Адмирал мундирĕ

Бурнаевский Валентин Григорьевич


    

ТУПМАЛЛИ

 

Юнга

Адмирал мундирĕ

Тинĕс служби

Тинĕс госпиталĕнче

Документ

 

ЮНГА

 

Калав

 

Юнгăсен шкулĕнчен вĕренсе тухсан, Сергее тинĕс службине ирттерме торпеднăй катер çине ячĕç.

Юнга! Чи юратнă, чи янăравлă, чи илĕртӳллĕ сăмах вăл Сергейшăн. Мĕншĕн тесен юнгăсем – ĕмĕртенпех кĕрешӳпе çыхăннă пулас моряксем. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем яланах хаваслă, уçă кăмăллă, пуçа усса çӳреме юратман çынсем.

Тӳлеккĕн тĕлĕрекен тинĕсре çил кăларакан катер хăйне кура мар-мĕн: пур карапран та вăл хăвăртрах ишет. Мăн крейсер-миноносецсемпе танлаштарсан, ăна шăна çеç темелле. Çапах та вăл шултра карапсемшĕн калама çук хăрушă, – ара, унăн торпедăсем пур-çке-ха. Хăйне вара, çĕр çирĕм çухрăм хăвăртлăхпа çиçкĕнсе çӳрекенскере, часах тĕл тивертеймĕн. Ансăртран капкăна лекес-тăвас пулсан та, вăл, тĕтĕм чаршавĕ кăларса, пăркалана-пăркалана, алăранах вĕçерĕнетех.

Çапла ĕнтĕ, катер тăшманăн самай пысăк çар карапĕсенех инкек кăтартма пултарать. Кирек хăш миноносеца та çăмăллăнах тинĕс тĕпне ăсатма вăй çитерет. Кирлех-тĕк линкортан та шикленме вăл, ăна та хытах сиен тăвĕ. Хăйне вара ик-виç граната çыххи те аркатма пултарать – тĕл кăна лектĕр.

Катер командирĕ те, катерĕ пекех, çивĕчскер, пăравурскер. Лара-тăра пĕлмест, вăр-вар çеç çӳрет. Пит-куçран та шутсăр хаяр сăнлă. Сергей ăна ирĕксĕрех катер вичкĕнлĕхĕпе танлаштарать.

Пин те тăхăрçĕр хĕрĕх тăваттăмĕш çулхине çуркунне Балтикăра ытла та ир килчĕ. Çыран хĕрринчи пăрсем катăла-катăла йăшăл хускалчĕç те тинĕс варринелле юхса кайрĕç. Часах вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕсе пăрсенчен шăлса тасатакан пилĕк баллă çурçĕр çилĕ вĕре пуçларĕ. Тинех ĕнтĕ карапсене чун кĕчĕ. Тӳлек çанталăкра лĕнчĕр усăннă ялавсем, çил туртса карăнтарнă хыççăн, çатăлтатса вĕлкĕшме тытăнчĕç.

Пĕррехинче çапла, хĕвеле тĕтре хупласа илнĕ кун, çивĕч катер тинĕсĕн ирĕклĕ ытамне ярăнса тухрĕ те, ахаль те каçăр сăмсине тата çӳлерех каçăртса, командир кăтартнă çулпа «сунара» вĕçтерчĕ. Метеор пек, питĕ хăвăрттăн вирхĕнсе иртекен çакнашкал катерсене ахальтен мар пуль ĕнтĕ «тинĕс кавалерийĕ» тенĕ.

Ирĕке çеç кăмăллакан шухă хумсем, вĕçĕмсĕр шĕпĕл-шĕпĕл сасă кăларса, пĕрне-пĕри çăтти-çатти çупкаларĕç, мамăк шерепе ярса чĕвен тăчĕç. Совет катерĕ тăшмана хирме кайнишĕн савăнса чăлтти-чалтти сиккелерĕç, каçăрăла-каçăрăла илчĕç. Вара пĕрхĕнсе сирпĕнекен кăтра тăрнашкисемпе бортăн хурçă хӳми çумне сĕртĕнсе юлчĕç.

Умра виç-тăват кабельтовран аякри кимĕн те палăрмасть. Акă транспорт кӳлепи курăнса кайрĕ. Юрать-ха, çанталăк тĕтреллĕ. Уяр пулсан, тăшман хăй патнелле çывхаракан катера паçăрах асăрхаса илетче.

