Ачалăх пахчи

Шевлеби Роза Ивановна

    

ТУПМАЛЛИ

 

Çăкăр чĕлли

Марук кушак нянькăра

Тунсăх

Икĕ асанне

Юрату юрри

Йытă куççулĕ

Кушак аçи

Кану кунĕсем

Максим юратăвĕ

Пурнăç шкулĕ

Хурав

Телейсĕр чăх

Ан васкăр-ха!

Чи паха парне

Чун-чĕре юрри

Ачалăх пахчи

Асаилӳ сукмакĕ

Тăван ялăм, савнă ялăм

Чечек çыххи

 

Çăкăр чĕлли

 

МАРУК КУШАК НЯНЬКĂРА

 

Çуртри çынсем пурте ку кушака паллатчĕç. Марук тесе чĕнетчĕç. Ăслă кушакчĕ. Хамăр çуртри çынсенчен хăрамастчĕ. Марук пурнăçĕнчи чи пысăк йывăрлăх вăл – хваттер алăкĕ çинчи шăнкăрав патне ури çитменниччĕ. Марук хăй хваттерĕн алăкĕ патне пырса тăратчĕ те иртсе пыракан кӳрше куçран пăхса, каллĕ-маллĕ чупкаласа, алăк çинчи шăнкăрава пусса хуçисене вăл киле килни çинчен пĕлтерме ыйтатчĕ. Пирĕн çуртра пурăнакансем пурте çакна хăнăхнăччĕ ĕнтĕ.

Каллех уçаймастăн-и алăкна? Пулăшмалла-и?

Çапла калаçа-калаçа эпĕ те ялан Марука пулăшаттăм. Килĕнче никам та çукки те пулкалатчĕ. Ун чух вара çынпа калаçнă пек ăна ăнлантарса параттăм:

Килӳнте никам та çук. Кĕтмелле пулать. Килĕç-ха, ан пăлхан. Марук вара эпĕ каланине ăнланнăнах алăк çумнерех майлашăнса ларатчĕ те лăпланатчĕ.

Çакна эпĕ кушак хуйхи теттĕм.

Çук иккен. Çын хуйхи çынна курăнмасть. Кушак хуйхи те пире курăнмасть иккен.

Пĕррехинче Марук мана акă мĕн каласа пачĕ. Кушак каласа параймасть, тетĕр-и? Йăнăшатăр. Кушак темĕн çинчен те каласа пама пултарать. Ăна куçран тинкеререх пăхăр та ăнланма тăрăшăр. Чĕрчун çеç мар, кашни япала темĕн çинчен те каласа пама пултарать.

Марук манпа калаçассин сăлтавĕ çапла пулчĕ.

Ĕçрен таврăннă чухне Марука куртăм. Çуртăн аялти хутĕнче, кăриторта, кĕтесре Марук выртать. Ун çывăхĕнче – виçĕ çăвăр, пирĕн Марук ачашшăн мăрлатать, çак çăвăрсене хăй патне чĕнет. Лешсем вара алхасса тĕрлĕ еннелле чупкалаççĕ, Марука пачах та итлемеççĕ. Эпĕ чарăнса тăтăм, Марук çине пăхса илтĕм. Кушак ман енне пăхмасть те. Нумай та вăхăт иртмерĕ, путвалтан самай пысăк кушак тухрĕ. Тухса ĕлкĕрчĕ кăна – çăвăрсем ăна хупăрласа илчĕç, хупăрласа илчĕç, ураран ӳкерчĕç, ĕмме пикенчĕç (ӳкерчĕç тени тĕрĕсех те мар пулĕ те, мĕншĕн тесен кушакĕ те мăрлаткаласа аякĕ çине выртма васкарĕ). Эпĕ нимĕн те ăнланаймарăм, Марук çине тинкерсе пăхрăм. Кушак вара мана акă мĕн каласа пачĕ. Каласа панине çырсах хурас, терĕм.

Асăрхарăм-ха, эсĕ нимĕн те ăнланмарăн. Ку çурасем манăн пулĕ терĕн-и? Çук çав... Эпĕ те чи телейлĕ амăшĕччĕ. Манăн та виçĕ çăвăрччĕ. Çĕрле çуралчĕç те ир пуласса аран кĕтсе илтĕм. Хăвăртрах хуçасене кăтартса савăнтарас килчĕ. Хуçасем чăн та савăнчĕç, çăвăрăмсене алла илчĕç, ачашларĕç, хăйсем хушшинче тем калаçрĕç.

Тепĕр кунтан картишне тухса кĕрем-ха, терĕм. Тус-юлташăмсене çĕнĕ хыпарпа савăнтарас, терĕм. Çак кун манăн пурнăçри чи хурлăхлă кун пулчĕ: эпĕ киле таврăннă çĕре хуçасем килтеччĕ, анчах манăн чĕппемсем вырăнта çукчĕ. Хыпăнса ӳкрĕм, хваттерĕн кашни пулĕмне кĕре-кĕре пăхрăм, пăхман кĕтес те хăвармарăм... Çук, ачамсене тупаймарăм. (Марук ăмсанса та хурланса тепĕр кушак еннелле пăхрĕ, çăвăрĕсем ачашлана-ачашлана амăшне ĕмнине сăнарĕ.)

Хуçасем сĕтел хушшинче ларатчĕç, апат çиетчĕç. Вĕсем патне пытăм. мĕн пулса иртнине ăнланма тăрăшрăм. Хуçасем ним пулман пекех хавассăн кулса калаçрĕç, мана та тутлă апат парса йăпатма тăрăшрĕç. Апат шухăшĕ пуçра та çук. «Чĕппĕмсем, чĕппĕмсем ăçта?!» – тесе кăшкăрас килчĕ. Хуçасене куçран пăхса çак ыйтăва патăм. Çук, хурав пулмарĕ. Хуçасем ĕçе пуçтарăнчĕç. Манăн та килте юлас килмерĕ. Эпĕ те вĕсемпе пĕрле тухрăм. Çав тери ачамсене кĕçех каллех çумра курассине шанас килчĕ. Сĕт тулнипе те аптраса çитнĕччĕ хам. Ĕмĕртесчĕ, ачашласчĕ чĕппĕмсене!..

