Жираф

Сарби Раиса Васильевна

Жираф утса ҫўрет мӑнаҫлӑ,

Чӑмлать вӑл ҫулҫӑ ирлӗ-каҫлӑ

Вӑл халь чи модӑллӑ чӗрчун –

Вегетарианец! Ырӑ чун!

 

Вӑл тӑнӑҫ кӑмӑллӑ, хаваллӑ,

Хӑватлӑ та ачаш, хаваслӑ –

Тытса ҫурмасть никам хӑмне

Тӑрантарасшӑн хырӑмне.

 

Илемлӗ, вӑрӑм мӑйлӑскер,

Хеветлӗ, ҫутӑ ӑслӑскер

Лаша, ӗне, слон евӗрех

Вӑл халӑхшӑн ӗҫлесшӗнех...

 

Унпа тӑвасчӗ килӗшў –

Пулатчӗ ырӑ илӗшў.

Унпа хитрен калаҫмалла,

Вара иленӗ вӑл алла.

 

Ǎна ӑс памалла кӑштах,

Ĕҫе вӑл пуҫӑнӗ вӑштах.

Эп жирафа вӗрентӗп хам –

Унпа пӗрле ӗҫе тухам!

 

Жираф – чӑн пулӑшуҫӑ пулĕ–

Çынсем патне выртать ун ҫулӗ.

Пуҫтарӗ ҫимӗҫ – ананас –

Хӑнале манпала сана.