Пĕчĕк карап, ăнăçлă çаврăнăç туса, транспорта пĕтермелли çул çине тухрĕ. Çак ĕçе тăвакан командир торпедăна кăларса ямалли прибор рычагне хăй еннелле туртрĕ.

Тĕллĕ залп! Торпеда карапа шăп та лăп вăта çĕртен лекрĕ. Хăватлă шартлату хыççăн куçа шартарса яракан хăрушă пушар çĕкленчĕ: вут-çулăм, тимĕр татăкĕсем, карап пайĕсем, пĕр-пĕринпе пĕрлешсе кайса, пĕлĕтелле сирпĕнчĕç.

Тăшман конвоирĕсем, вăта çĕртен çурмалла хуçăлса путакан транспорта пăрахса, каялла çаврăнчĕç, анчах тарса ÿкеймерĕç. Вĕсене кĕçех пирĕн самолетсем хуса çитрĕç. Пуçсăрланса тапăнакан катера тавăрас шутпа çăхан пек вĕçсе килнĕ юнкерс, хура хĕреслĕ çунаттисене сарса, хÿрине чăнк тăратса, тинĕсе тирĕнчĕ.

Тĕтре сирĕлсен, çут инçет янках курăнчĕ. Хĕвел те курăнса кайрĕ. Этем юнĕпе куççульне çăтса чыхăннă çĕр çине вăл тараватлăн пăхрĕ. Тĕнче уçлăхĕнчи тĕрлĕ сывлăш сийĕ витĕр сăрăхтарса, хăйĕн ăшшине манерсĕр тăкрĕ.

Çыран çывăхрах-мĕн: çар приказне пурнăçласа çĕнтерӳпе таврăнакан пĕчĕк катера кĕçех нимĕç батарейисем куç хыврĕç. Ун тавралла часах, «ши-и, ух!» туса, снарядсем çурăлма тапратрĕç, çиллес минăсем чуна шăнтса ярасла шăхăрма тытăнчĕç. Шыва çине-çинех сăхакан вилĕм чăмăрккисенчен катер ниçта кайса кĕреймест. Темиçе хăлаç çӳллĕш сикекен фонтансем йĕри-тавра вилĕм ташши ташлаççĕ.

Юнга пулемет турелĕ патĕнче тăрать. Ку унăн чи кăмăлланă вырăнĕ. Шыв сирпĕнчĕкĕсем пите çапăнса ыраттарниие, çунтарса илнĕ пекех ӳте вĕтелентернине пăхмасăр: «Снаряд – бортăн сылтăм енче! Снаряд – корма хыçĕнче!» – тесе, мотор шавне çĕнтерме пикенсех, Сергей командира тăшман снарячĕсем ăçта ӳксе пынине кăшкăра-кăшкăра пĕлтерет. Юнга пурне те асăрхама ĕлкĕрет.

Курсне пĕрехмай улăштаракан катер тĕлли-паллисĕр аташса çӳренĕн туйăнать, анчах çак хăтлану йăлтах командир чееленнинчен килет. Карапа кукăр-макăр çÿретсе вăл сăхă тăшман прицелне арпаштарать. Унсăрăн батарейăсем катера тахçанах тивертмелле ĕнтĕ. Этем кăмăлне, çын хушниие, ксмандир аллине итлекен катер, шиклĕхе ăнланнă пек, пĕтĕм кÿлепипе çÿçенсе чĕтренет.

Акă снаряд командир рубкине çĕмĕрчĕ. Сергей хутланса илчĕ, сывлăшĕ пӳлĕннипе сывлайми пулчĕ. Унтан пуçне çĕклерĕ: «Ăçта командир? Чĕрĕ-и вăл?»

Тавах турра! Мичман малтанхи пекех штурвал патĕнче-мĕн. Юнга чĕрине вара хаваслăх юхăмĕ ăшăтса ячĕ. Çамрăк моряк хăйне пысăк ăраскаллă çын пек туйрĕ.

Катер çаплах аçа-çиçĕмĕн вирхĕнет. Рубкăн ишĕлмесĕр юлнă пайĕнче çăлтăр ӳкерсе хунă. Ун варринчи йăмăх хĕрлĕ сăрпа сăрланă «5» паллă вутлăн-хĕмлĕн йăлкăшать. Сергей ыранах унта çĕнĕ цифра «6» çырса хурĕ: вĕсем паян фашистсен транспортне путарнине пурте пĕлччĕр.