Çак шухăшсемпе хуçасем хыççăн хваттертен тухрăм. Хуçасем васкасах урамалла кайреç.

Епле-ха капла? Ăçта çухалчĕç пулать-ха чĕппĕмсем? Ăçта?.. Васкамасăр иккĕмĕш хутран пĕрремĕш хута анса путвал алăкĕ умĕнче чарăнса тăтăм.

Паллана шăршă... Чĕппĕмсем мар-ши?

Тĕлĕнсех кайрăм. Путвал алăкĕ айĕнчен виçĕ çăвăр йăваланса тухрĕç те ман çине шăтарасла пăха-пăха кĕтессе тĕршĕнчĕç. Калаçа-калаçа çăвăрсем патне çывхартăм. Çук. Манăн ачамсем мар кусем... Апла пулин те... Урама та тухас кăмăл çук. Пĕчĕкскерсем темшĕн амăшĕсĕр. Тен, такам кӳрентерĕ... Çук, вĕсен çумĕнчех пулас.

Сĕт тулли, утма та йывăр.

Килĕр, килĕр ман пата, тутлă сĕтпе хăналăп!..

Çук. Çывăха та пырасшăн мар. Хăраççĕ. Хăйсем выçă, пăхсах паллă. Мăрлата-мăрлата. ачаш юррăма юрла-юрла вĕсен çывăхнех пытăм, аяккăн выртса сĕтĕмпе хăналанма чĕнтĕм. Çук. Шухăшламаççĕ те. Пĕр-пĕринпе айкашса выляса йăваланаççĕ, ман çине асăрхануллăн пăхаççĕ.

Кунĕпе çак çăвăрсене хуралларăм. Амăшĕ каç енне сулăнсан çеç çăвăрĕсем патне таврăнчĕ.

Малтанласа эпĕ хумхантăм: амăшĕ тарăхса, хăйĕн çăвăрĕсене тивесрен хăраса мана сивлемĕ-ши? Çук. Ман енне юлхавлăн пăхса илчĕ те, пĕрре те мана кăмăлламаннине кăтартмарĕ.

Хуçасем ĕçрен таврăнсан тепре киле кĕтĕм – ачамсем çукахчĕ. Ăш çуннине путарас тесе каллех хваттертен тухрăм...

Киле кĕрес те килместчĕ. Çăвăрăмсем кĕç-вĕç путвал алăк айĕнчен çак кушак çăвăрĕсемпе пĕрле йăваланса тухассăн туйăнатчĕ.

Халĕ те çаплах. Кунĕпе ют кушак çăвăрĕсене хураллатăп. Амăшĕ кунĕпех таçта çӳрет...

Пилдлкмĕш хутра пурăнакан пĕчĕк хĕрача иртсе кайнă чухне ялан манран кулать:

 

Мурка в няньки записалась,

Мурка в няньки нанялась...

 

Те хăй шутласа кăларнă ĕнтĕ çак сăвва?

Çук, эпе ăна çапла сăвă каласа манран кулнăшăн пĕрре те çиленместĕп. Ара, сăввинче калани пĕтĕмпех тĕрĕс те...

Кушак куçĕсене мăч-мăч тутарчĕ, унăн пысăк куçĕсем куççульпе тулнăнах туйăнчĕç мана. Хăй пурпĕрех çав ют çăвăрсене сăнасах тăчĕ: кирлĕ пулсан, темле йыт-качкаран та хăй пурнăçне шеллемесĕрех вĕсене хӳтĕлеме хатĕр...

«Ун пекки пулман, кăна пĕтĕмпех шутласа кăларнă»,– тетĕр пуль-ха эсир çакна вуласан. Çук, эпĕ нимĕн те шухăшласа кăларман, пĕтĕмпех мĕн илтнине çеç çырса кăтартнă. Ара, хăвăрах шухашлăр-ха, Марук мана пурнăçĕ çинчен хăй каласа паман пулсан, çакна эпĕ ăçтан пĕлеттĕм-ха? Ăнлантăр-и çакна?.. Эпĕ нимĕн те шухăшласа кăларман, хам мĕскер илтнĕ, çавна кăна çырса кăтартрăм.

Мĕскер? Халĕ те эсир кушак çакăн пеккине каласа пама пултараймасть, тетĕр-и? Тĕрĕс мар шухăшлатăр! Кушакта хăй пурнăçĕ çинчен, куртăр ĕнтĕ, темен те каласа пама пултарать.

Мурка в няньки записалась,

Мурка в няньки нанялась...

 

ТУНСĂХ

 

Марук кушак каласа пани тата тепĕр тĕлпулăва аса илтерчĕ. Итлер-ха, мĕн каласа парать Ваçук кушак – ват кушак:

«Çынсем питĕ калаçма юратаççĕ. Тем тĕрлĕ сӳпĕлтетеççĕ вара хăш-пĕр чухне. Итлетĕп те – тĕлĕнетĕп. Эпир, кушаксем, ытларах шухăш шухăшлатпăр. Çынсенчен çавăнпа уйăрăлса тăратпăр. Ларатăп та вара çемçе диван çине. шухăш шухăшла-шухăшла хуçа ĕçрен килнине те асăрхамастăп.

Хуçа, терĕм те... Пирĕн, кушаксен, хуçи пур-çке. Çынсем вĕсем хăйсене хăйсем хуçа. Мĕн тăвас тенĕ çавна тăваççĕ, ăçта каяс тенĕ çавăнта каяççĕ. Мĕн çиес тенĕ çавна çиеççĕ.

Хуçа, терĕм те... Пирĕн, кушаксен, хуçисем пире урăх çынна парнелеме те, килтен кăларса яма та пултараççĕ. Пĕрре те çăмăл мар кушак пурнăçĕ. Çынсем вара хăш чухне пĕр-пĕрне ăмсанса: «Кушак пурнăçĕ вĕт унăн, кушак пек пурăнать вăл», – теççĕ. Çав çынсене кушак пурнăçĕпе пурăнтарса курасчĕ!..

Хуçа, терĕм те...

