АЧАСЕН САДĔНЧЕ

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Атте ĕçлет заводра,

Анне ĕçлет станцăра.

Эпĕ куллен ирхине

Каяп ачасен садне.

Уçă сывлăш таврара,

Çĕнĕ пушмак урара;

Утап эпĕ васкаса,

Тухап Тури Çĕнкаса.

Умра шурă пысăк çурт,

Кунĕн-çĕрĕн хăй çап-çут:

Хĕвел вылять кăнтăрла,

Ильич лампи – каçпала.

Çурт умĕнче, пахчара,

Ача-пăча вăйăра.

Хăшĕ хăйăр купалать, –

Кĕтмен çĕртен сăрт пулать.

Çитет акă кăнтăрла,

Вăхăт – апат тумалла.

Унтан кăштах выртмалла,

Ыйхă тутлă – канмалла.

Хĕвел анма пуçласан,

Атте килет заводран.

Вăл çула май çак çурта

Кĕрет ялан ман пата.

Эпĕ аттепе пĕрле

Хăвăрт утап килелле.

Садра мĕн-мĕн тунине

Калас килет аннене.