«Вилĕм зонинчен» тухсанах катерниксем снарядсем шăтарнă вырăнсене питĕрчĕç. Сергей шутланă тăрăх, пурĕ вунă шăтăк ытла иккен.

Юнга çак çапăçура пĕрремĕш хут юн курчĕ. Юн, ӳт тăрăх çинçе йĕр хăварса, командирăн сулахай çаннинчен тумларĕ. Сергей, хăй пăлханнине палăртас мар тесе, чĕлхине çыртрĕ. Çапах та вăл, васкасах пулăшу памалли санитарнăй пакета тупса, мичман кительне хыврĕ, унăн суранне бинтпа çыхрĕ.

Катер ăнланмалла мар çаврăнăç турĕ. Мĕн пулчĕ-ши?

Эй, моторист! – кăшкăрчĕ командир.

Юнга тӳрех мотор отсекне чăмрĕ. Пăхать – моторист выртать. Чĕп-чĕр юн. Сергей урайне кукленсе ларчĕ. Тимĕр урайĕнче выртакан моториста стена çумне таянтарса лартрĕ. Ача аллисене çăмăллăн вылятса хăвăрт-хăвăрт ĕçлерĕ. Юн каякан вырăна йодпа пĕçертрĕ. Мамăк хурса, марльăпа çыхрĕ.

Шухă юнга эсĕ. Маттур! Эпĕ пĕлменччĕ сана! – ырларĕ моторист. Юнга суранлă çын сăмахне тăнласа та çитереймерĕ, сасартăк мотор коллекторĕнчен, тем пысăкăш резина сприндов-кăран чăртлаттарнă евĕр, шыв пĕрхĕмĕ тапса тухрĕ. Юнга мотора та снаряд ванчăкĕ сиенленине тавçăрчĕ. Коллектор вырăнтан сикнсрен кирлĕ вырăна ларми пулнă.

Катер пĕтет вĕт капла! – шартах сикрĕ Сергей.

Шытв мотор отсекне куç умĕнчех сарăлчĕ. Ку шăтăка пăкăламасăр хăварсан, пĕчĕк карап шыв çинче вăрахчен тытăнса тăраймĕ.

Тинĕс çыннисем кирек темле инкекре те тавçăрулăха çухатмаççĕ. Сергейăн вилĕме хăюллăн хирĕç тăрас, ăна çĕнтерес хастарлăх вăранчĕ, анчах алă айĕнче шар кăтартакан шăтăка питĕрмелли пластырь тупăнмарĕ. Çамрăк ача вара ним шухăшласа тăмасăр, катер чипер ишнĕ çĕртех чарăнасран шикленсе, шыв пĕрхĕнсе юхакан шăтăка кăкăрĕпе хупларĕ. Шыв таппи ачана чышса каялла чакарма пикенчĕ. Юнга çаплах тăчĕ, ăна парăнмарĕ. Айккине те пăрăнмарĕ.

Хăватлă пĕрхĕм ӳте мăка çĕçĕпе каснă пек ыраттарчĕ, пĕрре шăнтрĕ, тепре вĕрилентерсе ячĕ. Çапах ачана çĕнтереймерĕ. Юнга пĕтĕм çанçурăм, пĕтĕм ал-ура шăнăрĕсене хĕлĕх пек карăнтарса хытарчĕ. Ун чĕри, тӳсме хистенĕ пек, «чăт, чăт, чăт!» тесе тапрĕ. Акă пĕчĕк матрос куçне хупрĕ, аллисемпе темле тимĕрсенчен çатăрласа тытрĕ. Кăштах вăй хушăннăи туйăнчĕ. Тăнлавра, хăлха шăтăкĕнче темле сасă, пĕчĕк шăнкăрав пек, чин-чин-чин туса янрарĕ.

Сергей çав-çавах мотор пайĕнчен уйрăлмарĕ. Сывă юлнисенчен кам та пулин килессе кĕтрĕ.

Юлашкиичен вăл, ним туйми пулса, тăнне çухатрĕ. Суранланнă командир снаряд ванчăкне пула вырăнтан кăлт сиксе куçнă коллектора майланине те, шыв кĕрекен шăтăка темскерпе питĕрнине те юнга сисмесĕр юлчĕ.