Манăн хам ĕмĕрте иккĕмĕш хуçа...

Малтанхи хуçа манăн çинçе саслă, вăрăм çивĕтлĕ, юрлама та ташлама юратакан пĕчĕк хĕрачаччĕ. Епле туслăччĕ эпир унпа!.. Хĕрачан амăшĕ пурччĕ. Вăл та мана юрататчĕ. Манăн хамăн çемçе вырăн пурччĕ. Пурĕпĕр манăн хуçан амăшĕ çывăрса кайсан хуçа çумне утиял айне кĕрсе выртаттăм. Тĕлĕнмелле ырă тĕлĕксем кураттăм...

Телейлĕччĕ эпĕ. Телейлĕ кунсен юххин вĕçĕ-хĕрри те курăнмастчĕ.

Манăн ялан выляс килетчĕ. Теттесем те пурччĕ, анчах теттесемпе сахал выляттăм. Мечĕке йăвантара-йăвантара пӳлĕмрен пӳлĕме чупаттăм. Хуçа та ман хыçран чупатчĕ, хаваслăн кулатчĕ, мечĕке туртса илме хăтланса вăрçтаратчĕ. Тахçанхи хавас кунсем халĕ те куç умĕнчех... Çав аса-илӳсемпе пурăнатăп та ĕнтĕ... Мĕншĕн апла калатăн, тетĕр-и?

Халĕ манăн иккĕмĕш хуçа... Урăх хваттерте пурăнатăп... Эпĕ хамăн шухăша шухăшла-шухăшла çĕнĕ хуçана сăнатăп. Ку хуçа манăн ватă, пĕччен пурăнакан хĕрарăм. Паян ун патне тус-юлташсем хăнана килннĕ. И-и-и... калаçаççĕ те калаçаççĕ, пĕрре те çăварĕсене хупмаççĕ. Эпир, кушаксем, çавнашкал калаçса йăлăхтарас пулсан, çынсем мĕн тунă пулĕччĕç-ши? Тем çинчен те калаçаççĕ. Акă, ман çинчен те сăмах тапратрĕç.

Ара, санăн кушак çукчĕ-çке...

Çукчĕ те – халĕ пур.

Аçтан тупрăн ку ватă кушака? Çăвăр илмеллеччĕ пĕреххут.

Çăвăр илес кăмăл пулман. Хам пек ватти ытларах килĕшет. Килĕштеретпĕр эпир манăн хам пек ватă тусăмпа – Ваçук кушакпа.

...Килĕштеретпĕр... Халĕ килĕштеретпĕр пулĕ ĕнтĕ. Ăçта кайса кĕрес... Пĕлесчĕ кинемин манăн малтанхи кунсенчи йывăр шухăшсене, ăш çуннă самантсем яланлăхах асăмра юлаççĕ пулĕ...

Çавах та, ăçтан тупса килнĕ вара эсĕ ку ватăскерне?

Тупман, ку — парне. Пĕлĕшсен çемйинче çĕнĕ кайăк çуралнă. Çамрăккисем кушак усрасшăн мар, тет. Ваçук кушака мана парнелерĕç. Ăслă кушак вăл. Тирпейлĕ. Сĕтел çине кармашмасть. Эпĕ ăна питĕ юрататăп. Икĕ ватă пĕр-пĕрин чунне йăпатса пурăнатпăр çапла.

Парнеленĕ иккен... Калатăп-çке, çынсем пире парнелеме те пултараççĕ тесе... Вĕсен ачине мĕнпе сиен кутĕм-ши?.. Чунтан юратса аякран çеç сăнаттăм. Вăл çывăрнă вăхăтра ун кравачĕ айне пырса лараттăм, хураллаттăм. Ача сас парсанах килти çынсене ача вăраннине пĕлтерме васкаттăм... Мĕнле юраймарăм-ши...

Урама кăларатăн-и вара?

Кив хуçисем патĕнче тухса çӳремен, эпĕ урама тухма чармастăп.

Чармастăп... Чарăттăн пулĕ те-ха... Ун чухне алăк уçăласса хуралласа лартăм. Алăк уçăлчĕ кăна – çиçĕм пек тухса вирхĕнтĕм. Малтанхн хуçасем патнех каяс тенĕччĕ. Халиччен урама тухса çӳременскер, хула шавĕнчен хăрарăм пулмалла, мана ку çурта илсе килнĕ çула тупас шанчăка çухатрăм. Каç пулса çитсен хальхи хуçа алăкне килсе чăрмаларăм – хуçа савăнса кĕтсе илчĕ, мана пĕчĕк ачана ачашланă пек темĕн тĕрлĕ ачашларĕ, тутлă апат çитерчĕ. Кайран каллех мана алла илчĕ те диван çине ларса, мана ачашла-ачашла телевизор курма пикенчĕ. Тем курмаллиех çукчĕ: çапăçаççĕ, кăшкăрашаççĕ... Хăйсем эпир çынсем, теççĕ. Кушаксем те аплах алхасмаççĕ. Эпĕ вара хуçа аллинче ыйăха путнă (кунĕпе урамра çӳресе ывăннă та, шăннă та ĕнтĕ. Çамрăк та мар-çке). Тĕлĕк те курнă. Каллех малтанхи хуçасем патĕнче пек... Мĕншĕн кăна çакнашкал тĕлĕксем курăнаççĕ-ши?.. Кăмăла хуçаççĕ.

Манăн ватă кинеми кăмăллă, эпĕ ăна хисеплетĕп. Манăн ăна çиленме сăлтавĕ çук. Шеллетĕп те тата ăна: ачисем таçта çакăнтах пурăнаççĕ, анчах килсе çӳремеççĕ. Хăш чух вăл кулянать, йĕрсе те пăхать. Эпĕ ун пек чухне ун çумне сĕртĕнсе мăрлататăп. Вара унăн кăмăлĕ çаврăнать, алла кĕнеке илет, куçлăхне тăхăнать – вулама тытăнать. Çав куçлăх тăхăннине тӳсме пултараймастăп. Хуçа мана пысăк куçлă тискер кайăк пек туйăнать. Эпĕ вăл куçлăх тăхăнсанах чĕвен тăратăп та урапа çапа-çапа хывса пăрахма тăрăшатăп. Кинеми вара кула-кула куçлăхне хывса хурать, калаçа-калаçа мана ачашлать. Çапла йăпанса пурăнатпăр икĕ ватă...

