовкăсем — нумай, тĕрки-тĕркипе. Тутар-чăваш чĕлхипе те сахал мар.

—Юрать. Пурте вулаччăр. Тăшман çарĕнче те тĕрлĕ халăх пур!.. Тав сана. Вăхăтра илсе килтĕн,— савăнчĕ Чапаев. Аякра мар тăракан Степанов çине вăл ăшшăн пăхса илчĕ. Вара икĕ пÿрне вĕçне сăтăрттарса, тетте-пăшалпа пенĕ евĕр, питĕ ăстан шаклаттарнă сасă кăларчĕ те авиаци командирне хăй патне пыма паллă пачĕ.

— Ĕç пур тесе каларăм вĕт сана! — йăл кулса ячĕ вăл.— Бомбăсем çук пулсан, халех агитатор пул: тăшман çарне кайса листовкăсем салат! Ыранах!