Хĕвел анас умĕн сасартăк таçтан муртан тăшман самолечĕ хăлат пек явăнса тухрĕ. Вăл темиçе хут катер тĕлĕпе вĕçсе иртрĕ. Сăнарĕ. Унтан тӳрех аялалла ярăнса анчĕ те бомба пăрахрĕ, бомби катер çывăхнех ӳкрĕ. Тăван çырана çитес ĕмĕтпе малалла чавкăнакан катер чĕвен тăнă майлах сăмсипе çĕкленсе илчĕ, бомба айĕнчен ывтăннă хăватлă хума борчĕпе тайăлса ăсрĕ, сăмсипе-хӳрипе каялла-маялла чикĕнчĕ. Мичман палуба çине çирĕплетсе лартнă пĕчĕк калибрлă тупă патне ыткăнчĕ, унта пĕрре-иккĕ сиксе çитнĕччĕ кăна – тĕшĕрĕлсе анчĕ. Хăйĕн юлашки бомбипе те сиен тăвайман самолет, юлашкинчен, пулемечĕпе тĕрлеттерчĕ, карап командирĕн кунçулне татрĕ.

Юнга каç сулхăнĕнче тин тăна кĕчĕ. Уçă сывлăшра хăйне ĕнтĕркенĕ пек туйрĕ. Сĕр-сĕр! чĕтренсе илчĕ. Вăл, куçне уçса, пин-пин ахах çăлтăр сапса тухнă тÿпенелле пăха пуçларĕ. Хĕвел паçăрах кун çутинчен пытаннă пулин те, каçĕ тĕттĕм мар.

Кун каçипе тӳпе чаршавĕ хыçĕнче тĕлĕрнĕ çăлтăрсем каçхи вăййа пуçтарăннă. Уйăхĕ ватă каччă пек кукшаланнă. Çапах та хĕр-çăлтăрсем ăна юрама тăрăшнăн, илĕртӳллĕн куç хĕсеççĕ. Кирек хăшне суйла. Анчах уйăхĕ мăн кăмăллă иккен-ха. Чун илĕртмĕш пикесене йăлăнтарасшăн пек, вырăнĕнчен хăнк та сикмест. Çĕр çинчи çынсем курасран шикленет-вăтанать ĕнтĕ вăл. «Çур çĕр иртсе кайтăр-ха, кăнтăрла курнăçăпăр!» — тенĕнех хăрах пичĕпе йăл кулса пăхать куç хĕсекенсем çине кукша каччă.

Юнга чакăр куçлă çăлтăрсене сăнанă май рубка çине ӳкернĕ çăлтăра аса илчĕ: «Пĕлесчĕ, хĕрлĕ çăлтăрсем пилĕкшер йӳплĕ пулсан, уйăхĕ миçе йӳплĕ-ши? Вăл та хăйне кура çăлтăр-çке». Ача ура çине тăма пикенчĕ — пултараймарĕ: ăна бинтпа çыхса пĕтĕрнĕ-мĕн. Аллине те тӳрех хускатаймарĕ вăл, хул калакки сурса ыратрĕ.

Сергей хăй аманнине ăнланчĕ. Командир ăна паçăр темскер калани халĕ тĕлĕкри пек çеç туйăнчĕ. «Эпĕ сана кун пекех маттур тесе шутламанччĕ. Пултаратăн! Эсĕ, Сережа, Александр Матросов пек паттăр пултăн! Тавтапуçах сана, çамрăк тусăм. Эсĕ çăлтăн катера. Эсĕ ху чăн-чăн моряк, флот çынни пулнине кăтартрăн! Тинĕс çыннисем ĕçе яланах тĕплĕ тăваççĕ!» — ăшшăн каланăччĕ мичман куçне уçнă Сергее.

Юнга аранах ура çине тăчĕ. Пуçĕ ун сĕрĕм тивнĕ чухнехи пек тĕлкĕшсе, тăнлав тĕлĕнчен хĕстерсе ыратать. Куçĕсем вăйсăррăн кураççĕ. Куç тымарĕсем те, татăлса кайнă пек, туртса сураççĕ.