Пурĕпĕр тĕлĕкре час-часах малтанхи хуçасем патĕнче пулатăп...

Çапла вĕçлерĕ ватă кушак аçи Ваçук хăйĕн шухăша яракан калавне.

 

ИКĔ АСАННЕ

 

(Пурнăçран илнĕ ӳкерчĕк)

 

Атăл çийĕ тĕкĕр пек. Хумĕсем çырана çапăнса шавламаççĕ, ачашшăн çывхарса тем-тем ăшă сăмах калаççĕ, тейĕн. Çак илем ытамĕнче кашниех хăйне телейлĕ туять ĕнтĕ. Эпĕ те телейлĕ...

Сасартăк ача сасси илтĕнсе каять. Хытă, тарăхса кăшкăрать вăл:

Дура ты! Старая дура! И мама так говорит!..

Пĕр пилĕк çулсенчи арçын ача иккен. Эпĕ пĕлекен çемьеренех. Асламăшне ача çак сăмахсемпе çапать те çапать... Хамăн ачасем асламăшне епле çупăрласа юратни, епле ун çумĕнче ачашланни куç умне тухрĕ. Ку çеç те мар. Сисмесĕрех хам ачалăха та вĕçсе таврăнтăм.

Мĕн ачаран асанне-кукамай çумĕнче пурăнакан ачасене чи телейлисем тесе шутлаттăм. Эпĕ вара шăллăм-йăмăксемшĕн амăшĕ те, асламăшĕ те, кукамăшĕ те пулнă... Кукамайăм манăн питĕ ир çĕре кĕнĕ, асанне... Асаннене çав тери курас килетчĕ...

Асаннӳ салам каласа ячĕ, – терĕ пĕррехинче анне.

Вăл ăçта пурăнать? – хаваслансах кайрăм эпĕ.

Хулара.

Ăçта-ха вăл хулара?

Анне темшĕн питĕ уçăмлах хуравласшăн маррине туйрăм. Сăлтавĕ пурччĕ çав. Тăван атте эпĕ çулталăкра чухнех çĕре книне, манăн хальхи атте тăван маррине пĕлеттĕм. Анне вара асанне тăванĕсемпе, асаннепе хутшăнтарасшăнах марччĕ пулĕ. Аттене кӳрентерес мар, тенĕ-ши?

Çавах та, ăçта пурăнать-ха вăл асанне? – çинех тăтăм эпĕ?

Кĕпер çумĕнче. Вĕсен çурчĕ кĕпертен аякра мар...

Арă, хулара тем чухлĕ кĕпер. Пысăкки те, пĕчĕкки те... Анчах аннене тек ыйту памалла маррине ăнлантăм.

Çулсем иртрĕç... Шкултан та вĕренсе тухрăм. Аслă шкулта та вĕренме пуçларăм. Асаннене курас килни капланса пычĕ. Сăрт çинчен кустарса янă юр чăмăркки пекех. Асаннене тупатăпах, пурпĕрех шыраса тупатăп. Ыранах.

Çак çу кунĕ яланах асра. Шăрăхчĕ. Пачах çил вĕрмест. Çулçăсем ӳкерчĕк çинчи пек, пĕр сиккеленми вырăнта тăраççĕ. Эпĕ вара хула тăрăх утатăп. Кашни кĕпер çывăхĕнчи çурта кĕрсе тухатăп, асаннене шыратăп. Юлашки кĕпер юлсан, шанчăкăм çухалчĕ. Хула тăрăх ута-ута асаннене шырани ахалех, иккен, терĕм. Çавах та юлашки çуртсем, юлашки кĕпер çумĕнчи çуртсем патнелле йăваш шанчăка пухса утрăм.

Картишне кĕтĕм, çенĕк алăк хăлăпне туртса пăхрăм. Шалтан питĕрнĕ, иккен. Хăюсăррăн шаккарăм.

Алăка самаях ватă кинеми уçрĕ. Тĕлĕнмелле тимлĕн пăхрĕ... Сăмах та хушса ĕлкĕреймерĕм. Ман еннелле туртăнчĕ...

Эсир манăн асанне-и? - кĕтмен çĕртен тухса кайрĕ чунтан тухакан сасă. Асанне мана çулталăкранпа курман-çке... Халĕ эпĕ вунсакăр çулта. Мĕншĕн çапла тимлĕн пăхрĕ-ха вăл? Палланă çын çине пăхнă пек. Е ывăлĕн сăнне аса илтертĕм-ши?

Асанне пĕр сăмах хушмасăр мана хăйĕн ĕçпе пиçĕхнĕ аллисемпе ыталаса илчĕ, çаплах сăмах хушмасăр, эпĕ ăнсăртран ун куçĕ умĕнчен çухаласран хăранă пек, ытамĕнчен вĕçертмесĕр, çумлă утса, çурта илсе кĕчĕ. Асаннен пĕркеленчĕк пичĕсем тăрăх куççуль юхатчĕ...

Кӳршĕсен кантăкĕсенче тахçанах çутă сӳннĕччĕ. Эпир асаннепе калаçрăмăр та калаçрăмăр. 17 çул курман-çке пĕр-пĕрне! Эпĕ ялан чунтан асанне патне ăнтăлнă. Аттен сăнӳкерчĕкĕсем, аттепе аннен çамрăк чухнехи хавас сăнĕсем – курманни-калаçманни те юлмарĕ пулĕ. Пирĕн тĕлпулу ăнсăртран пĕвеленсе ларнă пысăк юханшыв пĕвине татса кайнă саманчĕ пек пулчĕ.

Вăхăт иртнĕçемĕн асанне лăпланчĕ. Вăл кăмăллăн кула-кула калаçрĕ... Калаçать-калаçать те, шухăша кайса, ман çинчен куçне илмесĕр пăхса ларать.

Çак кунтан пуçласа эпир асаннепе тăтăшах тĕлпулма пуçларăмăр. Анчах анне те, атте те пирĕн тĕлпулусем çинчен пĕлместчĕç.

