Ача-пăча сăввисем

Васянка Никифор Тарасович


                  1.
Сике-сике чупнă чух
Хăлхисене вырттарать,
Икĕ уран тăнă чух
Хăлхисене чанк! тытать.
                       Кам вăл?
                  2.
Йăкăлт кăна сикрĕ
Шиклĕ çивĕч тус.
Уншăн пулсан мĕн вăл –
Пĕчĕк тĕмеске?
Алли-ури çăмăл,
Хÿри кĕп-кĕске.
                       Мĕн вăл?
                  3.
Симĕс кĕрĕк тăхăнать,
Хĕлĕн-çăвĕн юсанать,
Хăй нихçан та хывăнмастъ,
Юрласа та ывăнмасть.
                       Мĕн вăл?
                  4.
Утрĕ шур мулкачĕ
Кÿршĕ вăрмана.
Татас, ăшалас тет
Тутлă кăмпана.
Çаврăнчĕ мулкачĕ
Пĕтĕм вăрмана,
Пĕр кушил тултарчĕ
Хÿхĕм кăмпана.

                   5.
Йăлтăр хĕвел, сар хĕвел, –
Çав çутатать тĕнчене.
Аслă Ленин сăмаххи –
Çав ăшăтать чĕрене.

Ылтăн хĕвел, сар хĕвел
Йăлтăртатать тӳпере;
Аслă Ленин калани
Ялан пирĕн чĕрере.