Ачалăх

Афанасьев Алексей Андриянович


Ăçта ман ачалăх? Калам-и?
Вăл сывă, вăл канăçсăр, шух –
Ем-ешĕл Тăмпарлă урамĕ
Ача-пăчапа тулнă чух...

Мĕнле ман ачалăх? Çăп-çăмăл
Чупать вăл каçчен çуркунне.
Шывра вăл çӳрет чăмпăл-чăмпăл
Шип-шип тухиччен урине.

Выртма лашине, ав, кăкарчĕ...
Çиет вăл серте те çăмах...
Шырать курпун уйăх – ват карчăк –
Ăна юптармашкăн юмах.

Ачалăх!.. Ним мар ăна çумăр,
Ним мар çул тусанĕ çулла.
Пит-куçĕ улма пек чăп-чăмăр,
Вăй-халĕ туртать тулалла.

Ачалăх – телейĕм, саркайăк,
Чĕркĕмĕл пек йăрă та шух!
Ачалăх пур чух ватăлаймăп,
Тăмпарлă урамĕ пур чух!

Ăçта ман ачалăх? Калас-и?
Вăл сывă кашни утăмра.
Ачан ачисен те малашĕ
Кулать те вылять умăмра!