Асанне мана, вунсаккăрти хĕре, çаплах пĕчĕккĕ пек куратчĕ-ши?.. Çывăрма ялан асаннепе çывăраттăмăр. Çывăраттăмăр, тетĕп. Эпĕ кăна ача ыйхипе çывăраттăм пулĕ. Асанне вара çывăрмастчĕ пулĕ. Пĕчĕк ачана ачашланă пек çурăмран ачашлатчĕ. Ачашлать-ачашлать те ассăн сывласа илет. Мĕнле шухăшсем хĕвĕшетчĕç-ши асанне пуçĕнче...

Çыран хĕрринче, илем ытамĕнче шухăша путнăскер, каллех ача сассине илтсе чĕтренсе илтĕм:

Дура ты! Старая дура!

 

ЮРАТУ ЮРРИ

 

Шкулта аслă классенче вĕренекенсем хушшинче юрату çинчен диспут ирттермен çул пулман пулĕ. Кашни вунçичче çитнĕ ачашăн çак юрату ыратăвĕ чи йывăр, нихăш кĕнекере те вуласа хурав тупмалла мар ыйту лартать. Çамрăк чун вара çак ыйту çине хурав тупмасан тек малалла пурнăç çулĕпе утма та хăюллăх пухаймасть тейĕн. Хумханать, хурав шырать, йăнăшасран хăрать. Кашни диспут ирттерессин сăлтавĕ те çавăнта ĕнтĕ.

Шкулти диспут йĕркине хăнăхнă эпĕ: пĕр-пĕрне лайăх пĕлекен вĕренекенсем, пурте пĕр çулхисем...

Ку диспут – шкулти диспут мар... Çамрăксемпе пĕрле юрату çинчен калаçакансем – тĕрлĕ çулхи çынсем, общежитире пурăнакан çамрăксен хăнисем: тахăшин аппăшĕ, тепри – пиччĕшĕ пулĕ; пухăннисем хушшинче ватă кинеми те пур.

Юрату тĕшшине тупаççех пулĕ хальхинче ку маттур хĕр-каччăсем:

Мĕн вăл юрату?.. Пирĕн атте-аннесем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те юрату çинчен пĕрре кăна сăмах тапратман пулĕ, анчах ку таврана çитсе те никам та вĕçне-хĕрне çитеймен-ха. Калаçатпăр-калаçатпăр та пурнăçĕ урăхлапырса çапать те юратăвĕ урăх тумпа тухса тăрать. Юрату пуррине ĕненместĕп. Паян пĕр хĕр килĕшет,ыран – пачах урăххи...

Каччă сăмахĕсене хирĕçлесе пĕр вунçиччĕ-вунсаккăрти вăрăм çивĕтлĕ тăпăл-тăпăл чиперкке сăмах хушрĕ:

Чăннипех юратса курман çын çеç çапла калаçма пултарать. Çăмăлттайлăх кăна сан сăмахусенче. Чăн юрату пур вăл. Кĕнекесенче кăна мар, пурнăçра та. Акă пирĕн кӳршĕри Анук аппа. Ватăлнă ĕнтĕ вăл халĕ. Унăн тантăшĕсем пурте тахçанах асанне-кукамай пулнă. «Вăрçăра вилнĕ юратăвне кĕтсех ĕмĕрне ĕмĕрлерĕ. – тет пирĕн анне, пайтах чипер каччăсем ун патне хăтана килнĕ, никама та кăмăлламарĕ» – тет. Аннепе туслă вĕсем. Аннене арчари туприсене кăтартнине астăватăп-ха: савнийĕ валли икĕ кĕпе тĕрлесе хунă, хăйне валли – туй кĕпи, пĕркенчĕк хатĕрлесе хунă пулнă. Ман шутпа ку чăн юрату. Анук аппа юратнă, юратăвне сутман. Паян – пĕри, ыран – тепри тесе шухăшламан.

Тавлашăва ытларах хĕрсем хутшăнарах параççĕ:

Юрататăн – мĕншĕн иккенне пĕлместĕн... Усал-и, хитре-и... Пурĕпĕр юрататăн... Çапла-ши?

Пирĕн ял хĕрĕ качча тухрĕ. Вера. Каччи те хамăр енчиех. Петя ятлă. Хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ сĕре хирĕç пулчĕ: ачи шухă, чипер мар. Хĕрсем ăна килĕштерсех каймастчĕç. Ара, ытларах та шӳтлетчĕ вăл, шӳчĕпе йăлăхтарса çитеретчĕ.

Вера вара Петяна мухтаса çеç тăрать. Петяран лайăххи çĕр çинче урăх пулас çук, тет. Хитрипе мĕн тăвас, пурнăç тума чунĕ хитри кирлĕ, тет...

Пĕрин хыççăн тепри самах калать, юрату юррие хăй кĕввипе юрлать:

Эпĕ çакна каласшăн. Юрату çынна улăштарать. Телейлĕ юрату çыннăн сăнне те, чунне те чиперлетет, çунат парнелет. Хуравсăр юрату – инкек кӳрет, çынна хавшатать, вăйне илет, пурнăç илемне тĕксĕмлетет.

Ман шутпа юрату вăл асамлă вăй. Кашни çыннăнах ырă енĕ те, усалли те пур. Анчах çынна ырри-усаллине пăхса юратмастăн-çке. Юрататăн – мĕншĕнне те пĕлместĕн.

Асамлă пулĕ, мĕншĕн тесен асамлă вăй парать. Анчах пĕр хĕр те ӳрĕк-сӳрĕк, ĕçсе-çапкаланса çӳрекен çине хăрах куçĕпе те пăхмасть.

Диспута ертсе пыраканĕ – çамрăксен тусĕ те, вĕрентекенĕ те – хисеплĕ Ольга Васильевна. Тимлĕ итлет, çамрăксене хавхалантарса пырать.

