ЮР КУПИ
Воробьева Раиса Васильевна
Çĕр каçа ман кантăкран
Юрпа çапрĕ çил-тăман.
Çĕрĕпех вăл çывăрман –
Тухма çук-çке хапхаран.
Юр картишĕнче тулли…
Пулăп-и эп çын кулли?
Тытăнтăм çул-йĕр уçма,
Чĕнсе тухрăм шăллăма.
Кӳршĕри юлташ, Ванюк,
Вăл та тытрĕ кĕреçе.
Чăтаймарĕ ак Кулюк –
Пуçăнчĕ часах ĕçе.
Вăр та вар енчен енне
Ывăтатпăр шур юрне.
Юр купи, хăвах куран,
Пач çухалчĕ ман умран.
Юрпа çапрĕ çил-тăман.
Çĕрĕпех вăл çывăрман –
Тухма çук-çке хапхаран.
Юр картишĕнче тулли…
Пулăп-и эп çын кулли?
Тытăнтăм çул-йĕр уçма,
Чĕнсе тухрăм шăллăма.
Кӳршĕри юлташ, Ванюк,
Вăл та тытрĕ кĕреçе.
Чăтаймарĕ ак Кулюк –
Пуçăнчĕ часах ĕçе.
Вăр та вар енчен енне
Ывăтатпăр шур юрне.
Юр купи, хăвах куран,
Пач çухалчĕ ман умран.

