ÇӐТКӐН КАШКӐР

Давыдов-Анатри Василий Иванович

Кашкăр çитнĕ выçăхса,
Выртнă шăлне шаккаса.
Янтă апат тупăнман,
Ниçта чĕр чун курăнман.
«Килсех апат парас çук, –
Чуптарам-ха вăй пур чух», –
Ял еннелле васкасах
Кашкăр чупать хашкаса.
Кĕç пĕр çӳрен ăйăра
Курах каять улăхра.
Хайхи кашкăр савăнать,
Лаша патне ыткăнать:
– Хырăм питĕ выçă ман,
Халь çиеп сана, ăнман.
Кашкăр шак! шаккать
                             шăлне,
Ваш! карать мăн
                          çăварне…
Çӳрен ăйăр хăрамасть,
Унран тарма шутламасть:
– Эсĕ çиессе пĕлетĕп,
Çавăнпах хӳрем вĕçне,
Эсĕ кайса вулан пуль тетĕп.
Пĕл унта мĕн çырнине,
Кайран ман тăвансене
Тĕппипе пар каласа…
Кашаман хаваслансах
Хӳре патне уттарать.
Лаша пур вăйне пухса
Шарт! тапать те кашкăра,
Лешĕ вĕлт çеç ывтăнать,
Кутăн-пуçăн çапăнать.
Хыççăнах сиксе тăрса
Вирхĕнет çил кăларса.
Хайхискер чупсан-чупсан
Çырмана тухать пырса.
Çырмара тăр шыв еçсе
Вăкăр-мĕн тăрать сĕнксе.
Хайхи кашкăр савăнать,
Вăкăр патне ыткăнать.
Шăртланса, хаярланса
Вăл çапла калать ăна:
– Манăн хырăм выçнă питĕ,
Эп сана çиетĕп, çитĕ,
Тек сăмах-юмах ан пултăр,
Манăн хырăм кăна тултăр...
– Пӳрнинчен иртеймĕн тин, –
Тет вăкăр – тăхта, эппин.
Пуç çинче ик шĕврешке
Пур ман, сенĕк майлăскер,
Пăх-ха эсĕ ун çине,
Вуласам мĕн çырнине.
Кашкăр пынă пуç вĕçне.
Вăкăр пухнă та вăйне
Сĕкнĕ çăткăн кашкăра,
Хĕм кăларнă куç-пуçран. ..
…Кашкăр хыççăн сăр тусан
Юлчĕ тет мăкăрланса
Выçă хырăм кастарать,
Шав апат шыраттарать.
Ак тухать вăл уçланка,
Унта пĕр хура така
Нимĕн шухăшсăр çӳренĕ
Ешĕл курăкпа килленĕ
Хайхи кашкăр савăнать
Така патне ыткăнать:
– Манăн питĕ хырăм выçă,
Темĕн те пĕр курнă хыççăн,
Эп сана çиетĕпех,
Тăмăп анраса техех.
Хăрамасть хастар така,
Тинкерет вăл уçланка.
– Ӳтĕм-тирĕм питĕ хулăн,
Чăмласа
           чылай хĕн курăн, –
Тет така выç кашкăра. –
Çăварна кар пысăкрах,
Сан ăшна вара чупсах
Кĕрсе кайăп самантрах.
Ларать кашкăр çĕр çине,
Карать тĕпсĕр çăварне.
Ак така чакать, чакать,
Пĕтĕм вăй-халне пухать.
Вирхĕнет кашкăр çине,
Лаш! çурать ун хырăмне.

Юмах ятăм, юптартăм,
Алăк хăлăп тыттартăм.
Çĕн юмах итлес тесен
Килсе тăрăр каçсерен.