Каччисем те хĕрсенчен юласшăн мар. Пĕрин хыççăн тепри сăмах хушаççĕ, тавлашăва хĕрӳллентерсе пыраççĕ:

Чăнах та – мĕн-ха вăл юрату... Кӳршĕре, калăпăр, чиперкке пурăнать. Чăн та чипер: сăнĕпе те, ĕçĕпе те. Çав хĕре кăна юратса пăрахмалла ĕнтĕ. Çук. Таçта çул çинче калаçкаласа пынă та пĕр хĕрпе, çавна юратса пăрахнă...

Тĕлĕнмелле вăл юрату текен туйăмран. Çывăххнне, пĕлнине юратмастăн, халиччен пĕлменнине вара самантрах кăмăлласа пăрахма пултаратăн, каярах, çывăхрах пĕлсен – чун сивĕнесси те пулать. Юрату вăл маншăн таçта аякра курăнакан çутă пек. Çав çутă çывхарасран хăратăи та.

Мĕнле кăна янăрамарĕ пулĕ çамрăксен юрату юрри-кĕвви. Çивĕч куçлă та кăмăллă каччă Ольга Васильевна енне çаврăнчĕ:

Ольга Васильевна, хăвăр çинчен каласа парăр: мĕн вал сирĕншĕн юрату? Пур-и вăл юрату?

Ватăраххисене те юрату çинчен юрлаттарас тетĕр-и? Юрату юрри, тусăмсем, тĕрлĕ пулать... Манăн юратăвăн – хăйĕн юрри пулнă. Çапла, пулнă. Иртни çинчен калама çăмăлрах. Вăхăт шăвать, вăхăт темĕнле сурана та сиплет.

Чăнласах та юрататтăм эпĕ ăна, савнă мăшăрăма. Вăл та мана юратнине чунтанах шанаттăм. Анчах пĕчĕк ывăлăм çур çула çитсе пынă вăхăтра манăн савнă мăшăрăм палламалла мар улшăнса кайрĕ. «Эсĕ мана нихăçан та юратман, мана пăхмастăн», – терĕ. «Йăнăшрăм», – терĕ. Каçару ыйтам пекки турĕ. Юлашкинчен чи кирлине каларĕ: урăххине юратать иккен, хăйĕнчен кăшт çамрăкраххине... Хамăр кăна пурăнаттăмăр. Кунĕпе пĕчченех ачапа аппаланаттăм. Апат ларса çиме те вăхăт çитместчĕ. Çамрăк пулнă, вĕрентекен те пулман. Упăшка ĕçрен килсен хăйне пăхтарасшăнччĕ. Ывăлăм çумне кĕвĕçнĕнех туйăнатчĕ. Çав тери йывăр пулчĕ çак самантра. Пурăнас та килместчĕ. Пĕчĕк ывăлăм çине пăхаттăм та йĕреттĕм. Ывăлăм куçран тинкеретчĕ, кулса кăкăрĕнчен тухакан сасăпа кăвакарчăн пек кăлтăртататчĕ. Мана лăплантарас тесе тем-тем сăмах каланăнах туйăнатчĕ.

Пĕтĕм вăя пухса çапла хам юратăвăмпа сывпуллашрăм. «Чипер кай, телейлĕ пул, тек ан йăнăш», – терĕм. Вăхăтлăха килнĕ хăна пек тухса кайрĕ ман юратăвăм.

Çапла çирĕм çул та иртрĕ, ывăлăм çитĕнчĕ... Пĕррехинче киле темĕнле палламан сасă, арçын сасси, телефонпа шăнкăравлать. Мана шырать иккен. Пульницаран. Васкаса калаçмалли пур, тет. Телефонпа калаçмалли япала мар, тет. Хăйне ăçта тĕл пулмаллине каларĕ. Васкасах кайрăм. Мана çап-çутă çамкаллă, çаврака пит-куçлă арçын хăй кабинечĕ умĕнче кĕтсе илчĕ. Аслă тухтăрĕ иккен.

Кĕскен каласан, ман юратнă мăшăрăм хăй пурнăçĕнче ĕмĕрĕпех чи-чи юратнине шыранă иккен. Çапла сисмесĕрех тăваттăмĕш арăма çитнĕ, тăваттăмĕшĕ те чи юратни пулман-ши, унпа та мирлĕ пурăнайман. Ĕçке ернĕ. Юлашкинчен инкеке лекнĕ – ӳсĕрскер машина айне пулса вилнĕ. Вилнĕ – пытармалла, пытараканĕ çук. Тăватă арăмран йĕркелесе юлашки çула ăсатаканĕ эпĕ пултăм. Çапла вара юратăвăмпа тата тепĕр хут сывпуллашрăм...

Ольга Васильевна юлашки сăмахĕсене каларĕ те шухăша путрĕ. Юрать-ха хĕрсем маттур, сăмах хушмасăр лармаççĕ:

Ольга Васильевна, эпĕ хаваслăрах юрату çинчен каласа парасшăн. Итлеме кăмăл пур-и?.. Пирĕн асаттепе асанне ватă ĕнтĕ, анчах вĕсем халĕ те çамрăк, тин кăна пĕр-пĕрне юратса пăрахнă мăшăр пек. Вĕсем пĕр-пĕринпе шăкăлтатса калаçаççĕ, нихăçан та вĕсен çăварĕнчен сив сăмах тухнине илтмен. Асатте вара асаннене чечек парнелеме те, унта кунта çула тухсан парне илсе килсе пама та манмасть. Каçарăр та, нумай пулмасть иккĕшĕ чуп тунине асăрхарăм. Кулса пĕтрĕм. Вĕсем пĕр-пĕрне юратаççех, паллах...

Хĕр сăмахĕсем Ольга Васильевнăн телейсĕр юрату çинчен каланă сăмахĕсене сирчĕç, пӳлĕмре ларакансем хушшинчен тахăшĕ пикенсех кинеми юрату çинчен мĕн каласса пĕлесшĕн пулчĕ, кинемине сăмах парасшăн пулчĕ.

Ара, мăнукăм патне килсе курам-ха, терĕм: мĕнле ĕçлет, мĕнле пурăнать. Ак хайхи, вĕсем кунта юрату шыраççĕ иккен, – куланçи пулчĕ кинеми. Куланçи пулчĕ те шухăшлăн малалла сăмахне тăсрĕ: – Юрату пулмасăр, ачамсем. Юратусăр пурнăç пулмĕ. Çынна юратакан çын хăй юратăвне тупатех. Юратма пĕлмен çын çимĕç паман йывăç пек. Пехил сире, ачамсем, телейлĕ пулăр.