Вăл унталла-кунталла çаврăнса пăхкаларĕ, анчах юлташĕсене курма пултараймарĕ. Ăçта-ши вĕсем? Акă çамрăк моряк, уринчен урине аран ирттерсе, рулевой урлă каçрĕ. Куçĕ хуралса килчĕ. Умра – тепĕр виле. Хăрах аллипе бескозырка кăшăлне тытнă вăл. Ăна çил тăпăлтарса ан илтĕр тесе пулас, ылтăн якăрлă хăйăвăн хăрах вĕçнĕ шăлĕпе çатăрласа çыртнă.

Çăмăл тупă патĕнче катер командирĕ сывламасăр выртать. Ылханлă çăхана тĕллесе пеме ĕлкĕреймерĕ. Тепĕр тесен ун пулемет çывăхĕнчĕ тăмаллаччĕ. Пĕрер черет кăларнă пулсан та, тăшман хăйне çунтарнине тӳсейместчĕ. Бомбисене ăçта кирлĕ унта пăрахкалатчĕ те – тасалатчĕ. Лере вара ун экипажĕ, хĕрлисен карапне путартăмăр тесе, пурпĕрех суятчĕ. Пĕр-пĕр тимĕр хĕрес илме тивĕç пулатчĕ.

Карапăн пĕтĕм экипажĕ пĕтнĕ. Тăватă çынран пĕри те чĕрĕ юлман. Моторист та – сывламасть.

Юнга – пĕр-пĕччен. Халĕ карап шăпи пĕр унран çеç килет. Анчах мĕн тума пĕлĕ-ши Сергей? Вăл моторист та, рулевой та мар вĕт-ха. Чăннипе илсен, матрос та мар вăл — юнга кăна!

Юрать-ха, Сергей унччен пуринпе те интересленнĕ, пурне те пĕлме тăрăшнă. Катер çине килнĕренпе вăл рулевой патĕнчен те, çаннисене чавси таран тавăрса янă вараланчăк робăллă моторист патĕнчен те хăпма пĕлмен. Ăна сăнанă, куна куçланă. Куç тĕлне пулнине вăл йăлтах асăрхама тăрăшнă.

Юнгăна темле вăй кĕнĕ пек пулчĕ. Унра темле шанчăк çуралчĕ. Шикленесси те майĕпен иртсе кайрĕ. Вăл ĕнтĕ çар карапĕпе пĕр-пĕчченçи хуçалана пуçларĕ. Мотора хута ячĕ, руль умне тăчĕ. Ывăннă пек пулсан, лара-лара канчĕ. Çапах аптраса укмерĕ.

Катера тĕрĕс пек туйăнакан çулпа тытрĕ. Карттăсăрах! Чуххăмăн! Тăван çĕршыва мĕнле каймаллине чĕри хăех пĕлет тейĕн. Чĕре туйăмĕ, чĕре сисĕмĕ сана суймасть. Порта çитĕ-çитех вăл, мотора ĕçлеттерме горючи кăна пултăр.

***

Пирсри тинĕс хуралçи каç сĕмлĕхĕнче инçетрен çывхарса килекеп пăнчă пысăкăш карапа тăнран кайса тинкерет.

Мĕнле коробка-ши ку? Эккей! Çак самантра карап-мĕн килесси паллă марччĕ-çке? Расписанире те çук, – куç илмесĕр шухăшлать часовой. Чĕрине шиклĕ туйăмсем те тытса илеççĕ. – Тепĕртаках çывăхарĕ те, ак, торпеда кăларса ярĕ. Пирсран арканчăк акчах юлĕ. Пĕл вара кайран вăл камне. Тӳрех часовоя айăплĕç. «Хуралçă куçĕ ăçта пулнă!» – тейĕç.

Сăнавçă хурал пунктне халь-халь тапса сикме хатĕр, анчах çапах-ха ăна темле вăй тытса чарать. Вăл хăй ăнланма пултарайман япала çинчен ыттисене пĕлтерме васкамасть.