Çамрăк каччă ура çине тăчĕ:

Пĕррехпнче урампа иртсе пыратăп. Ман умра икĕ чипер тумлă çамрăк хĕрарăм утса пыраççĕ. Хытă калаçаççĕ. Итлес мар тесен те вĕсен сăмахĕсем хăлхана кĕреççĕ:

Çапла укçашăн сутăнма пултаратăн-и?

Ытлашши укçа çурăмран тапмасть, теççĕ-и? Пурнăçра çын артист, ялан мĕнле те пулин роль вылять. Эпĕ вара хальхи вăхăтра пурнăç сцени çинче юратса пăрахнă хĕрарăм... (кулать) Юрататăп, юратни çинчен тăрăшсах ĕнентеретĕп, укçа пухатăп...

Çак хĕрарăмсен калаçăвĕ кăмăла пăсрĕ. Хĕрсене ĕненме йывăр иккен, терĕм вара хам ăшра.

Кинеми, çак сăмахсене илтсен, васкасах сăмах хушрĕ:

Ачамсем, унашкал таса мар пур ĕнтĕ вăл пурнăçра. Хăвăр таса пулсан тасамарĕ сирĕн çумма çыпăçмĕ. Турă сыхлатăр сире, ачамсем, усал япала сирĕн тĕле ан пултăр. Пехил сире, пехил.

Кинеми каланă сăмахсем диспута вĕçлерĕç пулмалла. Пурте шухăшлă лараççĕ. Темĕн тĕрлĕ юрату юррийĕ янăрарĕ те – шухăш шухăшласа каланă сăмахсене чечек çыххи пек пухса йĕркелеме вăхăт çитрĕ пулĕ. Нихăшĕ те тек сăмах хушма васкамарĕ.

Ольга Васильевна юлашкинчен сăмах илчĕ:

Пурне те пысăк тав: çамрăксене те, кинемине те. Пурте пĕрле хамăр лартнă ыйту çине хурав пама тăрăшрăмăр. Тăрăшасса тăрăшрăмăр, анчах хуравлайрăмăр-ши? Кашни хăй шухăшне каларĕ – ыттисене шухăшлаттарчĕ, пурнăçа вĕренме пулăшрĕ. Вăл та паха.

Юлашкинчен хаçатра вуланă пĕр сăвă пек япалана вуласа парам-ха сире:

 

Аннеçĕм, мĕн вăл юрату?

Эс юратнă-и хĕрӳ?

 

Çĕмĕрт куçлă яштак каччă юрататăп, терĕ Пĕр саншăн çеç чĕрем çунать-çке, терĕ. Юрату чирĕпе тертленекенскерне шеллерĕм, анчах пулăшаймарăм.

Кăтра çӳçлĕ сарă каччă çыру хыççăн çыру çырчĕ. Çут тĕнче те сансăр тĕксĕм, терĕ. Чĕрем пачах та хумханмарĕ, юрату юррийĕ юрламарĕ.

Кӳршĕ каччă ман çурт-йĕре кӳллен хуралларĕ, çак сукмакпа урăх каччă нихăçан та утаймĕ, терĕ. Харсăр каччă сăмахĕ чунăма тивмерĕ – сукмака çерем пусрĕ.

Çич ют ачи хирĕç пулчĕ, куçран пăхрĕ, сăмах хушрĕ, юратнине каламарĕ. Чĕрем вутпа çунчĕ, яланлăхах канăç çухалчĕ. Кам пĕлет-ши, хĕрĕм, – мĕн вăл торату...

Ольга Васильевна вуласа пĕтерчĕ те пуçне çĕклесе çамрăксем çине пăхрĕ. Шăплăха уçă сасă вăратрĕ:

Юрату çинчен диспут тата йĕркелетпĕр-и?..

 

ЙЫТĂ КУÇÇУЛĔ

 

Çанталăк кунĕпе шăрăх тăчĕ пулин те, каç енне сулăнсан самаях сулхăнланчĕ. Йытă хутран-ситрен пĕтĕм ӳчĕпе четренсе илчĕ. Сулхăнран мар пулĕ. Йытă вăл унашкал сивĕрен хăракан чĕрчун мар. Ытла пăлханнипе, чунĕ ыратнипе йытă çапла чĕтренсе илчĕ ĕнтĕ. «Мĕн пулчĕ-ха капла? – шухăш вĕлтлетсе илчĕ йытă пуçĕнче. – Мĕн пулса тухрĕ? Мĕнле пулăшам-ха? Ара, çав çын пирĕн çумранах иртсе кайрĕ-çке! Ман хуçа çине пĕшкĕнсе те пăхрĕ, алли сыппине те тытса пăхрĕ, анчах пулăшма пĕрре те васкамарĕ...»

Йытă ним хускалми выртакан хуçи çине пăхрĕ, малтан юнашарти мишавай юпине, кайран хăлхисене чанк! тăратса тавралăха тинкерчĕ. Нихăш енчен те пулăшу килесси туйăнмасть... Эх, яла çитме те нумай юлманччĕ-çке! Мĕншĕн-ха унăн хуçи çапла çĕр çине канма выртнă пек ӳкрĕ те текех тăмарĕ?.. Куçне те уçмасть... Мĕн тумалла? Мĕнле пулăшмалла ăна?

Йытă ним тума аптранипе хуçи çумне пырса выртрĕ, унтан пуçне малти урисем çине хучĕ, мал еннелле тунсăхлăн тинкерчĕ.

«Ара, эпир унпа нумай пулмасть çеç акă таçта та кайса çӳреттĕмĕр, таçта та çитеттĕмĕр... Çук, айăпĕ хăйĕнчех! Мĕн чухлĕ вăрçмарăм пулĕ эпĕ ăна хам ĕмĕрте, анчах...»

Йытă вара хăйĕн хуçи темле усал шĕвеке час-часах пĕччен ĕçнине те, ăна хăйĕнпе пĕрле çул çине илнине те аса илчĕ.

«Мĕншĕн килĕштерчĕ-ха вăл çав шĕвеке? Ара, унăн шăршине те чăтма йывăрччĕ. Хуçаран хăйĕнчен çав шĕвеке ĕçнĕ хыççăн вара тата та лайăх мартарах шăрш кĕретчĕ. Ун пек чухне хуçа патне пырас та килместчĕ. Вăл вара çав шĕвеке ĕçнĕ хыççăн манпа ытларах ачашланасшăнччĕ, хăш чухне вара йăлăхтарсах çитеретчĕ...

Йытă хăй хуçине çав шĕвеке ĕçнĕ хыççăн киле кĕртесшĕн мар пулса мĕнле вĕрнине аса илчĕ. Вăл яланах çав тутлă мар шыва килĕштерменнине çапла палăртатчĕ.

Юлашкинчен вара ăна шăлаварĕнчен çыртса аяккалла сĕтĕрме тăрăшатчĕ. Анчах вăл, пĕчĕкскер, çакнашкал çирĕп çынна ăçтан çĕнтертĕр-ха?.. Эх, итлеттереймерĕ çав йытă хăй хуçине. Мĕнле тăрăшсан та...

Таçта аякра машина кĕрлени илтĕнсе кайрĕ. Вĕсем килнĕ çул тăрăх тусан тĕтĕрлентерсе çутă тĕслĕ темле машина килет.

«Мĕнле машина ку? Ăçта васкать? Манăн хуçана пулăшаймĕ-ши?» – шухăш вĕлтлетсе иртрĕ йытă пуçĕнче.

Нумаях та вăхăт иртмерĕ, машина вĕсен тĕлне çитсе чарăнчĕ. Чи малтанах ун ăшĕнчен леш паçăр хуçи патне пĕшкĕнсе пăхнă çын васкаса тухрĕ. Кăшт тăрсан шурă тумлă çын курăнчĕ. Вăл та машинăран тухрĕ. Ун аллинче пĕчĕк чăматан пурччĕ. Вăл йытă хуçи патне васкарĕ.

Ку çынсем хăйĕн хуçине пулăшма килнине ăнланчĕ пулсан та, йытă ури çине тăрса хăрлатса илчĕ. «Астăвăр, ман хуçана усал ан тăвăр, эпĕ кунтине пĕлĕр! – тени пулчĕ ĕнтĕ ку. – Эпĕ хам хуçана хӳтĕлеме яланах хатĕр. Уншăн эпĕ хам пурнăçа та шеллес çук...»

Шурă тумлă çын ăна ăнланчĕ. Çакă вăл йытă çине епле пăхса илнинченех паллă пулчĕ.

Çав хушăра машина ăшĕнчен тата тепĕр çын тухрĕ. Вăл наçилкке йăтса тухрĕ, ăна йытă хуçи çумне пырса лартрĕ.

«Мĕн тăвасшăн-ха кусем? – тĕлĕнсе пăхрĕ йытă çынсем çине. – Ман хуçана илсе каясшăн-и? Эпĕ вара ăçта юлатăп? Çук, ним тусан та хуçаран эпĕ пĕр утăм та юлмастăп...»

Май пур таран хуçана пулăшăр-ха тенĕн йытă çынсем çине тилмĕрсе пăхрĕ. Халĕ ĕнтĕ унăн çынсене асăрхаттарас тесе хăрлатасси те килмерĕ.

Çав хушăра çынсем ун хуçине васкамасăр наçилкке çине илсе хучĕç, пĕр хыпаланмасăр машина еннелле йăтса кайрĕç. Наçилккине машина ăшне майлаштарса лартрĕç...

Çав çынсенчен пĕри те йытта ăçта хурас тесе шухăшласа та ĕлкĕреймерĕç пулас. Анчах та вăл хăйне такам хушнă пек сиксе машина ăшне кĕрсе ларчĕ, хуçи çумне тĕршĕнчĕ.

Çынсем те машина ăшне кĕрсе ларчĕç, хăйсен чĕлхипе йытă пирки тем калаçрĕç, ăна вăл питĕ лайăх ăнланчĕ. Эппин, вĕсем йытта та, ун хуçине те усал тăвасшăн мар, пулăшасшăн...

Машина хускалса кайрĕ. Йытă наçилкке çумне чĕвенсе хуçин пичĕ çине тинкерсе нумайччен пăхса пычĕ. Ăна хуçи пуçне хускатнă пекех туйăнчĕ. Çакна курсан вăл чăтăмсăррăн йынăшса илчĕ, васка-васка чĕлхипе хуçине çамкинчен, питĕнчен çуларĕ. Çук çав, вăл каллех хускалмасăр выртать...

Эх, хăйĕн хуçи хускалса илсен тата куçне уçсан çак пĕчĕк йытă мĕн тери савăннă пулĕччĕ!.. Çук çав, çук çав!.. Çав тери йывăр ыйхăпа çывăракан çын пек, унăн хуçи пĕрре те сиккеленмерĕ, куçне те уçмарĕ...

Тăхта, тăхта, акă машина кĕпер урлă каçнă чухне унăн хуçи хускалса илнĕнех туйăнчĕ. Йытă каллех йынăша-йынăша, чĕтре-чĕтре хуçине питрен, çамкинчен вĕри чĕлхипе çула-çула илчĕ.

Юлашкинчен хайхи хăй те сисмерĕ, çăмăллăн кăна хуçин кăкăрĕ çине сиксе хăпарчĕ те питĕ хытă тинкерсе пăхрĕ, унăн куçĕсене çуласа илчĕ. Анчах хуçи хускалмасăр выртрĕ, хальхинче те куçне уçмарĕ.

Мĕскĕн йытă вара хăй еннелле ним чĕнмесĕр пăхакан çынсем çине çаврăнса пăхса илчĕ те хуçин кăкăрĕ çинчен анса каллех наçилкке çумне выртрĕ. Унăн пысăк та хитре куçĕсем туп-тулли куççульпе тулчĕç.

Пĕтĕм шанчăк çухалчĕ...