«Мĕнле шуйттанла карап ку? Çулне сулахаярах тытасчĕ хуть. Чим-ха, ара, сасси те çук мар-и унăн? Хм, тĕлĕнмелле!.. Кĕсменçĕсен вăйĕпе çывхармасть пулĕ-çке? – пăшăрханса шутлать матрос, рулевойсăрах ишсе килекен тĕлĕнтермĕш суднона сăнанă май. – Çулне сулахаярах тытасчĕ. Ашăх вырăн вĕт унта. Мачти... Мачти тата, мĕншĕн-ха вăл ялавсăр? Мĕншĕн çутăсăр? Унта темиçе тĕслĕ лампа çунма кирлĕ-çке? Е тĕттĕмленсе çитмен-ха, тесе çутман-и? Хальхинчен тĕттĕмрех пулмасть ĕнтĕ. Рубкинче те никам та курăнмасть. Унта командирпа рулевой пулма кирлĕ!.. Иллюминаторĕсем мĕншĕн çутă мар тата? Е кубриксенче те ламписене сӳнтернĕ-и?..»

Пирс хуралçи, тĕлĕннипе шак хытса, катера куçран вĕçертмесĕр сăнать. Дежурнăя пĕлтерес тивĕçе те манса кайнă тейĕн.

Вăрах вăхăт иртсен, тӳлеккĕн тĕлĕрекен тинĕсĕн юлхавлă хумĕсем шăтса пĕтнĕ карапа çыран хĕррине илсе çитерчĕç. Унăн, ытти карапсем пек, троспа çыхăнма кнехт умне кăна чарăнмаллаччĕ, анчах вăл апла тумарĕ, темиçе утăм малалла шуса кайрĕ. Хайхискер, ерипен-ерипен шăвăнса, бетонран тунă стена çумие хуллен перĕнчĕ те енчен енне тайăлса илчĕ. Карап стенине чул-бетон сĕртĕнсе сиенлесрен, сăрне шăйăрса вистесрен, «кранец» текен япала пăрахакан та пулмарĕ. Часовой карапран çырана кам та пулин тухса рапорт е хушу парасса кĕтни кăлăхах пулчĕ.

Пăшаллă хуралçăн çак карапа пĕр-пĕччен тĕрĕслеме хăюлăхĕ çитеймерĕ. Вăл палуба çинче выртакансене асăрхарĕ-ха, анчах сăмах чĕнме шиклекчĕ.

Пирс хуралçи кĕçех караульнăйне пĕлтерчĕ.

Вуннăн ытла чупса çитрĕç. Командирпа матроссем нимрен кăкармасăрах пирс стени çумĕнче тытăнса тăракан торпедник çине, пăшалĕсене кĕç-вĕç персе яма хатĕр тытса, ыткăнса хăпарчĕç. Матроссен тепĕр ушкăнĕ пирс хĕррине тăрса юлчĕ.

Мĕнле крейсер ку? Е дредноут-и? – калаçса илчĕç «крейсер» çине кĕрсе кайнисем. Унтан çĕмрĕк рубка патне çитрĕç, анчах люкран кĕмерĕç.

Эй!.. Кам пур шалта? Çӳле хăпарăр!

Хуравлани илтĕнмерĕ.

Пирс хуралçисем хăлхисене люк çумне тытса итлерĕç – карап «хырăмĕнчен» сас-хура пулмарĕ. Юлашкинчен тинех моряксем торпеднăй катер «чунсăррине» туйса илчĕç те ансăр трап тăрăх хăюллăнах аялалла анчĕç. Тĕттĕмре нимĕн те курăнмасть. Офицер кĕсъе хунарĕпе çутатрĕ. Ура айĕнче – виле иккен. Палуба çинче те – вилесем. Моряксем кашни катерникех хунарпа çутатса пăхрĕç. Уйăрса илме çук: хăшне-пĕрне палланă пек те, палламан пек те. Çурма тĕттĕмре ăçтан çийĕнчех уйăрса илĕн? Çапăçура вилнĕ çын сăнран йăлтах улшăнать-çке-ха. Урайĕнче унта та кунта юн кĕвĕлсе ларнă.

Аптранăскерсем, юлашкинчен, моторист ĕçлекен машина уйрăмне кĕчĕç. Унта тинех халсăрланса кайнă юнга хутланса ларнине асăрхарĕç. Вĕсем вара карап кам тăрăшнипе кунта çитнине ăнланчĕç.

Юлашкинчен эпĕ çакна каласшăн: çар карапне çапăçу «хирĕнчен» киле пĕр-пĕчченçи илсе çитерекен Сергее каярахпа (ӳссе çитсен, юнга çулĕнчен тухсан) катер командирĕ туса хучĕç. Манăн çар служби вара шăпах вăрçă вăхăтĕнчи юнга ертсе пынă катер çинче иртрĕ.